Канашлăва пухăннисем Чăваш Республикинчен ятарлă делегаци ĕҫлĕ визитпа Германире пулни пирки сӳтсе явнă

 Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем Чăваш Республикинчен ятарлă делегаци ĕҫлĕ визитпа Германире пулни пирки сӳтсе явнă. Германире Раҫҫей экономикин кунĕсем иртнĕ май, Чăваш Республикин презентаци ĕҫне те йĕркеленĕ. Курав Хемниц хулинче  (Саксония) пулнă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, регионтан ятарлă ушкăн Хемниц хулин Суту-илӳпе промышленноҫ палатин йыхравĕпе кайнине пĕлтернĕ.  Делегаци йышĕнче: «Чебоксарское предприятие «Сеспель» АХО, «Элинокс» ТМЯО, «НПО «Каскад» АО, «Цивильский завод металлоизделий» ТМЯО,  «Строймаш» АО, «Конструкторское бюро электроаппаратуры» ТМЯО,  «Евротрансснаб» ТМЯО.

 Пирĕн ентешсем хулара пысăк предприятисен ĕҫĕсемпе паллашнă. Ĕҫлĕ ҫулҫӳрев вăхăтĕнче Саксонин экономикăпа ĕҫлев министерствин ертӳлĕхĕпе Хартмут Мангольдпа курнăҫнине хыпарланă Владимир Аврелькин, сахал мар ĕҫлĕ тĕлпулусем йĕркеленине палăртнă.  Икĕ ен пĕр-пĕриншĕн усăллă пулассине, малашнехи ĕҫре ҫыхăну тытма хатĕррине асăннă. 2019-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче Саксонирен сумлă проышленноҫ предприятисен ертӳҫисем ĕҫлĕ визитпа килмелли пирки калаҫса килĕшнĕ.  

Ертӳҫĕсем Чăваш Республикинче MatthiasBerthold фирмин хушма предприятине уҫасси ҫинчен калаҫнă, WIRelectronic компанипе пĕрле производство хута ярасси пирки канашланă. Электротехника кластерĕ валли ятарлă хатĕрсем калăплас ыйту та кун йĕркинчех тăнă ертӳҫĕсен. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ҫумĕнче наукăпа тĕпчев сферинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме калаҫса татăлнă. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  хăйĕн сăмахĕнче нимĕҫ партнерсемпе килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлени экономикăна хăватлантарма ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫса панине асăннă. Предпринимательсемшĕн питех те усăллă пулĕ ҫак ĕҫлĕ ҫыхăнусем тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ. «Ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Халăх валли хушма ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемелле, ҫамрăксене аталанса пыма пулăшмалла», – тенĕ вăл.



16 апреля 2018
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter