Чăваш Енре Пĕрлехи информацин кунне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Чăваш Республикин влаҫ органĕсен ертӳҫисем регионти хула тата район администрацийĕсенче ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ, каярах вырăнти халăхпа, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансемпе курнăҫнă, вĕсене Пĕрлехи информаци кунĕнчи темăсем пирки каласа кăтартнă.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем, тĕрлĕ ресурсемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксене тӳрех организацисене куҫарса парассипе йышăннă саккун ҫĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарнă ертӳҫĕсем, ҫуркуннехи тапхăрпа ҫурхи уй-хир ĕҫĕсене пурнăҫламалли пирки чарăнса тăнă, ял территорийĕсенче экологи субботникĕсене ирттермеллине каланă, Йывăҫ кунне халалласа тĕрлĕ йывăҫ-тĕмсем лартса хăварма сĕннĕ, ҫулсем ҫывăхĕнчи лаптăксене ҫӳп-ҫапран тасатса тирпейлеме, масар картисенче тирпей-илем кĕртме хушнă.

Кунсăр пуҫне информаци ушкăнĕсен пайташĕсем тепĕр пысăк ыйту тавра та чарăнса тăнă, кăҫал Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа, ăна хатĕрленсе йĕркелемелли мероприятисем  тавра калаҫу хускатнă.  

Ҫуркуннехи тапхăр ҫитрĕ, пушартан асăрханас ыйту ҫивĕч тăрать, халăхăн кулленех сыхă тăмалла.  Республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ, ăна валли ырă кăмăлтан кашни ҫын хăй енчен пулăшу пама, чун-чĕре ыйтнипе йывăр ҫемйесенче ӳсекенсене, сусăр ачасене  тимлĕх уйăрма пултарать.

Паян Пĕрлехи информаци ушкăнĕсен членĕсем пурĕ 266 тĕлпулу йĕркелесе ирттернĕ, вĕсенче 7,8 пин ҫын хутшăннă.

Яланхиллех информаци ушкăнĕсен ертӳҫисем граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе ҫак кун йышăннă, ҫынсене хумхантаракан ыйтусем ҫине кирлĕ пек хуравсем панă. Пурĕ 89 граждан хăйсен ыйтăвĕсем пирки ертӳҫĕсене каласа кăтартнă. Ялти халăха клуб хута ярасси, сĕт хакĕ, пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫасси ыйтусем кăсăклантарнă.  Автомашина ҫулĕсене тирпейлес ыйту та кун йĕркинчех пулнă.

 Халăхăн мĕнпур ыйтăвĕсене республика ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  



19 апреля 2018
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter