Японирен килнĕ хăнасен официаллă визитне паян пĕтĕмлетнĕ
Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ канашлăва пуҫтарăннă.
Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту – иртнĕ эрнере пирĕн регионта Японин Раҫҫейри Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Тоёхиса Кодзуки йĕркелесе ертсе пынă сумлă делегаци пулни.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Япони представителĕсем ырă шухăш-кăмăлпа пирĕн тăрăха килсе курнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе тухăҫлă проектсем пурнăҫа кĕртесси пирки калаҫса килĕшнине палăртнă. «Тĕлпулăва официаллă йĕркепе пĕтĕмпех ирттернĕ. Ӳлĕмрен ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăмалла, экономикăна хăватлантарма пĕрне-пĕри пулăшса пымалла», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин ҫакăн йышши тĕлпулусем питĕ пĕлтерĕшлĕ тенĕ. Пирĕн республикăра ют ҫĕршывсен бизнесĕсем ҫирĕп аталанса пыраҫҫĕ. Сумлă хăнасем, икĕ кунлăх килнĕ официаллă ҫул ҫӳревре Roca Group производствин «Керамика» ТМЯО пулса курма кăмăл тунă. Ятарлă делегаци предприятисен ертӳҫĕсемпе тĕл пулнă, влаҫ тата бизнес пĕрне-пĕри епле пулăшу панине курса ĕненнĕ.
«АККОНД» фабрикăра Япони ертӳҫисем пылак ҫимĕҫпе кăсăкланнă, технологипе паллашнă. Кунта та сахал мар ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ хăнасем. Сумлă делегацине «ЧП «Сеспель» АХО ĕҫĕ те питĕ шухăша янă, вĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме кăмăл ҫуралнă.
«Малашлăхра тата та пысăк тĕллевсем пур. Японирен килнисен Чăваш Ен епле аталанса пыни пирки тĕплĕн паллашас килнĕ. Хăнасем пирĕн патран кăмăлпа кайнă. Ҫĕнĕлĕхсем чылай регионăн тенĕ. Малашне те пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем пурнăҫлама хатĕррине каланă вĕсем», – пĕлтернĕ вице-премьер Владимир Аврелькин.
РФ Президенчĕ Владимир Путин йыхравĕпе Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ Петербургра кăҫал экономика форумĕнче пулать, мероприяти ҫу уйăхĕн вĕҫĕнче йĕркеленет.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Япони ҫыннисемпе социаллă сферăри ыйтусемпе ĕҫлесен те питĕ вырăнлă пулать тенĕ. «Хăнасем пирĕн халăх пирки ырăпа асăнчĕҫ. Инвестици хывни усси пур тесе ҫирĕплетрĕҫ. «Кванториум» технопарк ĕҫне те пысăка хурса хакларĕҫ, специалистсем паха вĕренсе тухаҫҫĕ», – хыпарланă вĕсен сăмахне Михаил Игнатьев.