Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăха паян харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

Михаил Игнатьев провел очередной прием граждан по личным вопросам Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн регионти уйрăмĕн йышăну пӳлĕмĕнче халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.  

Сĕнтĕрвăрри районĕнчен килнĕ ватă ҫынна, Николай Васильева, шыв ыйтăвĕ кăсăклантарнă, кун пирки вăл республика Пуҫлăхĕнчен ыйтса пĕлнĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, ҫитес вăхăтра Итяково ялĕнче шыв пăрăхĕсене сарма плана кĕртсе хăварнине пĕлтернĕ. Объектăн тăршшĕ 2,9 ҫухрăм пулассине каланă. Строительство ĕҫне пурнăҫлама бюджетра 8,3 млн уйăрассине палăртнă.  Планпа килĕшӳллĕн объекта 2018-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕнче вĕҫлеме палăртнă тесе каланă сăмаха малалла тăснă май. «Кăҫал ҫак ыйтăва татса парăпăр» – тесе хуравланă ватă пенсионерăн ыйтăвĕ ҫине Михаил Игнатьев.

Патăрьел районĕнче ĕҫлекен учительница Алевтина Михайлова регион Ертӳҫинчен пуҫламăш классенче ачасене вĕрентме хушма классем пулмĕҫ-ши тесе ыйтнă. «Ял курăмлă аталанса вăй илсе пырать. Ачасен шучĕ ӳсет. Пĕрремĕш сменăпа ачасене вĕрентме шкулта вырăн ҫителĕклĕ пулсан, питĕ аван пулнă пулĕччĕ», – тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне амăшĕ.   

Михаил Игнатьев ҫапларах хуравланă: «Чăваш Республикинче 2012–2020-мĕш ҫулсенче вĕрентĕве аталантарас» текен патшалăх программи ăнăҫлă пурнăҫа кĕрсе пырать.  Патăрьел салинче пуҫламăш классенче ачасене вĕрентмелли шкула реконструкцилеме плана кĕртнĕ. Вĕсенче пĕтĕмпе 154 ача вĕренме пултарĕ. Объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлама пĕрлештернĕ бюджетра 65 млн пăхса хăварнă. Вырăнти ертӳлĕхĕн пуҫламăш шкула 2019-мĕш ҫул тĕлне хута яма тĕллев лартмалла», – тенĕ.

Етĕрне тăрăхăнчен килнĕ Светлана Токсубаева ҫул-йĕр ыйтăвĕсене хускатнă. Вĕренӳ учрежденийĕсем ҫывăхĕнче ҫынсене ҫурран утса ҫӳреме ятарлă тротуарсем сарма май ҫук-ши тенĕ. Ҫак ыйтăва хуравланă май, Михаил Игнатьев ҫитес вăхăтра ҫаксене пĕтĕмпех татса пама шантарнă. Муниципалитетра социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ чухне, бюджетра укҫа-тенкĕ объекта хута яма уйăрса хăварнине асăннă. 2018-мĕш ҫулта ҫурран утмалли ятарлă вырăнсене йĕркелеме 14,361 млн тенкĕ  бюджетра палăртнă. Кунсăр пуҫне объектсенче ҫутăпа тивĕҫтересси те кун йĕркинчех пулнине палăртнă. Вĕсене пурнăҫлама хыснара 2,583 млн уйăрнине пĕлтернĕ. «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – патшалăхăн приоритечĕ.  Кăҫал пирĕн тахҫантанпах йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтăва тĕпрен татса памалла», – тесе хушса каланă сăмаха Михаил Игнатьев.  

Татьяна Арсентьева акушер-гинеколог врач Улатăр районĕнчи Тĕп больницăна ĕҫлеме Инҫет Хĕвелтухăҫĕнчен килнĕ. Вăл республика Пуҫлăхне ялсене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Сăмаха май, Тĕп больницăн юсав ĕҫĕсем пирки ыйтса пĕлнĕ.

Михаил Игнатьев ҫапла хурав панă: «Регионта сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене кулленех юсаса ҫĕнетсе пыраҫҫĕ. Ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем ҫĕкленсе лараҫҫĕ.  Халăх сĕнĕвне шута илсе, кăҫал Тĕп больницăна виҫĕ объектне тĕпрен юсама плана кĕртнĕ.   Республика бюджетĕнчен 18 млн куҫĕ. Объектсен  тĕпрен юсав ĕҫне 2018-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕнче вĕҫлеме палăртса хунă», – тенĕ.

Вăрмар районĕнчен килнĕ Виталий Васильева ҫут ҫанталăк газĕ пирки ыйту хумхантарнă. Районта ҫĕнĕ урамсем хута каяҫҫĕ, вĕсене газ кĕртме май пулмĕ-ши тесе ыйтнă регион Пуҫлăхĕнчен. Вăл урамсенче тата ҫитменнине ытларах нумай ачаллисем пурăнаҫҫĕ тесе хыпарланă сăмаха малалла тăснă май.  «Ял тăрăхĕсене газ кĕртес» патшалăх программи ăнăҫлă пурнăҫланать тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев, ҫак программăна Кивĕ Вăрмар тăрăхĕ кĕрсе юлнине ырă хыпара каланă.   Ыйтăва вăхăтра татса парасси ял халăхĕнчен те нумай килет. «Пурин те пĕр шухăшлă пулса газ кĕртмелли пирки пĕлтермелле», – тенĕ вăл.

Паян республика Пуҫлăхĕ патне пынă ҫынсем ытти актуаллă ыйтусене те хускатнă. Михаил Игнатьев ял халăхĕн пурнăҫĕ пирки ыйтса пĕлнĕ, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕпе кăсăкланнă, тавралăха тирпей-илем кӳртесси тавра сăмахланă, обществăлла транспорт ыйтăвĕ ҫинчен те чарăнса тăнă.   

Кашни ыйтăва Михаил Игнатьев ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. 

Фоторепортаж



17 апреля 2018
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter