Чăваш Енре пурăнакан 300 пин ытла ҫын тĕрлĕ социаллă пулăшусене илет

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – халăха социаллă пулăшупа тивĕҫтерни.  Кăҫал палăртнă ыйтăва пурнăҫлама 7 млрд ытла укҫа-тенкĕ бюджетра пăхса хăварнă.  

Чăваш Енре виҫĕ уйăх хушшинче 300 пин ытла ҫын тĕрлĕ социаллă пулăшăва тивĕҫнĕ, вăл тĕллевпе 1,2 млрд яхăн укҫа тăкакланă.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хăйĕн сăмахĕнче регионти халăха 70 тĕрлĕ направленипе патшалăх пулăшăвне панине пĕлтернĕ. Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – ачаллă ҫемьесене патшалăх тĕревĕпе тивĕҫтерни. Ҫемье институтне пулăшу пама республика хыснинчен кăҫал пĕрремĕш кварталта 472 млн тăкакланă.

Пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри – пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тăкакне саплаштарни. Чăваш Енре ҫак пулăшăва пĕтĕмпе 15,2 пин ҫемье илнĕ кăҫал виҫĕ уйăх хушшинче. Вăтамран пĕр ҫемьене 1800 тенкĕ тивет. Республикăри 106 пин ҫын федераци ҫăмăллăхĕпе усă курать, уйăхсерен ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тăкака саплаштарса пыраҫҫĕ. Вĕсене валли пурĕ патшалăхран 90 млн тăкакланă.

ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн тăкака ялта ĕҫлесе пурăнакан специалистсенне те саплаштараҫҫĕ. Уйăхсерен вĕсене патшалăх 1055 тенкĕ куҫарса парать. Пурĕ кăҫал виҫĕ уйăх хушшинче 15 пин ҫын усă курнă ҫак патшалăх пулăшăвĕпе.   Республикăра пурăнакан 6,3 пин ватă ҫын, енчен те вĕсем 70-рен те иртсе кайнă пулсан, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланăшăн патшалăхран пулăшăва тивĕҫеҫҫĕ. Вĕсене валли кăҫал  пурĕ 1,6 млн уйăрнă пулнă.  

«Мĕнпур пулăшусемпе патшалăх халăха вăхăтра тата туллин тивĕҫтерсе пырать. Укҫа-тенкĕне республика бюджетĕнче ҫителĕклĕ таран пăхса хăварнă», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки кирек-епле хыпара та халăх патне вăхăтра илсе ҫитерме хушнă.  Социаллă пулăшусем пирки лайăх ăнлантарса пама пĕлмелле ҫынсене тесе чĕнсе каланă.

Федерацин Пенси фончĕн регионти уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева хăйĕн сăмахĕнче кăҫал ватăсен, ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен, пенси укҫи хутшăнса килнине пĕлтернĕ, вăтамран 224 тенкĕ ӳсет тенĕ вăл.  «Кашни ҫын валли нумаях хутшăнмасть, анчах та пĕтĕмĕшле илсен кăтарту сахалах мар 6,5 млн тăкакланать патшалăх», – палăртнă вăл.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем амăшĕн капиталĕ пирки те ыйтăва сӳтсе явнă. Кăҫал пурĕ 576 ҫемье патшалăх тĕревне илнĕ.

Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, ачаллă ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем илме, ипотека явăҫтармалли ҫăмăллăх программи пирки ăнлантарса памаллине тепĕр хут аса илтерсе хăварнă. Халăхсен ҫак программа ҫинчен лайăх пĕлмелле, банк тытăмĕнче ĕҫлекенсен вĕсене пулăшупа вăхăтра тивĕҫтермелле.



02 апреля 2018
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter