Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура ачасен ҫуллахи канăвĕ пирки чарăнса тăнă

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура, ачасен ҫуллахи канăвĕ пирки чарăнса тăнă, путевка валеҫнин кăтартăвĕсем ҫинчен каласа панă.

Сергей Кудряшов 2018-мĕш ҫулта ҫуллахи кану вăхăтĕнче пурĕ 102 пин ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетессине хыпарланă, кирлĕ пек мĕнпур ыйтусене татса пама бюджетра 470 млн уйăрнине асăннă.

Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви ачасене путевкăпа тивĕҫтермелли тапхăра пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчен тытăннă. «Ҫак тапхăрта нимĕнле кăлтăксем те пулман. Халăхран ҫăхавсем Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикине тăратман», — тесе каланă Сергей Кудряшов.  Енчен те ҫемйесенче пиллĕк ачаран та ытларах пулсан е тата сусăр ачасем шутлансан, вĕсене валли тӳлевсĕр путевка палăртса хунă, ҫак шутрах тăлăха юлнисене те пулăшупа тивĕҫтерме плана кĕртнĕ.



23 апреля 2018
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter