Вырăнти пĕлтерĕшлĕ, пурте усă куракан автомобиль çулĕсене юсаса çĕнетсе тăрасси ыйту кун йĕркинче

4 млрд рублей будет направлено на дорожные работы в границах муниципалитетов Чувашии Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район администрацийĕсен пуҫлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ.  Республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫул-йĕрсене тирпейлесе тăрас ыйту кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.

Чăваш Республикин ҫул-йĕрпе транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов регионăн кăҫалхи Ҫул-йĕр фончĕ 5 млрд танлашнине каланă.  Муниципалитетсене сахал мар укҫа куҫассине пĕлтернĕ министр хăйĕн сăмахĕнче, кăтарту 4 млрд пуласси паллă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Республика хыснинчен субсиди мелĕпе 2 млрд куҫать вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене сарма, объектсене ҫĕнĕрен хута яма тата реконструкцилеме 1,9 млрд пăхса хăварнă.  Чи нумай пулăшу Шупашкар хулине уйăрĕҫ. Пĕтĕмпе ҫак кăтарту 1,9 млрд танлашать. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федерацин тĕллевлĕ программине пурнăҫа кĕртсе пыма Шупашкар районне 652 млн уйăрса хăварнă. Ял территорийĕсене аталантарма Пăрачкав тата Патăрьел районĕсене федерацин тĕллевлĕ программине кĕртсе хăварассипе ҫивĕч ĕҫлеҫҫĕ.  Ҫак асăннă муниципалитетсене кăҫал пулăшу пама укҫа пăхса хăварнă, вĕсенчен пĕрне 256 млн теприне 231 млн.

Чăваш Республикин Ҫул-йĕрпе транспорт министерствин пĕтĕмпе 85 килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетме тӳр килĕ. «Эрне хушшинче ĕҫсене вĕҫне-хĕрне ҫитерме плана кĕртнĕ. Ҫу уйăхĕн вĕҫне муниципалитетсем подрядчиксене палăртса объектсен строительство ĕҫне пуҫлĕҫ», – хыпарланă министр.  

2018-мĕш ҫулта ял тăрăхĕсенче пурĕ автомашина ҫулĕсене сарма чылай объект плана кĕртсе хăварнă, кăтарту 36 танлашать. «Чувашавтодор» АХО пуҫланă объектсем пĕтĕмпех вĕҫленĕҫ.  Чăваш Республикин хыснинчен палăртнă ĕҫсене пурнăҫа кĕртме 200 млн уйăрса хăварнă», – уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин ҫул-йĕрпе транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов. Регионта федераци программисем анлăн пурнăҫланса пыраҫҫĕ. Республикăра «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе республикăра Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар, Муркаш районĕсенче ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫĕ. Автомашинăсене ҫӳретмелли 71 объект хута кайĕ.  Чăваш Республикин транспорт министрĕ республика Пуҫлăхне автомашина ҫулĕсене тирпейлеме контрактсене пĕтĕмпех алă пусса ҫирĕплетнине каланă.   Республикăри ял тăрăхĕсене аталнтарассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн, пурĕ 5 объект хута яма плана кĕртнĕ,  вĕсем 14,5 ҫухрăм йышăнаҫҫĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче ҫурт-йĕр строительствине аталантарассипе пăхса хăварнă тĕллевлĕ программăна пурнăҫа кĕртме пирĕн республикăра 5,5 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене сармапалăртнă.  Хулари Мускав кĕперне сарса пĕтерес ыйту та кун йĕркинчех тăрать, 2018-мĕш ҫулта бюджетра 392,7 млн пăхса хăварнă.

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ҫул-йĕр хуҫалăхĕ ҫитес сезона пуҫлама хатĕр. Предприятисемпе организацисем кирлĕ пек мĕнпур строительство хатĕрĕсене туяннă. Плана кĕртнĕ ĕҫсене пуҫлама пурте хастар», – сăмаха малалла тăснă министр.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăҫал кӳлĕнекен подрядчиксем хăйсем ҫине шанса илнĕ ĕҫсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлама хатĕр пулĕ тесе шанса каланă. Тепĕр пысăк ыйту – ҫулсем ҫывăхĕнчи территорисене ҫӳп-ҫапран тирпейлесе пуҫтарса тăрасси. Кун пирки те манса кайма юрамасть, тавралăха илем кĕртессишĕн пурин те тăрăшмаллине чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.   

Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем экологи ыйтăвĕ ҫинчен те чарăнса тăнă, республикăри районсемпе хуласенче ҫак кунсенче субботниксем ирттермеллине каланă.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн сăмахĕнче регионăн тĕп планĕнче экологи субботиксем пирки кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. Ҫак ĕҫе волонтерсене те явăҫтарсан питех те вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл. Кăҫал Чăваш Республикинче Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ, ҫавăнпа та мĕнпур ĕҫсене волонтерсене явăҫтарасси питĕ актуаллă.

Палăртса хăвармалла, республикăра пысăк акцисем йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ. Вĕсенчен пĕри – ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа ҫĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырать. Михаил Игнатьев халăха тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе ытларах явăҫтарма чĕнсе каланă. «Ҫуртсем таврашĕнче тирпейлĕх хуҫаланни – муниципалитетăн сăн-сăпачĕ шутланать», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Пуҫлăхĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа кăҫал 73 ҫул ҫитет.  Палăксен умне тасатса тирпейлесси те кун йĕркинчех тăмалла. Тепĕр пысăк ыйту пирки те манма юрамасть, кăҫал Ҫимĕк ҫу уйăхĕн вĕҫĕнче пулать.  Масарсене ҫӳп-ҫапран тасатмалла, ҫак ĕҫсене вăраха тăсмасăр пурнăҫламаллине асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



16 апреля 2018
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter