Кашни эрнере ирттерекен планеркăра ППЭ пĕтĕмлетĕвне, грипп çулăхасран прививка тумалли ыйтусем пирки сăмахланă

Чăваш Республикинче патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче ачасем малтанхи тапхăрпа пуҫласа тытса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Пурĕ хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме 271 ҫын кăмăл тунă. Вĕсенчен ытларах пайĕ салтакран килнисем, техникумра, колледжсенче вĕренекенсем.  Паян, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ. Вĕренекенсем ытларах вырăс чĕлхипе, математикăпа, обществознанипе экзамен тытма кăмăл тунă. Кашни предмечĕпе вăтамран 100 ҫын  экзамен тытма ыйтса заявлени ҫырнă.  Пĕлĕве тĕрĕсленĕ чухне информаци енчен хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех. Тĕрлĕ сăнавсем пулнă, обществăлла организацисенчен ятарлă сăнаса тăракан представительсем те хутшăннă.  «Экзаменсене планпа килĕшӳллĕн йĕркелесе пынă.  Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче вырăс чĕлхипе экзаменран икĕ ҫынна кăларса яма тивнĕ», – тесе хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   Экзамена тытма вăхăтра килменнисем те пур-ха, 652 ҫынран пурĕ те 366-шĕ кăна хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.   Чи пысăк балл пуҫтараканнисем 21 ҫын пулнă, вĕсем  80 е тата ытларах  пухнă. Патшалăхăн пĕрлехи аттестацийĕ ҫу уйăхĕн вĕҫĕнче пуҫланать.

Ку хутĕнче ачасен канăвĕпе ҫыхăннă ыйту пирки те чарăнса тăнă пуҫлăхсем. Сергей Кудряшов путевкăсене ачасене пама пуҫланине пĕлтернĕ. «Пурĕ 5 415 путевка. Ҫăхавсем пулман.  Путевка илес текенсем сахал мар. Пĕтĕмпе 271 оператор ĕҫлет», – тенĕ министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Путевка хакĕ 14318 тенкĕ, профильлĕ сменăна кайма 15415 тенкĕ пĕр путевка.

Ку хутĕнче грипп чирĕ пирки те калаҫнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче регионта халăх пуш уйăхĕн 16-23-мĕш кунĕсенче ытларах чирленине пĕлтернĕ. Чир-чĕр Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕмĕрле хулисенче тата Шупашкарпа Ҫĕрпӳ районĕсенче анлă сарăлнă.  Регионта пурĕ грипран 533,9 пин ҫынна прививка тунине асăннă министр.

 Ҫак ыйтупах сăмаха малалла Чăваш Енри Роспотребнадзор Управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Елена Прокопьева тăснă. Кăҫал ҫак усал чирпе 793 ҫын чирленине, пĕлтĕр 970 ҫын аптранине хыпарланă.   Чир РФ субъекчĕсенче ытларах пуш уйăхĕнче алхаснине палăртнă  ҫӳлерех палăртнă службăн пуҫлăх ҫумĕ. Тепĕр тапхăрпа те ҫаврăнса килме пултарать чир, ҫавăнпа та ҫийĕнчех ҫынсене прививка тума чĕнсе каланă.



16 апреля 2018
14:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter