Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ
Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.
Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова хăйĕн докладĕнче патшалăх тата муниципалитет туянăвĕсене ирттернĕ чухнехи конкурс тата аукционсен йĕркисем пирки чарăнса тăнă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Ҫак ыйтусемпе, бюджет тухăҫлăхне ӳстерессипе, ытти субъектсен паха ĕҫ опычĕсене шута илмеллине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов пассажирсене тата багаж илсе çӳрессине планламалли документпа паллаштарнă. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри пассажирсене илсе çӳремелли маршрутсен шучĕ 336-па танлашнă. Çав шутра 102-шĕ — хуласен хушшинчисем, 234-шĕ — хула çумĕнчисем. Планламалли палăртнă документа 2020 çулччен пăхса хăварнă имĕш.
Унпа килĕшӳллĕн 21 маршрута хупма палăртнă — вĕсемпе пассажирсем усă курмаççĕ тесен те юрать. Çавăн пекех хăш-пĕр маршрута улăштарасшăн. Чылай улшăну хула тулашĕнчен Шупашкара кĕрекен маршрутсемпе çыхăннă. Министр çакă тĕп хула администрацийĕ ыйтнипе сăлтавланнине уйрăммăн палăртнă. Урăхла каласан, айккинчен килсе хула витĕр иртекен маршрутсем улшăнмалла — вĕсем вокзал патне çеç çитĕç. Анчах çак çĕнĕлĕхсем те 2020 çул пуçламăшĕнчен кăна вăя кĕрĕç. Мĕншĕн тесен, чылай маршрут тĕлĕшпе автобуссен хуçисемпе çав вăхăтчен килĕшӳсем тунă, вĕсен вăхăчĕ вĕçленессе кĕтме тивет.
Улшăнусем тĕлĕшпе мĕнпур муниципалитетпа çураçу тупнă, Шупашкар администрацийĕ кăна хирĕç-мĕн. Министр сăлтавне те ăнлантарнă: тĕп хула влаçĕсем Çĕнĕ Шупашкартан килекен 11 маршрута пăрахăçлама сĕнеççĕ, ытти автобуса вара хулари кашни чарăнура мар, икĕ çĕрте кăна — хула хĕрринчи тата Çĕнĕ Салари станцисенче — чарăнмалла тăвасшăн.
Владимир Иванов çак сĕнӳ питĕ килĕшӳллĕ мар тесе хакланă. Апла тусан, пĕрремĕшĕнчен, çынсен хулара тепĕр транспорта куçса ларма тивĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕп хула сити-менеджерĕн шухăшĕпе кăсăкланнă. «Шупашкарта пассажирсене илсе çӳрессине йĕркелессине Санкт-Петербургри институт эксперчĕсен тĕпчевĕ çинче никĕслеме йышăннă. Унпа килĕшӳллĕн пĕчĕк автобуссен шутне чакармалла, пысăккисем ытларах пулмалла. Республика шайĕнчи паян тишкерекен документ вара çакна шута илмест», - тенĕ хула администрацийĕн ертӳҫи. Сити-менеджер маршрутсене чакарни троллейбус управленине кăштах та пулин усă пулĕ тесе сăлтавлать, троллейбуссемпе çӳрекен пассажирсен шучĕ палăрмаллах ӳсĕ тесе каланă.
Михаил Игнатьев ыйту тавлашуллă пулнине, пĕршухăшлăх çуккине кура документа çирĕплетессине каяраха хăварма сĕннĕ. «Енчен те ыйтусене пăхса тухнă чухне ăнланманлăхсем ҫуралнă пулсан, ăна тепĕр хут анлăн тишкермелле. Ҫак ĕҫе депутатсене явăҫтарсан те вырăнлă. Общество шухăшне те шута илмелле. Татса паман пĕр ыйту та айăккинче тăрса юлмалла мар. Общество транспортне реформăласси пирĕншĕн паллă ыйту пулса тăрать, кун йĕркинчех пулĕ. Халăх та ҫакна хытă кĕтет. Чи малтанах ҫынсен шухăш-кăмăлне те пирĕн хамăр ĕҫре шута илмелле», — тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.