Канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫулхи I кварталти социаллă пурнăҫпа экономика пайĕнчи малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Правительство ҫуртне канашлăва пухăннисем Чăваш Республикин 2018-мĕш ҫулхи I кварталти социаллă пурнăҫпа экономика пайĕнчи  малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă.

«Тракторсен завочĕ» концерн ҫирĕпех «ура» ҫинче тăмасть пулин те, республикăн промышленноҫ производствин индексĕ чакман,  105,2 процента ҫити хăпарнă. Ку питĕ лайăх кăтарту пирĕншĕн», хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне пуҫланă май. Республикăра халăхăн ĕҫ укҫин шайĕ те ӳснĕ. Вăтамран регионта уйăхсерен граждансем 24481,7 пин тенкĕ шалу укҫине илни курăнать.  Ҫакăн пек кăтарту Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене тĕпе хунипе пурнăҫланнине асăннă регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. «Пирĕн ҫĕршыва хирĕҫ тĕрлĕрен санкцисем тăратаҫҫĕ пулин те,  предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем хавшамаҫҫĕ, вĕсене валли ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем уҫăлаҫҫĕ.  Бизнес сферăра ĕҫлекенсем йывăрлăхсене парăнтарса, малаллах ăнтăлаҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Педседателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче Чăваш Енри промышленноҫ комплексĕнче кăҫал пĕрремĕш кварталта тирпейлесе кăларнă таварсен калăпăшĕ 45,6 млрд. ҫитнине пĕлтернĕ, 106,9  процентпа танлашать тесе хыпарланă вăл. Электротехника пайĕнче тирпейлесе кăларнă таварсем уйрăмах чылай, «Хевел» ТМЯО ыттисене ырă тĕслĕх кăтартса пырать. «ЧЭМЗ» АХО тата «ИЗВА» ТМЯО малта пыракансенчен кая юлмаҫҫĕ, кулленех калăплать, вĕсен таварĕсем пахалăх тĕлĕшĕнчен те ҫав тери ҫӳллĕ шайра. «ЭЛАРА»  АО таварĕсене ытти регионсем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ, предприятийĕн таварсен калăпăшĕ куҫкĕретех ӳссе пырать. «Электроприбор» Завочĕ» АО таварсене ытти чухнехинчен 14 процента ҫити ӳстернĕ. «Промэнерго» АХО производствăн индексĕ 2,3 хут ӳснĕ. «Промтрактор-Вагон»  АХО ҫулталăк пуҫланнăранпа 231 ҫурмавагонсем тирпейлесе кăларнине пĕлтернĕ вице-премьер. Пĕлтĕр ҫак тапхăрта пĕтĕмпе те 85 техника тирпейленĕ. «Промтрактор» АУО кăҫал пĕрремĕш кварталта 33 машина калăпланă, иккĕмĕш пайра 45 техника тирпейлеме плана кĕртнĕ.

«Техмашхолдинг» ТМЯО пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса пырать. Кăтартăва 1,2 хут та ӳстерме тĕллев лартнă. Хими енĕпе ҫитĕнӳсем кăштах чакни сисĕнет.

Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансенчен хыснана налук енĕпе кăҫал пĕрремĕш кварталта 2,1 млрд. пуҫтарăннă, кăтарту 109 процента ҫитнĕ.

Ял хуҫалăх тытăмĕнче те ӳсĕмсем пур, кăтартусем 103,7 процентпа танлашнă.

2018-мĕш ҫулта пĕрремĕш кварталта 56,6 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр хăпартса лартнă. Пирĕн республикăра строительство енĕпе кăтарту 94 процента ҫитнĕ пулсан, Раҫҫейре вара 96 процентпа танлашнă.  Таварсен хакĕсене илес пулсан, апат-ҫимĕҫсем 1,0 процента ҫити ҫеҫ хăпарнă, ку енĕпе Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики 6-мĕш вырăнта тăрать.  

Регион Пуҫлăхĕ ҫурт-йĕр ҫавăрассипе кăтартусем кăштах чакнине пăшăрханса каланă, ыйтупа ҫивĕчрех ĕҫлеме хушнă. Республикăра ҫамрăк мăшăрсем ятарлă программăпа хваттерсем илме укҫа-тенкĕ енчен пулăшăва та тивĕҫеҫҫĕ. Кăтартусем тăрăх, 94 ҫемье ҫурт-йĕр туяннă, вĕсенчен 39-шĕ пурлăха регистрацилесе свидетельство илнĕ, ыттисем ĕҫ-пуҫа вĕҫне-хĕрне ҫитермен тесе хыпарланă Михаил Игнатьев, ҫак ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Республикин Строительство министерствине.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина  республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2018-мĕш ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 12191,4 млн танлашнине хыпарланă. Кăтарту япăх мар, 108,2 процента ҫити ӳснине палăртнă.  Регионăн харпăр хăй тупăшĕ  7871,7 млн танлашать.  Республика бюджетне федераци центрĕнчен каялла тавăрса памалли мар укҫа 4319,7 млн куҫнă, кăтарту 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 28,6 процент пысăк пулни куҫкĕретех.

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ  9570,4 млн ҫитнĕ, вĕсенчен 78 проценчĕ социаллă сфера валли куҫнă. «Ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăҫа кĕртсе пырас тĕллевпе халăхăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫин шайне хăпартма 2018-мĕш ҫулта республика бюджетĕнче ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă», – тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин финанс министрĕ.  



23 апреля 2018
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter