Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном Дню местного самоуправленияАка уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче пулнă. Паллă пулăма К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче йĕркеленĕ.

Ҫак кун мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова, Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский, Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ  Александр Куликов хутшăннă.

Уява пухнисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх – халӑха чи ҫывӑх тӑракан влаҫ сыпӑкӗ пулнине палăртнă. Тӑван ҫӗре юратни, профессири пысӑк ӑста­лӑх тата суй­ла­са илнӗ ӗҫе чунтан парӑнни муниципалитетсене ӑнӑҫлӑн аталантар­мал­ли ни­­­кӗс пулса тӑнине каланă. Ҫынсен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлени, халӑхпа уҫ­ҫӑн ка­­лаҫ­ни рес­публикӑра пурӑнакансен кулленхи пурнӑҫӗн пахалӑхне йӗр­ке­лекен ый­­тусене татса пама пулӑшнине, ҫынсем пурӑнакан вы­рӑн­сен­че хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелессипе тата общество ин­фратытӑмне ата­лан­тарас­сипе ҫыхӑннӑ проектсем пурнӑҫланнине уйрăммăн палăртса хăварнă. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутат­­сене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ ҫын­­на пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тарӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тунă Михаил Игнатьев.

Раҫҫей Президенчĕ РФ Федераци Пухăвне янă Ҫырура, халăхăн тупăш пайне юлашки ултă ҫул хушшинче самай ӳстерсе пымаллине асăрхаттарнă, уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Раҫҫей Правительстви ялсене аталантарма 2018-мĕш ҫулта бюджетра сахал мар пулăшу пăхса хăварнă.  Палăртнă патшалăх программи 2030-мĕш ҫулччен тăсăласси паллă.  Ҫакă питĕ лайăх ҫитĕнӳ», — тесе хăй шухăшне каланă регион Пуҫлăхĕ. Сăмаха май, регион федераци центрĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине асăннă.  Ҫулсерен федераци уйăракан пулăшу виҫи ӳссе пынине кура, республикăра социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем туллин пурнăҫа кĕнине палăртнă Михаил Игнатьев. «2018-мĕш ҫулта РФ федераци хыснинчен пирĕн республикăна каялла тавăрса памалли мар укҫа 21 млрд ытла куҫать.  Чăваш Республикин бюджечĕ ҫав тери пысăк, 58 млрд танлашать. Кун пек пысăк виҫе пуҫласа кăҫал пулнă», — тесе палăртнă Михаил Игнатьев.   

Республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайĕ лайăх пултăр тесе, Чăваш Ен Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать.  Ял территорийĕсене аталантарса вăй илтерме республика бюджетĕнче укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ уйăрнă.  Инфратытăма хăватлантарма социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ. Ҫитес ҫул республикăра ФАПсем хута ярас ĕҫе вĕҫлеме плана кĕртнĕ.  Районсенче Культура ҫурчĕсене ҫĕклессипе ятарлă программа вăй илет. 2017-мĕш ҫулта сахал мар муниципалитетра ҫĕнĕ клубсем хута кайнă. Кинозалсем районсемпе хуласенче пурнăҫа кĕреҫҫĕ.  ФОКсем кашни районпа хулара пур. «Паянхи пурнăҫра муниципалитетсен халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе ĕҫлеме пуҫламалла. Вĕсене активлăрах пурнăҫа кĕртмелле», тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.  2017-мĕш ҫулта пурĕ 103 проект пурнăҫа кĕртнĕ. Кăҫал вĕсен йышĕ тата та пысăкрах пуласси паллă. 210 проекта пурнăҫа кĕртме республика хыснинче укҫа уйăрса хăварнине ырă хыпара пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Кирек-епле ĕҫре те халăхăн сĕнĕвĕ тĕп вырăнта пулмаллине асăннă республика Пуҫлăхĕ.  Ҫак кун вăл мероприятине пухăннă мĕнпур халăха граждансемшĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫланăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ  Александр Куликов пурне те чун-чĕренрен саламланă, ырлăх-сывлăх суннă, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫленĕшĕн тав тунă.  Республикăра муниципалитетсем лайăх аталаннине ҫирĕплетнĕ.  Пурĕ регионта 317 муниципалитет пĕрлешĕвĕ, 21 район, 7 хула поселенийĕ, 5 хула округĕ шутланнине асăннă.   Чăваш Республикинчи муниципалитетсен пĕрлешĕвĕн канаш Правленийĕ патшалăх влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫленине каланă. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене куллен пĕр-пĕринпе килĕшсе татса панине хыпарланă. «Район хула администрацийĕсене аталанма витĕм кӳрекенни – вырăнти бюджетсем пысăкланни. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ пысăк тĕрев парать, республика Правительстви пулăшу пани те куҫкĕретех», пĕлтернĕ вăл. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме пĕлтĕр республика хыснинчен 94,2 млн тăкакланнине асăннă сăмаха малалла тăснă май Александр Куликов.

Торжествăлла пулăма пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Альбина Егорова ăшшăн саламланă. «Халăхăн пулăшуҫи – вырăнти влаҫ. Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва та вĕсем туххăмрах татса параҫҫĕ.  Тавралăха тирпей-илем кӳртессипе те сахал мар ĕҫлеҫҫĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем. Граждансем вĕсен ĕҫне хисеплеҫҫĕ», тенĕ хăйĕн саламĕнче.

Раҫҫй Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче уява пухăннисене саламланă май, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсем Раҫҫей Президенчĕ лартнă тĕллевсене курăмлă пурнăҫласа пынине каланă.

 Яланхиллех пысăк хисепе тивĕҫнисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  мухтаса патшалăх наградисене парса чысланă.

Фоторепортаж



18 апреля 2018
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter