Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата

муниципалитет службин ветеранӗсем!

Уяв ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

 Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх – халӑха чи ҫывӑх тӑракан влаҫ сыпӑкӗ.    

Эсир тӑван ҫӗре юратни, профессири пысӑк ӑста­лӑхӑр тата суй­ла­са илнӗ ӗҫе чунтан парӑнни муниципалитетсене ӑнӑҫлӑн аталантар­мал­ли ни­­­кӗс пулса тӑраҫҫӗ. Ҫынсен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлени, халӑхпа уҫ­ҫӑн ка­­лаҫ­ни рес­публикӑра пурӑнакансен кулленхи пурнӑҫӗн пахалӑхне йӗр­ке­лекен ый­­тусене татса пама пулӑшаҫҫӗ. Халӑх пурӑнакан вы­рӑн­сен­че хулан хӑтлӑ хутлӑхне йӗркелессипе тата общество ин­фратытӑмне ата­лан­тарас­сипе ҫыхӑннӑ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисемпе ӗҫченӗсене, депутат­­сене, республикӑра пурӑнакан мӗнпур пуҫаруллӑ та харсӑр чунлӑ ҫын­­на пурнӑҫра хастар пулнӑшӑн тата тӑрӑшуллӑ ӗҫшӗн тав тӑватӑп!

Сире пӗтӗм чунтан ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, телей, ҫирӗп сывлӑх тата ыр­лӑх су­натӑп!

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                          Михаил Игнатьев



21 апреля 2018
07:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter