Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Волонтерсен юхăмне аталантарассипе ĕҫлекен канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ

Состоялось первое заседание Совета по развитию добровольчества (волонтерства) при Главе Чувашской РеспубликиАка уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Волонтерсене аталантарассипе ĕҫлекен канашăн пĕрремĕш ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. «Шанатăп, пирĕн канашлусем пуҫаруллă ҫамрăксемпе влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле уҫăмлăн калаҫмалли диалог пуласса. Республикăра тата та ытларах волонтерсен юхăмне вăй илтерсе пырассине те ĕненетĕп. Граждансен кăмăл-туйăмĕ ырă енне улшăнса пырасси те куҫкĕретех пулĕ», – тесе пуҫланă хăй сăмахне регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  Ҫак канаш пирĕн республикăра пуҫласа йĕркеленнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрессине те пĕлетпĕр тенĕ.  Ырă ĕҫсем тăвакансен юхăмне мĕнпур шайри влаҫра ĕҫлекенсен кулленех пулăшса пымаллине асăнса хăварнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тин ҫеҫ йĕркеленнĕ канаш ырă ĕҫ тăвакансен пĕлтерĕшне анлăлатма та пулăшассине палăртнă ертӳҫĕсем. «Паянхи пурнăҫ таппинче ырă ĕҫ тăвакансем патшалăхăн чăн-чăн партнерĕсем пулса тăраҫҫĕ. Чăнласах та, вĕсен халăхăн пурнăҫне ҫăмăллатма витĕм кӳрекен  сахал мар кăсăклă проектсем пур», тенĕ регион Ертӳҫи. Совет самани вăхăтĕнче Тимурсен юхăмĕ вăй илнĕ пулнă. Ватăсене сахал мар пулăшупа тивĕҫтернĕ яш-кĕрĕм: вутă ҫурма пулăшнă, картишсене шăлса тасатнă, шыв ăсма ҫӳренĕ, ҫăкăр-тăвар лавккасенчен илсе килсе панă. «Ҫамрăксем ырă ĕҫ тума ăнтăлни, паллах Раҫҫей, Чăваш Еншĕн те пĕлтерĕшлĕ, ҫĕнĕ вăй-хăват хушать», – тесе уйрăммăн палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 1,6 пин ытла волонтерсен пĕрлешĕвне шута илнĕ, вĕсенче пурĕ 47 пин  ҫын тăрăшать.   Ҫамрăксем вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче, спортпа культурăра сахал мар халăхшăн пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те тĕллевлĕн ĕҫлеҫҫĕ. Пирĕн регионти волонтерсен проекчĕсем РФ ытти субъекчĕсемшĕн те питĕ кăсăклă пулнине асăннă республика Ертӳҫи. «Ырă ĕҫ тăвакансем пĕтĕм чун-чĕререн ҫынсемшĕн усăллă ĕҫсем йĕркелени ҫав тери аван. Вĕсен хисепĕ, ят-сумĕ те ҫӳллĕрен те ҫӳле ҫĕкленсе пытăр.  Яш-кĕрĕме аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем хатĕрлесе тăратмалла», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Кăҫал республикăра Ырă ĕҫсен ҫулталăкне халалласа ятарлă план йышăнса хăварнă.  Ăна пурнăҫа кĕртсе пыма ĕҫ ушкăнĕ те йĕркеленнĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов хăйĕн сăмахĕнче волонтерсене витĕм кӳме пулăшакан нормативлă право базине ҫĕнетме шут тытнине асăннă, ҫак ĕҫсене федерацин саккунĕсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртессине пĕлтернĕ. 2017-мĕш ҫулхи утă уйăхĕнчен пуҫласа волонтерсем валли ятарлă Стандарт ҫирĕплетнĕ. Патшалăх пулăшăвĕсене тивĕҫтерме тĕрлĕ условисем пăхса хăварнă ҫак ĕҫ хутĕнче.  Ырă ĕҫ тăвакансене валли ятарлă пӳлĕмсем те уйăрнă. Пĕтĕмпе регионта 135 объект. Вĕсемпе ҫĕршер волонтерсен организацийĕсем усă кураҫҫĕ тесе каланă министр тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫласа пыракан Сергей Кудряшов. Тĕнче шайĕнче Хусанта пулакан чемпионатра граждансене пулăшу пама пирĕн регионта Ырă ĕҫ тăвакансен центрне хута янă,  вĕсенче тĕрлĕ вĕренӳ тапхăрĕсем ирттереҫҫĕ.

Канашлу вăхăтĕнче республикăри министерствăсен ертӳҫисем ырă ĕҫ тăвакансемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени ҫинчен каласа кăтартнă.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче «Волонтеры-медики» ырă ĕҫ тăвакансемпе килĕшсе ĕҫленине асăннă.  Ҫак юхăм пирĕн республикăра 2016-мĕш ҫултан пуҫласа вăй илме тытăннине хыпарланă министр. Ҫамрăксем шкул ачисемпе тăтăшах тĕрлĕ калаҫусем йĕркеленине, врач професси пирки ăнлантарса панине каланă, сывă пурнăҫ  йĕркине тытса пыма та сахал мар витĕм кӳнине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев докладра пĕлтĕр ырă ĕҫ тăвакан организацисем халăха социаллă пулăшу паракан центрсемпе алла-аллăн тытăнса ĕҫленине, сахал тупăшлă ҫемйесенче ҫитĕнекен ачасене шкула кайма тĕрлĕ хатĕрсемпе тивĕҫтернине, ватăсене куҫса ҫӳреме пулăшнине, культура мероприятийĕсене те йĕркелеме пысăк тĕрев панине хыпарланă. «Экспресс-асаннесем» проект регионта хăватлă ĕҫлет. Ҫакнах Раҫҫей шайĕнче те палăртса хăварнă, ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров регионти РОССОЮЗСПАС юхăмĕ пирки каласа кăтартнă, ҫăлавҫăсем сахал мар тĕрлĕ проектсенче хутшăннине асăннă.

Спорт енĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуов тарăн доклад тунă. «Волонтерсем сахал мар спорт енĕпе мероприятисенче хутшăнаҫҫĕ. Сусăр ҫынсемпе йĕркеленĕ ăмăртусенче те ырă ĕҫ тăвакансем пĕтĕм кăмăлтан спортсменсене пулăшу параҫҫĕ», – тенĕ министр.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк министрĕ Александр Коршунов хăйĕн сăмахĕнче ҫамрăксене экологи енĕпе ҫыхăннă проектсене явăҫтарни ҫав тери усăллă тесе каланă.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Михаил Анисимов республикăри МИХсенче волонтерсен ĕҫĕсем пирки пĕтĕмпе кăҫал пĕрремĕш кварталта 513 материал хатĕрленсе тухнине палăртнă.  «Малашне те ырă ĕҫ тăвакансем пирки хыпарсене пĕлсе тăма тăрăшăпăр, вĕсене халăх патне илсе ҫитерессипе ĕҫлĕпĕр», – тенĕ вăл.  

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов ырă ĕҫ тăвакансем пирки кулленех лайăхпа асăнмаллине, май килнĕ таран вĕсене тĕрев пама тăрăшмаллине палăртнă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, волонтерсен юхăмĕнче ĕҫлеме ытларах хĕрсем кăмăл тунине пĕлтернĕ. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа кăҫал 73 ҫул ҫитет. Ăна валли те сахал мар  мероприяти плана кĕртсе хăварнине палăртнă ертӳҫĕсем.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ «Асăну» шыравҫăсен отрячĕ йĕркеленнĕ.  Обществăлла организацийĕн канаш председателĕ Николай Мясников хăйĕн докладĕнче кăҫал ака уйăхĕнче вĕсем 3 экспедици ĕҫне плана кĕртнине пĕлтернĕ. «Пĕлтĕр шыравҫăсем 86 салтакăн вилтăприне тупнă, вĕсенчен иккĕшĕ Чăваш Енрен пулнă. Пĕтĕмпех вĕсене тăван тăрăха илсе килсе пытарнă», – пĕлтернĕ Николай Мясников.  Ертӳҫĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева организацисене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Патшалăх енчен пысăк тĕрев пулнине пĕлтернĕ, шыравҫăсен 6 ушкăнĕ пĕтĕмпе 525 пин тенкĕлĕх гранта тивĕҫнине асăннă.  

Регионти чи пысăк организаци «Ҫĕнтерӳ волонтерĕсем», унта пурĕ 5 пин ҫын вăй хурать.   Ҫак ушкăнри ҫамрăксем кăҫал епле проектсемпе акцисене пурнăҫа кĕртме шут тытни ҫинчен,  регионти штаб ертӳҫи Юлия Егорова тĕплĕн каласа кăтартнă. Ҫамрăксем Ҫĕнтерӳ  палăкĕсем умĕнче тирпей-илем кĕртме, экологи субботникĕсем ирттерме плана кĕртнĕ. Салтаксен вилтăприсем патĕнче чечексем лартса хăварма шухăшласа хунă.   Яш-кĕрĕм вăрҫă ветеранĕсем патне ҫӳреҫҫĕ, вĕсене тĕрлĕ пулăшусем параҫҫĕ.  Кил-ҫурта тасатма, чӳречесене, кĕпе-тумтир ҫума та пулăшаҫҫĕ. Республикăра ҫамрăксем шкулсене ҫитсе Ҫĕнтерӳ урокĕсене йĕркелесе ирттерме калаҫса килĕшнĕ. Вăрҫăн тумхахлă ҫулĕсем пирки ачасене ăнлантарса пама хатĕрленнĕ.  Кăҫал та Ҫĕнтерӳ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци иртет, волонтерсем ҫак ĕҫе хутшăнма хастар пулнă. Ҫĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Хурланупа асăну кунĕ, ун чухне те «Асаилӳ свечи» акци йĕркелесси планра пур.   

Михаил Игнатьев ҫакнашкал мероприятисем ҫитĕнекен ăрун патриотизмла туйăмне ӳстерсе пыма пулăшнине асăннă.  «Ĕненетĕп, Ҫĕнтерӳ кунĕ кăҫал тивĕҫлĕ шайра йĕркеленсе иртессине. Ветерансенчен кашнин пирĕн пулăшăва туймалла», – асăрхаттарса хăварнă регион Пуҫлăхĕ. Канашлăвăн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев ырă ĕҫ тăвакансене ырланă, ӳлĕмрен те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă. Волонтерсен пуҫаруллă ĕҫĕсем халăхшăн питĕ усăллă тесе уйрăммăн палăртнă, граждансем те ҫакнах ҫирĕплетнине пĕлтернĕ.  

Фоторепортаж



18 апреля 2018
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter