Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев и глава администрации Красноармейского района Александр Кузнецов обсудили подготовку к празднованию Дня РеспубликиАка уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Аса илтерсе хăварăпăр, кăҫал Республика кунне ҫак асăннă муниципалитетра йĕркелесе ирттересси паллă. Район республика ирттернĕ конкурс ҫĕнтерӳҫи пулса тăнă. Красноармейски районĕн инфратытăмне аталантарама муниципалитет 10 млн гранта тивĕҫнĕ.  «Республика уйăрнă укҫасене тăкаклассипе мĕнпур конкурссене йĕркелесе ирттернĕ. Бюджет тухăҫлăхĕ 1,7 млн танлашрĕ. Вăл укҫапа тротуарсем сарма, ачасем валли ятарлă вырăнсем хута яма плана кĕртсе хăварнă», хыпарланă Александр Кузнецов.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Республика кунне районта йĕркелени муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономикине хăватлăрах аталантарма витĕм кӳрет тенĕ, ҫак мероприяти ĕҫне вырăнти халăха ытларах явăҫтарма чĕнсе каланă. «Тĕп уяв мĕнле шайра иртесси –халăх хăнасене пĕтĕм кăмăлтан кĕтсе илнинчен, ырă суннинчен килет.  Ҫакна граждансен питĕ лайăх ăнланмалла. Вырăнти халăхăн тавралăха тирпей-илем кĕртме пулăшмалла. Таврара илемлĕх, тасалăх хуҫаланмалла», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  Сăмаха май, район историне вырăнти предпринимательсем те ырă ĕҫпе кĕрсе юлма пултарасса асăннă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те тишкернĕ.

Александр Кузнецов муниципалитетра энергетика ресурсĕсен тухăҫлăхне ӳстерессипе тĕллевлĕн ĕҫленине пĕлтернĕ. Икĕ ҫул хушшинче районта ача сачĕсемпе шкулсенче хутса ăшăтмалли тытăмсене модернизацилесе пĕтерме плана кĕртнĕ.  Вырăнти ертӳлĕх ял урамĕсене ҫутăпа тивĕҫтерес ыйту ҫине тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.  Тахҫанхи лампăсене электроэнерги перекетлеме май паракан хатĕрсем ҫине куҫарассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. «Пĕтĕмпе ҫак ĕҫсене 90 процента ҫити пурнăҫлама та ĕлкĕрнĕ.  Экономи тени халех сисĕнет, тухăҫлăх пысăк, кăтарту 3 млн танлашать», тесе ырă хыпара пĕлтернĕ Александр Кузнецов.

Паян ертӳҫĕсем ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки те сӳтсе явнă, плана кĕртнĕ мероприятисене вăхăтра пурнăҫламалли пирки канашланă.

Фоторепортаж



18 апреля 2018
13:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter