Правительство ҫуртĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание Комиссии по координации работы по противодействию коррупции в Чувашской РеспубликеАка уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Мероприятине патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, федерацин тĕрĕслевпе асăрхав службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, право хуралĕнче ĕҫлекенсем хутшăннă. Канашлу видео мелĕпе иртнĕ май, унта республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем, коррупципе хирĕҫ кĕрешес ыйтусемпе ĕҫлекен специалистсем пуҫтарăннă.  Коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă наци планĕ, РФ 2030-мĕш ҫулччен экономикăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли стратеги, ҫĕршыври экономикăна ҫирĕп «ура» ҫинче тăма пулăшаканнисем пулса тăраҫҫĕ тесе каланă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.  

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Республики коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă Наци планне пурнăҫласа пынипе Атăлҫи федераци округĕнче пилотлă регион пулса тăнине аса илсе хăварнă.  «Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕҫленине кура, тĕрĕслевпе асăрхав службисем право хуралĕнче тăрăшакансем тухăҫлă ĕҫленĕшĕн ҫитĕнӳсем пулса пыраҫҫĕ. Пирĕн Чăваш Енĕн опычĕ ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Кирек-епле мероприятине те пурнăҫланă чухне комплекслă ĕҫлени паха.  Мĕнпур службăсемпе тачă ҫыхăнса, хыпарсене вăхăтра пĕлни, инкек пулассинчен сирсе ярать.  Йĕрке пăсасран асăрхаттарать.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене ҫийĕнчех татса пани те куҫкĕретех. Нимĕнле кăлтăксемсĕрех, йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса, явап тыттарни те ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», – тесе каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе пурнăҫласа пынă мероприятисем ҫинчен ҫак службăра тăрăшакан пай пуҫлăхĕ Андрей Семенов тарăн доклад туса панă.  2017-мĕш ҫулта Чăваш Енре коррупци енĕпе йĕрке пăснă 214 тĕслĕхе шута илнĕ палăртнă служба, 83 ҫынна уголовлă майпа явап тыттарма йышăннă. Коррупци енĕпе йĕрке пăсакансене тупса палăртассипе ПФОра министерство 1-мĕш тăрать, Раҫҫей шайĕнче вара 3-мĕш вырăнта. Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн регионти Управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин хăйĕн сăмахĕнче, юлашки 4 ҫул хушшинче регионта коррупци тăвакансен йышне тупса палăртассипе самай чакнине асăннă, ҫителĕксĕртерех ĕҫленине каланă. 2017-мĕш ҫулта следстви управленийĕ коррупци енĕпе йĕрке пăсакансен йышне 46,8 процента ҫити сахалтарах тупса палăртнине хыпарланă. Енчен те 2016 ҫулта 301 ҫынна явап тыттарнă пулсан, 2017 ҫулта пурĕ те 160 ҫын ҫеҫ пулнă. Апла пулсан, кăтарту чакни, регионта йĕрке хуҫаланнине тен ҫирĕплетет. «Пур-пĕрех, статистика шухăша ярать, коррупци тăвакансем хăрушлăх кăларса тăратни пирки ҫителĕксĕр хыпарсем пулни сисĕнет», – тенĕ Александр Полтинин.

Хальхи пурнăҫ таппинче ҫивĕч ыйтусем: ачасене шкула вырнаҫтарни, шăпăрлансене кану легерĕсене яма путевкăсем пани, ҫул-йĕр правилисене пăхăнманнисене явап тыттарасси, кирлĕ-кирлĕ маршăн укҫа-тенкĕ шкулсенче ашшĕ-амăшĕсенчен пухни тата ыттисем те. Ҫак ыйтусене татса панă чухне, нумайĕшĕсем укҫан  ертӳҫĕсене пулăшу пама хăяҫҫĕ. Ҫакă та йĕрке пăснине ҫирĕплетет. Кун пирки те никамăн та манма юрамасть тесе асăрхаттарнă ертӳҫĕсем канашлура. Пурин те тимлĕ пулма тăрăшмалла, пĕрне-пĕри киревсĕр ĕҫсем ҫинчен пĕлтермелле, яваплă службăсене хыпарсене илсе ҫитермелле.

Патшалăх тата муниципалитет валли кирлĕ пек таварсене туяннă чухнехи ĕҫ-хĕлсем пирки пысăк доклад тунă, ҫитменлĕхсем ҫинчен каласа хăварнă ытти ҫулхисемпе танлаштарсан, пĕлтĕр епле ĕҫленине тарăн пăхса тухнă.

Чăваш Республикин Экономика министерстви 2017 ҫулта 125 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Пурĕ должноҫре тăракан 18 ҫынна административлă майпа явап тыттарма палăртнă, пĕтĕмпе 513 пин тенкĕ тăкака хыснана тавăрса палла тунă.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова ытларах йĕрке пăснă тĕслĕхсем тĕрлĕ туянусем тунă чухне кирлĕ пек хыпарсене пичетлесе кăларманнипе те ҫыхăннă тесе палăртнă, саккун йĕркисене пăсни самай сисĕнет тенĕ.  Чи нумай йĕрке пăснă тĕслĕх Шупашкар хула администрацийĕнче пулнине каланă. Министерство тĕрĕслевпе асăрхав службипе пĕрле муниципалитетра бюджет ыйтăвĕсемпе те йĕрке пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Республика хыснинчен вырăнти бюджета куҫарнă укҫасемпе тĕллевлĕн усă курманнине асăрханă. Калăпăр, электронлă майпа аукцион ирттернĕ чухне, Атăлҫи ҫыранне тирпей-илем кӳртессипе виҫҫĕмĕн тапхăрпа пулса пыракан ĕҫсене «Автодор» ТМЯО пурнăҫлама ирĕк илнĕ имĕш. Организацийĕн директорĕ Кузнецов С.Н., анчах та ҫак предприяти мала тухнине сăлтавлакан ĕҫ хучĕсем ҫителĕксĕр пулнă тесе асăрханă специалистсем.  Йăлари хытă каяшсене тирпейлесе пуҫтармалли вырăна рекультивацилеме каллех «Автодор» ТМЯО йышăннă тесе ҫирĕплетнĕ, ку енĕпе те документсем ҫирĕпех пулманнине палăртнă ятарлă службăсем.  «Ҫак ĕҫсемшĕн Шупашкар хулин «Центр организации закупок» МКУ малтанхи директорне административлă майпа явап тыттарма йышăннă, 80 пин тенкĕлĕх штраф тӳлеттернĕ», – тесе хыпарланă Инна Антонова.

Паллах, ҫак йышăнусемпе должноҫре ĕҫлекенсем малтанласах килĕшмерĕҫ.  Суда пама та пăхрĕҫ. Хальхи вăхăтра вăл ĕҫсене Мускав районĕн сучĕ тĕплĕн тишкерет. Нумайĕшĕпе суд нимĕнле улшăнусемсĕрех должноҫре тăракан ҫынсене явап тыттарма пăхса хăварнă. «Этническая Чувашия» объектăн инфратытăмне ҫĕнетессипе палăртнă ĕҫсене йышăннă чухне те сахал мар ҫитменлĕхсене тупса палăртнă. «СК «Гарант» ТМЯО, унăн учредителĕ Варданян Л.В., гендиректорĕ – Георгиева О.И. ҫаксем суя ĕҫ хучĕсене тирпейлесе комиссине тăратнă. Пурне те кая хăварса имĕш вĕсем мала тухнă пулать.  Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерстви генеральнăй директорĕ патне уголовлă майпа явап тыттарма ĕҫ-пуҫ пуҫарма ĕҫ хучĕсене пуҫтарать.

Тепĕр пысăк ыйту – подрядчиксем хăйсене шанса илнĕ ĕҫсене вăхăтра пурнăҫланипе пурнăҫламанни. Ку енĕпе Чăваш Республикин Экономика министерстви кирек-епле ыйтусене те тарăн тишкерсе пынине каланă Инна Антонова.   Пĕтĕмпе 2017 ҫулта Чăваш Республикинче 23,1 млрд тенкĕлĕх туяну ĕҫне йĕркеленĕ.  Бюджет тухăҫлăхĕ те ҫук мар, вăл 1,7 млрд танлашать. Пĕр сăмахпа калас пулсан, 8 процент чухлĕ тупăшлă ĕҫлени сисĕнет.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кулленех экономи туса пыни, тепре чухне пахалăха чăрмав ан кӳтĕр тесе асăрхаттарнă. «Нумай чухне, проекта хатĕрлекенсем таварсен хакĕсене пĕчĕклетеҫҫĕ.  Подрядчиксем тивĕҫлĕ мар материалсемпе объектсенче ĕҫлеме хăяҫҫĕ.  Пулса тухать вара ҫапла, объект пахалăх енчен ҫӳллĕ шайра пулманни», – ҫирĕп каланă регион Пуҫлăхĕ. Бюджет укҫипе тĕрĕс тата пĕлсе тухăҫлă ĕҫлессишĕн пурин те тăрăшмалла. Тендерсем ирттернĕ чухне ĕҫ хучĕсене специалистсен професси пĕлĕвĕ енчен те пысăк шайра пĕлсе хакламалла, унсăрăн йĕркесĕрлĕх хуҫаланма та пултарать. 

Ку хутĕнче, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫинчен йĕрке пăснă тĕслĕхсем мĕншĕн нумай пулса пынипе кăсăкланнă. «Чăннипех те, ҫав тери пысăк йăнăшсем тунă.  Сирĕн саккуна пăсса ĕҫлекенсене ĕҫрен хăтармалла пулнă. Ăна кăларса ярас вырăнне, хăвăрăн администрацинче пысăк должноҫе лартса унăн статусне ӳстернĕ, Колебанова Н.В.  администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Ку тата мĕнле япала? Паллах, сирĕн ирĕк, эсир темĕн тума та пултаратăр, анчах тĕрĕслĕх тени ăҫта кайса ҫухалнă сирĕн?  Йĕркесĕрлĕх хуҫаланни куҫкĕретех», – тесе асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев хула администрацийĕн ертӳҫине.  

Ку хутĕнче бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина доклад тунă. Вĕсен министерстви пĕтĕмпе 58 пин документа тĕрĕслев витĕр кăларнă, 2840-шĕпе ĕҫсем йĕркеллĕ маррине ҫирĕплетнĕ. Палăртнă служба Шупашкар хула администрацийĕ каллех сахал мар йĕрке пăснă тесе ҫирĕплетет, тăкаксем пысăк пулнине палăртать.  

Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Швардаков, федерацин казначейство службин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳҫи Николай Кондратьев тĕрĕслевпе асăрхав ĕҫ-хĕлĕ ҫинчен чарăнса тăнă, уйрăм ҫитменлĕхсем пирки каласа кăтартнă. Раҫҫей УФАС Чăваш Республикинчи тĕрĕслев ĕҫĕсене те тарăн тишкернĕ, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă.   Комисси членĕсем тĕрлĕ ҫăхавсене пăхса тухнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пурнăҫласа пыма тепре чухне чăрмав кӳнине палăртнă. Тĕлли-паллисĕр ыйтса ҫырнисем тĕл пулаҫҫĕ тесе ҫирĕплетнĕ специалистсем. Тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеме пĕлмен подрядчиксене ятарлă списока тăратса, урăх ĕҫсем шанма юраманнине те асăнса хăварнă ертӳҫĕсем.  Реестра кулленех тĕрĕслесе пыма хушнă, ĕҫлеме пĕлменнисене ҫав шута кĕртсе хăварма чĕнсе каланă комисси членĕсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре Раҫҫей УФАС нумай чухне республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем патне ыйтса ҫырнисене тĕл пулма пулать тенĕ. «Яланах хамăр правасене туххăмрах тĕрĕс кăтартса пама хĕн.    Хăшĕсене 4 уйăхран пуҫласа 9 уйăха ҫити тăсса йĕркелесе пыма тивет. Нумай ĕҫ-пуҫа чарса пыраҫҫĕ ҫакăн пек ҫăхавсем», – тенĕ премьер-министр. Сăмаха май, хăш-пĕр тĕслĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă вăл. «Соляное» тата «Новый город» пĕчĕк районсенче ача сачĕсене хута ярассипе аукционсем вăраха тăсăлса кайнă. «Документсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулнă. «Новый город» микрорайонта объекта ҫĕклессишĕн 12 организаци заявка тăратнă. «Соляное» микрорайонта садике хута яма йĕркеленĕ аукцион чухне монополие хирĕҫ кĕрешекен служба документацисем пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Иккĕшĕнче те пĕр евĕрлĕ, анчах та пĕр пек мар тесе специалистсем тĕрлĕ йышăнусем ыйтса ҫырнă», тесе каланă вăл. Кун пек ăнланманлăхсем пачах та пулмалла мар, йĕркипе ĕҫе кирлĕ пек шайра пурин те пурнăҫласа пымалла.   Ĕҫ-пуҫ 4 уйăха тăсăлса кайнă, ҫак тапхăрта объектсенче строительство ĕҫне ҫуррине вĕҫлеме пултарнă подрядчиксем республикăри онкодиспансерта Ядерлă медицина центрĕнче. Кунта та монополие хирĕҫ кĕрешекен служба тĕрĕслев йĕркелеме шут тытнă. Ленин проспектĕнче хулари Тĕп поликлиникăри нумай функциллĕ центрăн строительство ĕҫĕ те 6 уйăха тăсăлса кайнă. Сахал мар чăрмавсем сиксе тухаҫҫĕ, вĕсене объектсем вăхăтра хута кайманни те куҫкĕретех.  Пурин те манма юрамасть, ҫак объектсем республикăшăн ҫав тери социаллă пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн регионти хăш-пĕр учрежденисем ҫĕршыв шайĕнче пилотлă шутланаҫҫĕ. Пĕрле килĕшсе, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса памалла.  Судсем тăрăх ҫӳресе, ĕҫе вăраха тăсса пыма вăхăт ҫук», – сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Иван Моторин.      

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ монополие хирĕҫ кĕрешекен службăна республикăра пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн тăрăшарах, тухăҫлă ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă, патшалăх ыйтăвĕсене пурнăҫлассипе тĕллевлĕн ĕҫлеме сĕннĕ. «Енчен те судсем пĕтĕмпех ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем майлă йышăнусем кăлараҫҫĕ пулсан, монополие хирĕҫ кĕрешекенсем усăсăрах хăйсен вăхăчĕсене ирттереҫҫĕ. Нумай чухне вĕсем тивĕҫлĕ ĕҫлесе пыманнине ҫак тĕслĕхсем ҫирĕплетни куҫкĕретех. Паллах, асăннă службăн полномочи текенни самай пур, анчах сирĕн вĕсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курса пымалла. Кирлĕ кирлĕ маршăн ҫăхавсем ыйтса ҫырса, халăха пăтратмалла мар», – асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ. 

Коррупципе хирĕҫ кĕрешессипе йĕркелесе пынă ĕҫсене Чăваш Ен Прокурорĕ Василий Пословский хакланă. Кăҫал ку енĕпе ҫав тери активлă ĕҫленĕ тесе пĕлтернĕ. Виҫĕ уйăх хушшинче йĕрке пăснă 106 тĕслĕхе шута илнине хыпарланă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева нормативлă право акчĕсене экспертиза кăларни ҫинчен каласа кăтартнă, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем пирки пĕлтернĕ. Нумай чухне проектсенче муниципалитетсем шайĕнче ҫитменлĕхсем пуррине каланă. Министр  патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕпе усă курнă чухнехи коррупци палăрăмĕсемпе паллаштарнă. Министерство çине-çинех тĕрĕслевсем йĕркелет, йĕрке пăснă тĕслĕхсене чылай тупса палăртать.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн  ĕҫ-хĕлĕпе, 2017-мĕш ҫулта пурнăҫланă мероприятисем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Николай Каргин тарăн доклад туса панă, ҫитменлĕхсем пирки каланă, вĕсене пĕтерессипе йĕркелемелли ĕҫсем ҫинчен чарăнса тăнă. Комисси членĕсем кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусемпе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.   

Фоторепортаж



13 апреля 2018
10:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter