Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче строительство тата çул-йĕр отраслĕнчи предприятисен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче строительство тата çул-йĕр отраслĕнчи предприятисен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Республикăн строительство министрĕ Владимир Михайлов отрасльти кăçалхи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çулталăкра çĕршыври 5 млн çемьене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерсе хваттерлĕ пулакансен хисепне 60% хушма, ипотека кредичĕн процент ставкине çитес 6 çул хушшинче 7% таран пĕчĕклетме ыйтнине палăртрĕ.

Иртнĕ 5 çулта республикăри 41 пин ытла çемьене пурăнмалли вырăна лайăхлатма патшалăх 17,8 млрд тенкĕ куçарнă. Кăçал тĕрлĕ категорие кĕрекен 5 пин çемьене 2,3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Республикăри 14,4 пин çемье /21,4 млрд тенкĕлĕх/ пĕлтĕр пурăнмалли вырăна ипотека кредичĕпе лайăхлатнă. Ăна илекенсен йышĕ 2016 çулхинчен 28% нумайрах пулнă, строительствăна укçа 39,8% ытларах явăçтарнă. Тавăрса памалли кредитăн вăтам ставки 10,42% /2016 çулхи кăтартуран 1,19 пункт пĕчĕкрех/ танлашнă.

Çемьере иккĕмĕш тата виççĕмĕш ача çуралсан асăннă кредитăн процент ставкине 6% таран субсидилемелли программа пурнăçа кĕме тытăннă. 

Михаил Игнатьев министерствăна, подряд организацийĕсене пая кĕрсе хваттер тутаракансен умĕнчи тивĕçе пурнăçлассине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каларĕ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 апреля 2018
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter