Чăваш Енрен ҫурхи шыв-шур иртсе кайнă

Чăваш Енре шыв-шур алхасса юхма пăрахнă. Кун пирки паян Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, регионта Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен республикăри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ирттернĕ планеркăра пĕлтернĕ.   Улатăр, Сăр, Ҫавал юхан шывĕсенче калăпăш чакни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Нимĕнле хăрушлăх та ҫук, усалли хыҫа юлчĕ», – тесе каланă Вениамин Петров. Япăх хыпар пирки те каласа кăтартнă, иртнĕ эрнере республикăра шывра 3 ҫын путса вилнĕ. «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Пулăҫăсене кулленех асăрхаттармалла, енчен те хăрушлăх сиксе тухсан, туххăмрах сирсе яма та май килмĕ хăш чухне. Пурин те асăрхануллă пулмалла, тимлĕхе ҫухтама юрамасть», – тесе тепĕр хут чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Объектсем ҫинче строительство ĕҫне пурнăҫланă чухне те асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх правилисене ҫирĕп пăхăнмалла. «Инкек кăларса тăратма пултаракан вырăнсене ятарлă службăсен тепĕр хут тĕрĕслесе тухмалла, енчен те ҫитменлĕхсене тупса палăртсан, вĕсене сирсе ярассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле», – каланă вăл.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен тепри – тавралăха тирпей-илем кĕртесси. Юр ирĕлсе пырать, ун айĕнче вара сахал мар ҫӳп-ҫап выртса юлать. Республикăри районсемпе хуласенче субботниксем йĕркелемелле.

Мĕнпур халăхăн ҫак ĕҫе хастар хутшăнмалла. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта тавралăха тирпейлесси ҫивĕч тăрать.  Хула службисен вăхăтра ҫӳп-ҫапа тиесе тухмалла.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче юрăхсăра тухнă автомашинăсем лараҫҫĕ. Вĕсене те пуҫтарса каймалла, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем умĕнче вĕсем халăха чăрмав кӳреҫҫĕ, иртсе ҫӳреме кансĕрлеҫҫĕ.  



16 апреля 2018
13:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter