«Ҫĕнĕ пурҫăн ҫулĕ валли Чăваш Республики чăнласах та, илĕртӳллĕ регион пулса тăчĕ», – тенĕ Хусанти Китай Халăх Республикин Генеральнăй консулĕ У Инцинь

Генеральный консул Китайской Народной Республики в Казани У Инцинь: «Чувашия является привлекательным регионом для Нового шёлкового пути»Ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Хусанти Китай Халăх Республикин Генеральнăй консулĕпе У Инциньпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем пĕр пухăннă пек чухне, суту-илӳпе экономикăна аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче икĕ ен экономика тата гуманитари енчен пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине асăннă. Чăваш Республики Китай Халăх Республикине хими таварĕсене, пылак ҫимĕҫсене тăтăшах тăратнине каланă сăмаха малалла тăснă май.

«Эсир пирĕн республикăна ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитни, региона хушма вăй-хăват кӳрет. Тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене тата та сарма пулăшать», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

У Инцинь  Господин хăйĕн сăмахĕнче ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн  республика ертӳлĕхне тав тунă. Китай халăхĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне икĕ еншĕн усăллă ĕҫсем йĕркеленишĕн мухтанине пĕлтернĕ сумлă хăна.  

«Раҫҫей тата Китай тахҫантанпах пĕр-пĕриншĕн стратегиллĕ партнерсем пулса тăнă.  Паянхи пурнăҫ таппинче уйрăмах икĕ ен сахал мар усăллă ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ», тенĕ Генеральнăй консул.  Сăмаха май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тата Китай Халăх Республикин Председателĕ Си Цзиньпин икĕ патшалăх хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем ăнăҫлă пулса пыччĕр тесе пысăк тĕрев пани те куҫкĕретех тенĕ хăна, республикăсем аванах вăй илсе пынине ҫирĕплетнĕ.

Юлашки ҫулсенче ӳсĕмпе палăртма ял хуҫалăх тытăмĕ витĕм кӳнине асăннă ертӳҫĕсем.  Таварсен ҫаврăнăшĕ 3 млрд долл. иртсе кайнă.  

Чăваш Ен ют ҫĕршывсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлет. Кăтартусене илес пулсан, пирĕн регион малти вырăнта тăрать.

«Ҫĕнĕ пурҫăн ҫулĕ валли Чăваш Республики чăнласах та, илĕртӳллĕ регион  пулса тăчĕ. Географи тĕлĕшĕнчен республика ҫав тери лайăх вырăнта вырнаҫнă. Ҫĕрĕн пурлăхĕ те лайăх. Ял хуҫалăх таварĕсен пахалăх шайĕ ҫав тери пысăк», тесе уйрăмăн палăртса каланă сумлă енртӳҫĕ У Инцинь.   

20182019-мĕш ҫулсем Раҫҫейпе Китай хушшинчи ҫыхăнусене сармалли ҫулталăксем тесе йышăннă.

Шупашкарта «Волга-Янцзы» регионсен хушшинчи канашăн виҫҫĕмĕш ларăвне ирттерме палăртнă. Республикăна инвестици явăҫтарассипе Чăваш Ен чăнласах та,  пысăк тимлĕх уйăрнине каланă КХР представителĕ. Чăваш Республикинче агропарк хута яма килĕшнĕ.  Ăна валли Пăрачкавра 5000 га ҫĕр лаптăкне пăхса хăварнă. «Шанатпăр, проект пурнăҫа кĕрессине»,  – тенĕ У Инцинь.    Ку хутĕнче икĕ ен туризм ыйтăвĕсене те хускатнă. У Инцинь Господин Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Хусана пыма йыхравланă, унта Генеральнăй консульствăна торжествăлла майпа уҫассине хыпарланă.   Кунсăр пуҫне, 2018-мĕш ҫулта чӳк уйăхĕн 5-10-мĕш кунĕсенче Шанхай хулинче Китай халăхĕн анлă ярмăркки иртет. Вăл мероприятине  те Чăваш Республикин делегацине те пыма чĕнсе хăварнă сумлă хăнасем.  

Фоторепортаж



19 апреля 2018
07:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter