Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ялтăра иртекен IV экономика форумне хутшăнать

 Ака уйăхĕн 19–21-мĕш кунĕсенче Ялтăра тĕрлĕ Халăхсен хушшинчи экономика форумĕ иртет. Чăваш Республикинчен сумлă делегаци кайнă, ăна регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пырать.

Михаил Игнатьев форумра ĕҫлĕ тĕлпулусене хутшăнма плана кĕртнĕ. Крым Республикин Правительствипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене тытса пырассипе йышăннă Килĕшĕве пурнăҫа кĕртсе пырассин ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явĕҫ.  Суту-илӳпе экономика, наукăпа-техника, социаллă сферăри ыйтусем тавра канашлĕҫ, 2018–2020-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсене тишкерĕҫ.

Аса илтеретпĕр: палăртнă Килĕшĕве пурнăҫа кĕртме, нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫей инвестици форумĕнче ятарлă План пăхса тухса ҫирĕплетнĕ пулнă. Ун чухне ĕҫ хучĕ ҫине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Крым Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Аксёнов алă  пуснă.

«Чăваш Республики Крымăн энергетика комплексĕн аталанăвĕн ĕҫне пысăк витĕм кӳрет. Крым Республикин энергокĕперĕн линисене хута яма Чăваш Енри электротехника кластерĕ пысăк тĕрев парать. Ҫыхăнусем тата та ҫирĕпленсе хăватланса пырĕҫ», – палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

«Шанатпăр, Ялтăра иртекен экономика форумĕ  тата та ҫĕнĕ вăй-хăват кӳрессине. Раҫҫейри тĕрлĕ регионсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме пулăшĕ, ют ҫĕршыва та таварсене импорта ăсатма меллĕ пулĕ», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кĕскен:

ЯМЭФ 2015-мĕш ҫулта пуҫланнă. Унăн йĕркелӳҫисем — Крым Республикин Правительстви тата Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн витĕм кӳрекен форум фончĕ. Виҫĕ ҫул хушшинче ҫак форум Раҫҫейри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тăватă мероприяти шутне кĕнĕ. ЯМЭФ ячĕ: «Тĕнчен пуласлăхĕ. Раҫҫей малашлăхĕ».  Палăртнă тăрăх, кăҫал форум ĕҫне 3 пин ҫын хутшăнма кăмăл тунă. Пурĕ 50 ҫĕршывран паллă ăсчахсем, ертӳҫĕсем, топ-менеджерсем, экономистсем мероприятине пуҫтарăнĕҫ.  Пĕтĕмпе форумра 30 мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртсе хăварнă, пĕлтĕрхинчен самай пысăк. Республикăсен экономикисене аталантарма ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсене тишкерĕҫ, Крым Республикин Правительствин ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттерĕҫ. Форумăн юлашки кунĕнче инвесторсемпе ĕҫлĕ калаҫу йĕркелесси планра пур. Ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе килĕшӳ хучĕсене те алă пусасси кун йĕркинчех тăрать. 



19 апреля 2018
09:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter