«Ҫĕршыв вăйлă пуласси – РФ регионĕсем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынинчен те нумай килет», – палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Ялтăра иртекен IV экономика форумĕнче

Михаил Игнатьев на ЯМЭФ-2018: «От динамичного развития межрегиональных связей зависит сила России»Ялтăра иртекен тĕрлĕ Халăхсен хушшинчи экономика форумĕн тĕп мероприятийĕ «Тĕнче пуласлăхĕ. Раҫҫей малашлăхĕ» ятлă пленар канашлăвĕ.

Пухăннисене чи малтан Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе Раҫҫей Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  Дмитрий Козак ăшшăн саламланă. «Форумăн кăсăклă программи инвесторсене ҫывăхрах паллашма хистет. Раҫҫейĕн Кăнтăр регионĕнчи пуян потенциалне куҫпа курса хаклама пултаратпăр. Условисем бизнес сферăра ĕҫлекенсемшĕн питĕ хăтлă.   ЯМЭФ хутшăнакан Раҫҫей бизнесменĕсем, федераци шайĕнчи влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, регионти, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче вăй хуракансем пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем йышăнса хăварма пултараҫҫĕ. Пуласлăх валли ĕҫлĕ ҫыхăнусене те сарма аван.

Форум яланхи пекех, ют ҫĕршыв партнерĕсемшĕн те питĕ вырăнлă.  Экономикăри пысăк технологиллĕ производствăсемпе тĕплĕнрех  паллашма пултараҫҫĕ. Культура, экологи, туризм, строительство пайĕнчи ыйтусене те тарăн сӳтсе явма меллĕ», – тенĕ Раҫҫей Президенчĕн саламĕнче.  

Дмитрий Козак хăйĕн сăмахĕнче ҫак форумра пĕтĕмпе РФ мĕнпур регионĕнчен хăнасем пуҫтарăннине каланă. Тĕнчери паллă ертӳҫĕсем пухăнни хăйех форум пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ҫирĕплетет тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Ҫакăн пек уҫҫăн калаҫни уйрăмах паянхи пурнăҫ таппишĕн лайăх. Экономика валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ. Влаҫ тата бизнес пĕр-пĕринпе килĕшсе йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене татса парать. Предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансем ҫĕнĕ вăй-хăват илеҫҫĕ», – тенĕ вăл.

 

Дмитрий Козак хăйĕн докладĕнче Крым Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, Севастополь хулин ҫитĕнĕвĕсемпе те паллаштарнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусемпе РФ строительство Министрĕ Михаил Мень, предпринимательсен прависене хӳтĕлекен РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Уполномоченнăй Борис Титов,   РФ экономика Министрĕн  ҫумĕ Сергей Назаров, Кăнтăр Осетин Республикин Президенчĕ Анатолий Бибилов,  Крым Республикин Пуҫлăхĕ Сергей Аксёнов, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев калаҫнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ форум ĕҫне йĕркелесе пыраканăн ыйтăвне хуравланă май, ҫапларах каланă: «Регионсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынинчен, пĕтĕмпех Раҫҫей вăйĕ мĕнле пуласси курăнать. Субъектсем тачă ҫыхăнса ĕҫлесен, ҫĕршыв тата та вăйлă пулĕ. Субъектсене пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме чĕнсе калать Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин. Тĕллевсем те паллă. Крымăн чăнласах та пысăк потенциал, аталанмалли хăватлă ҫул-йĕрсем пур», – тенĕ.  

Михаил Игнатьев Крымпа Чăваш Ен хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусем ҫинчен каласа кăтартнă, пуласлăхри планпа паллаштарнă.

Фоторепортаж



20 апреля 2018
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter