Потребительсен прависене хÿтĕлемеллех

Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва уçнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак координаци канашне пĕлтĕр чÿк уйăхĕнче кăларнă указпа килĕшÿллĕн туса хунине пĕлтерчĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ республикăри потребительсен прависене хÿтĕлекен тытăма малалла лайăхлатассипе çыхăннине палăртрĕ. Ку тытăмри лару-тăрăва куçран вĕçертмелле маррине каларĕ. Çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене — влаç органĕсен потребительсен прависене хÿтĕлес енĕпе тухăçлă механизм туса хумалли пирки — аса илтерчĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская Чăваш Енре потребительсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă мерăсене мĕнле пурнăçа кĕртни пирки каласа кăтартрĕ. Çынсем тĕпрен илсен суту-илÿ тата халăха пулăшу кÿрекен сферăсенчи çитменлĕхсем пирки пĕлтереççĕ терĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова ведомство ку енĕпе еплерех ĕçленипе паллаштарчĕ. ЧР тĕп патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекторĕ Виктор Кочетков çак сферăра потребительсен прависене еплерех хÿтĕлени çинче чарăнса тăчĕ.

Ларура координаци канашĕн кăçалхи ĕç планне те çирĕплетрĕç.



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
12 апреля 2018
07:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter