Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ялтăра экономика форумĕнче Крым Республикин Правительствин членĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

IV Ялтинский международный экономический форум: Чувашия развивает сотрудничество с Республикой КрымАка уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ялтăра экономика форумĕнче Крым Республикин Правительствин членĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Крым Республикин Министрсен канашĕн хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе йышăннă Килĕшӳ пурнăҫа епле кĕрсе пыни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Икĕ ен суту-илӳпе экономикăна аталантарас, наукăпа техника енчен ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарас, социаллă сферăпа культура пайĕнчи ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă. Килĕшĕве 2018–2020-мĕш ҫулсем валли йышăнса хăварнă пулнă.  Уҫă калаҫăва ҫак кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев калаҫăва пуҫланă май, Крым Республикин Пуҫлăхне Сергей Аксёнова регионсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе пĕлтерĕшлĕ пысăк ĕҫсем йĕркелесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Аса илтеретпĕр: Раҫҫейре инвестици форумĕ 2014-мĕш ҫулта авăн уйăхĕнче иртнĕ, ун чухне шăпах та, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Крым Республикин Министрсен канашĕ Килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

2018-мĕш ҫулта нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Раҫҫей инвестици форумĕ иртнĕ.  Ун чухне Килĕшĕве пурнăҫа кĕртессипе, 2018–2020-мĕш ҫулсем валли ĕҫ планне ҫирĕплетсе хăварнă.

Михаил Игнатьев юлашки ҫулсенче Крым предприятийĕсем Чăваш Республикине 6 хут та ытларах таварсем тăратнине асăннă.  Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем Крым Республикипе тачă ҫыхăнса ĕҫлени куҫкĕретех, таварсен ҫаврăнăшĕ 5 хут ӳсни никамшăн та вăрттăнлăх мар. «Кăтарту пысăк, палăртса хунă ĕҫсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫланса пыраҫҫĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

 Сергей Аксёнов Михаил Игнатьева мухтанă, чăннипех те регион Крымпа килĕшсе ĕҫлет тесе ҫирĕплетнĕ. Икĕ субъектăн бизнес сферинче тăрăшакансем пĕр-пĕриншĕн сахал мар усăллă ĕҫсем пурнăҫласа пыраҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха май. Чи кирли – Чăваш Республикинчи промышленноҫ предприятийĕсем паха таварсемпе Крым Республикине тивĕҫтерни тесе асăннă Пуҫлăх, пĕрле килĕшсе пурнăҫланă проектсем ăнăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ тенĕ.  Чăваш Республикинчи электротехника таварĕсем те Крымра сахал мар.

Крым Республикинчи энергокĕперĕн линисене хута ярас ĕҫре те сахал мар Чăваш Ен предприятийĕсем витĕм кӳреҫҫĕ, электротехника кластерĕ Крымра тĕрев пани паллă.  

Сергей Аксёнов Чăваш Республикинче экологи ыйтăвĕсемпе пурнăҫланă проектсем пирки чарăнса тăнă, чăнласах та ҫĕршыв шайĕнче паха тĕслĕх ыттисене кăтартса патăр, тесе ырланă регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева.

2017-мĕш ҫулта Крымпа Чăваш Республики хушшинчи  таварсен ҫаврăнăшĕ 385 млн танлашнă, кăтарту 20 процент пысăк 2016-мĕш ҫулхипе танлаштарсан.

«Пирĕн ҫĕршывăн вăйĕ – регионсем пр-пĕринпе килĕшсе ĕҫленинче.  Юлташла туслă ҫыхăнусем пирĕн бизнесменсене тата та лайăхрах вăй илме пулăшĕҫ. Предприятисем валли ҫĕнрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Эпир пурте тĕрĕс ҫул-йĕрпе пыратпăр, Тахҫантанпах тĕвĕленнĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусем малалла та хăватлă аталанса пырĕҫ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетсе каланă Сергей Аксёнов.  

Тĕплĕ калаҫу вăхăтĕнче икĕ регионти муниципалитетсен ҫыхăнăвĕсем пирки те сăмах пуҫарнă.  Калăпăр, 2015-мĕш ҫулта Ҫĕнĕ Шупашкарпа Феодосия тачă ҫыхăнса ĕҫлеме пуҫланă, Килĕшĕве те алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă.   Кунсăр пуҫне Патăрьел районĕпе  Крымри Бахчисарайский районĕ килĕшӳсем тунă, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарнă. Етĕрнесем те ҫывăх, вĕсем те Крым республикинчи Севастополь округĕпе ĕҫлĕ ҫыхăнăва тахҫантанпах тытса пыраҫҫĕ.  

«Пĕр сăмахпа каласан, мĕнпур сферăра тăрăшакансем Крым Республикипе тачă ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ. Пĕр-пĕриншĕн сахал мар усăллă ĕҫсем пурнăҫлаҫҫĕ», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Тепĕр ырă самант пирки те каланă, Чăваш халăхĕ Крым Республикине питĕ хисеплет, час-часах сывлăха ҫирĕплетме каять тесе пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Социаллă сферăра ырă ĕҫсем чылай, икĕ регион тахҫантанпах тĕвĕленнĕ культура ыйтăвĕсемпе курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Крымра Чăваш наци культурин автономийĕ те пур, вĕсене валли чаплă условисем йĕркеленĕ.

Уҫă калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, ӳлĕмрен те ҫыхăнусене ҫирĕп тытса пырасси пирки шантарса каланă икĕ субъектăн ертӳҫисем.

Фоторепортаж



20 апреля 2018
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter