Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă, Министрсен Кабинечĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки калакан отчетпа паллаштарнă

Михаил Игнатьев выступил на заседании Госсовета Чувашии с отчетом о результатах деятельности Кабинета Министров Чувашской Республики за 2017 год Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă, Министрсен Кабинечĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки калакан отчетпа паллаштарнă.  

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тарăн доклад тунă. Сессине пухăннисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017-мĕш ҫулхи ĕҫ-хĕлĕн кăтартăвĕсем пирки калакан отчетпа паллаштарнă.

Регионăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама май параканни – экономика хăвачĕ.  Республика Правительстви Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле халăх хуҫалăхĕн отрасльне аталантарса пырас енӗпе кирлĕ пек условисем йĕр­келессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлет.

Пысăк кăтартусене пăхас пулсан, пĕлтĕр промышленноҫ пайĕнче, ял хуҫалăх ты­тăмĕнче, инвестици хывас, бюджет укҫипе тухăҫлă усă курас енӗпе палӑракан кăтартусем чăнласах та лайӑх шайра пулнине асӑнмалла. Халăха патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерес ĕҫ те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Предпринимательлĕх ĕҫӗнче тăрăшакансене те кулленех юридици пулăшăвĕпе тивĕҫтерни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Экономикăн тĕп пайĕсем пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ тĕплĕнрех чарăнса тăнă, приоритетлă тӗллевсем ҫинчен те асӑнса хăварнă.

Халăхăн пурнӑҫ тӑршшӗн ӳсӗмӗ. Ҫакӑн валли регионта условисем ҫителĕклĕ.  2017-мĕш ҫулта республикăра халăх пурнӑҫӗн вăтам тӑршшӗ 72 ҫултан ытларах шайпа танлашнӑ. Самаях пысăк ӳсĕм. Раҫҫейри вăтам кăтартупа пăхас пулсан, пирĕн регионта лару-тăру ку енӗпе япăх мар.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума ҫитес вунă ҫул хушшинче халăхăн пурнӑҫ тӑршшӗне 80 ҫултан та ирттерме пысăк тĕллев лартать.

Пысăк ыйтусенчен тепри – ачасен сывлăхне упрасси.

Юлашки ҫулсенче Чăваш Республикинче пепкесем вилнĕ тĕслĕх пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Ытти регионсемпе танлаштарсан, пирĕн республика ырă енпе палăрать.  Пилĕк ҫул хушшинче ку енĕпе кăтарту пĕр-икĕ хут ытла чакнине шута илнĕ. 2017-мĕш ҫул кăтартăвĕсем тăрăх, Раҫҫей Федерацийӗн 85 субъекчĕ хушшинче Чăваш Республики малти ретре, 2-мĕш вырăна тухнă.

Виҫҫĕмĕшĕнчен калас пулсан, ҫемье институтне тĕрев парасси те кун йĕркинче. Ăна ҫирĕплетес тӗлӗшпе патшалăх сахал мар вӑй хурать.

Регионта, чăнласах та, ҫемье туприне упрассишĕн тăрăшаҫҫĕ, ачасене ватӑ ҫынсене хисеплеме, ашшĕ-амăшне юратма, Тăван ҫĕршыв чысне хӳтĕлеме вĕрентсе ӳстереҫҫĕ. Ӑн­сăртран мар пулĕ, уйрӑлакан ҫемьесен шучĕ пĕчĕк пулнипе Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнче малти ретре тăрать, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчĕсем хушшинче вара – 8-мĕш вырӑнта.

Тăван тавралăха тирпей-илем кӳртесси, ҫутҫанталăка упрасси, экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси, ҫынсен сывлăхне ҫирĕплетме экологи енчен таса вырăнсем хатĕрлесси кун йĕркинче. Ҫак ыйтусем пирĕн юратнă республикăра пурте тенĕ пекех кирлĕ пек шайра пур-нăҫланса пыраҫҫĕ.   

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017-мĕш ҫулта 51 млрд та 497,2 млн тен­кӗпе танлашнă, 2016-мĕш ҫулхи шайпа пӑхсан, 105,5 процента ҫитнĕ. 

Пĕлтĕр республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тăкак пайĕ 51 млрд та 997,8 млн  тенкӗпе танлашнă.  

Чăваш Республики укҫа-тенкӗпе тухăҫлă усă курма пĕлекен регионсен йышĕнче. Ҫакнах Федераци центрĕ те ҫирĕплетнĕ, регионӑн финанс сферинчи ӗҫ-хӗлне 1 степеньлĕ хаклавпа палӑрт­нӑ. Федераци центрĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫленине кура федераци бюджетĕнчен республика хыснине каялла тавăрса памалла мар укҫа-тенкӗ чылай куҫать. Кăтарту 2016-мĕш ҫулхинчен 10 процент пысăкрах пулни курăнать. Кăҫал та лайӑх динамика упранса юласси куҫкӗрет.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăмĕ 2018-мĕш ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 14 млрд та 120,8 млн тенкӗпе танлашнă, апла пулсан, кăтарту пĕчĕкленсе пыни палӑрмаллах сисĕнет.

Республикăра промышленноҫа аталантармалли лайӑх условисем йĕркеленĕ.  Импорта улăштарассипе те курăмлă ĕҫсем пурнăҫланаҫҫӗ. Пĕлтĕр республикăн экономика пайĕнче ӳсĕм чылай пулнă.

Промышленноҫ производствин индексĕ регионта 104,4 процентпа танлашнă.  Таварсен калăпăшĕ 199,3 млрд ҫитнĕ, ку вӑл маларахри ҫултан 7,5 процент чухлӗ пысăкрах.  Чăваш Республикинче промышленноҫ предприятийĕсем хальхи вăхăтра 60 ытла инвестици проектне пурнăҫа кĕртеҫҫĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 100 млрд тенкӗпе танлашать.

Хальлĕхе промышленноҫ производствин ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхӗ пысăк тесех палăртаймăпăр-ха. Шалу укҫи еплерех пуласси пĕтĕмпех ӗҫ тухăҫлăхĕнчен килет. Предприятисемпе организацисем пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе анлӑрах усӑ курсан, паллах, ӳсĕм пулатех.   Шанатпӑр: халăха ĕҫпе тивĕҫтерес енӗпе йышăннă приоритетлă программăсем вăя кӗрсен ҫынсен пурнăҫ условийĕсен шайӗ палӑрмаллах лайӑхланӗ. 

2018-мĕш ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви асăннă ыйтупа ĕҫлеме Чăваш Республикине пилотлă 16 регион шутне кĕртсе хăварнă. Приоритетлă программăпа ҫаксем ĕҫлеме кăмăл тунă: «Химпром», «Перкарбонат», «Хӗвел», «Ҫеҫпӗл», «ЧЭАЗ», «ВНИИР», В.И. Чапаев ячӗллӗ пӗрлешӳ», «Чувашторгтехника», Вӑрнарти хутӑш препарачӗсен завочӗ, «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Етӗрнесӗт».

Программăна пурнăҫлас тĕллевпе предприятисем валли пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянма инвестицисем пăхса хăварнă, ĕҫ йĕркине тĕпрен ҫĕнетнĕ. Енчен те ҫаксене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫа кĕртес пулсан, 2025-мĕш ҫул тĕлне ĕҫ тухăҫлăхĕн шайĕ тата 24 процент чухлӗ ӳсмелле.  

Тепĕр пысăк тема вăл – хальхи вӑхӑтри ҫĕнĕ чĕнӳсене парăнтарасси. Ку енĕпе те экономика хăватлăрах аталанса пыма хатĕрленет. Паянхи пурнăҫра пуҫаруллă ҫĕнĕ шухăш­семсĕр пурăнма хĕн. Ку енĕпе пурин те кулленех тăрăшма тивĕ.

Бизнес сферинче ĕҫлекенсен инвестици хывма шикленмелле мар. Ĕҫ климачĕ пирĕн республикăра ҫав тери лайăх, предпринимательсене аталанса пыма хăтлă условисем туса панӑ. 

2017-мĕш ҫулта бизнес сферинче тăрăшакансем 52 млрд. тенкӗ ытла хывнă, ку кăтарту, 2016-мĕш ҫулхи шайпа пӑхсан, 101,4 процента ҫитнĕ.  Пĕлтĕр халăх валли ҫĕнĕ 2800 ӗҫ вырăнӗ хатĕрленĕ, ҫакă ҫав тери лайăх. 

Инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвĕн Наци рейтингĕнче Чăваш Республики Раҫҫей Феде­рацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче хисеплĕ 2-мĕш вырăнта тăрать.  Ҫакнах бизнес сферинче вăй хуракансем те пĕр хутчен ҫеҫ мар ҫирĕплетнĕ. Регионта йӗркеллӗн аталанса пыма условисем чăнласах та лайӑх пулнине палӑртнӑ. Чăваш Республикине тĕнчери чи паллă ер­тӳҫĕсем пĕлеҫҫĕ, ют ҫӗршывсемпе йӗркеленнӗ ĕҫлĕ ҫыхăнусем те курăмлă.

Пирĕн ҫитĕнӳсене ют ҫĕршыври компанисен пуҫлăхĕсем те пĕрре мар палăртса хăварнă. 2012-мĕш ҫултан пуҫласа республикăпа тачă ҫыхăнса ĕҫлекен партнерсен йышĕ кулленех ӳссе пырать, енчен те маларах ҫак кăтарту 74-па танлашнӑ пулсан, пӗл­тӗр вӑл  95-е ҫитнӗ.

Пире хирĕҫле санкцисем йышӑнаҫҫĕ пулин те, 2017-мĕш  ҫулта Чăваш Республикин тулашри таварсен ҫаврăнăшĕ АПШ 495,5 млн тенкипе танлашнă, ҫакӑ 2016-мĕш ҫулхинчен 30,8 процент нумайрах.

Таварсене экспорта ӑсатассипе те республика курăмлă ĕҫленĕ.  Санкцисем пирĕн предприятисене ура ҫине тăма лайӑх  витĕм кӳчĕҫ тесен те йăнăш мар. Пирĕн тăрăхран чылай  ют ҫĕршыва таварсем ăсатаҫҫĕ, уйрăмах – Азербайджана, Арменине, Беларуссине, Казахстана, Киргизине, Молдовӑна, Таджикистана, Туркменине, Узбекистана, Украинăна, ҫавăн пекех аякри ют ҫĕршывсене Болгарине, Германине, Грецине, Израиле, Канадăна, Китая,  Латвине, СШАна.

Хими таварне те сахалах мар ҫĕршыва илсе ҫитереҫҫĕ. «Химпром», «Спектор» предприятисем, Вăрнарти хутӑш препаратчӗсен завочӗ хăйсен таварĕсене Германине, Польшăна, Италине, Литвана, Испанине, Португалине, СНГ ҫĕршывĕсене ăсатаҫҫĕ.

Электротехника кластерĕсем те сахал мар регионпа тачă ҫыхăнса пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫлеҫҫĕ. Вĕсем Армени, Беларуҫ, Киргизи, Молдова, Таджикистан, Узбекистан, Украина, Абхази, Болгари, Куба, Монголи, Чехи ҫӗршывӗсемпе тата Прибалтика тӑрӑхӗнчи ҫĕр­шыв­семпе тачă ҫыхăну йӗркеленӗ.

Пылак ҫимĕҫсене тирпейлесе кăларакан предприятисем те ют ҫĕршывсене таварсем ăсатаҫҫĕ, вĕсем вара пирĕн паха ҫимĕҫсемпе хапăл тусах усă кураҫҫĕ.

Регионта вак тата вăтам предпринимательлĕх сферине аталантарас енӗпе йышлӑ мерăсем йышăнса хăварнă.

2018-мĕш ҫулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 46,8 пин вак тата вăтам пред­принимательлĕх тытăмне шута илнĕ, 2016-мĕш ҫулхи шайпа пӑхсан, асӑннӑ кăтарту самаях пысăк, вӑл унӑн 102 проценчӗпе танлашать. Бизнес сферинче вăй хуракансене патшалăх укҫа-тенкĕ енчен те сахал мар пулӑшу панă, 2017-мĕш ҫулта унӑн пулӑшӑвӗпе пурĕ 9,3 пин вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчӗ усă курнă.

Монохуласене аталантарас ĕҫ те кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Вĕсем валли хăтлă условисем йĕркелемелле.

Палăртса хăваратпăр: 2017-мĕш ҫулта Канаш монохулана аталантарас енӗпе ӗҫлекен фонд урлă 227,2 млн тенкӗ тивĕҫнĕ, кунсăр пуҫне асӑннӑ хулана Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен те сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă. 

2018-мĕш ҫулта Канаш хулинчи инфратытăма ҫĕнетме 915 млн. тенкӗ куҫать. Палӑртнӑ объектсене ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле хута ямалла.

2018-мĕш ҫулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче РФ Правительстви Канаш хулине социаллă экономика тĕлĕшĕнчен ҫирĕп аталанса пыракан монохула тесе йышăнса хăварнă.

Апла пулсан, Канаш хулинче малашне сахал мар ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ, инвестици проекчӗсене пурнăҫа кĕртес енӗпе, налуксем тӳлессипе те ҫăмăллăхсем пулĕҫ. Бизнесра ĕҫлекенсем куншăн чăннипех мăнаҫланаҫҫĕ, Правительствăна тав тӑваҫҫĕ. Тепĕр пысăк пулăшу вăл – пурлăхшăн тата ҫĕрпе усă курнăшăн организацисене налук тӳлет­терменни. Предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсем тата ытти лайӑх майсемпе те усӑ курма пултарӗҫ. 

Раҫҫей субъекчӗсенчи пекех конкуренцие аталантарас енӗпе Чăваш Енре те ăнăҫлă ĕҫлеҫҫĕ. Юлашки икĕ ҫулта пирĕн республика Пуҫлăхĕ ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Вӑл малта пыракан вунă субъект ертӳҫи ретӗнче тăрать, 6-мĕш вырăн йышăнать.

Конкуренцие ҫĕнетсе тата вӑйлатса пырассипе регионта нормативлă право йĕркине улăштарса пыни куҫкĕретех. Республикăра предпринимательлĕх ĕҫӗнче тăрăшакансем валли лайӑх условисем туса пама тӑрӑшаҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, туянусем тӗлӗшпе йĕркеленĕ конкурса вăтамран 3-8 предприяти хутшăнать, ҫакă та конкуренци ҫивĕч пулнине ҫирĕплетет. Бюджет тухăҫлăхĕ шăпах ҫакăнта уҫҫӑн курăнать. 

Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе республикăра курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Кирек мӗнле должноҫри ҫынна та, енчен те саккуна пăснă пулсан, явап тыттараҫҫĕ, укҫа-тенкĕпе тĕллевсĕр усă курнă пулсан, каялла бюджета тавăрттараҫҫĕ. Калăпăр, 2017-мĕш ҫулта 182 млн та 993 пин тенкĕне бюджет хыснине куҫарнă. Паллах, ҫитĕнӳсем ҫук мар, анчах та никамăн та лăпланса ларма юрамасть, ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслесе тӑмалла.

Пĕлтĕр  регионта таварсен ҫаврăнăшĕ 143,9 млрд тенкӗпе танлашнă, ҫакӑ вӑл 2016-мĕш ҫулхи шайӑн 102,7 проценчӗ. Атăлҫи федераци округĕнче ку енĕпе пирĕн республика хисеплĕ 5-мĕш вырăнта тăрать. Лавккасенче таварсен хакĕ пĕчĕк пулни те халăха савăнтарать. Инфляци шайӗ чи пĕчĕкки. Кредитсем илме аван, ипотека туянма та меллĕ, условисем ҫав тери хăтлă, харпăр хăй ĕҫне йĕркелесе яма чаплă.

2017-мĕш ҫулта уйăхри ӗҫ укҫин вӑтам шайӗ 24,5 пин танлашнă. Раҫҫей шайĕпе пăхас пулсан, кăтарту япăх мар.

Патшалăх пысăк пулӑшу пани куҫкĕрет: инфратытăм ҫирĕп, республикăри муниципалитет пĕрлӗхӗсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕ самай пĕчĕк. 

Ял хуҫалăх таварĕсен индексĕ 2016-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан, 101 процента ҫити ӳснӗ. 2017-мĕш ҫулта агропромышленноҫ таварĕсене 75,3 млрд тенкĕлĕх тирпейлесе кăларнă. 

Ҫулсерен ҫимĕҫсен пахалăх шайĕ лайӑхланса пырать. Тыр-пула пухса кĕртессипе те ҫитĕнӳ сахал мар, тухӑҫ калӑпӑшӗ 2016-мĕш ҫулхинчен 20,9 процент пысăк пулни курăнать. Пĕлтĕр ҫĕр улмине 6,6 процент чухлĕ нумайрах пухса кĕртнĕ. Чăх-чĕп аш-какайне тирпейлессипе те ĕҫсем йĕркеллĕ, ӳсĕм самай. 

Ҫĕр ĕҫченне ялта пурăнма условисем туса парасси ҫине республика Правительстви пысăк тимлĕх уйăрать.

Чăваш Республикинчи ялсен территорийĕсене ҫирĕп аталантарассипе йышăннă программăна пурнăҫлама 2017-мĕш ҫулта пурĕ бюджетран 894,3 млн тăкакланă.

Пĕлтĕр кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Ялсенче инфратытăм вăй илет. 2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 103 проект хута кайнă. Халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче тирпей-илем кĕртнĕ, социаллă сферăсене ҫĕнетнĕ, ача сачĕсемпе шкулсене юсанă. Чи лайăх ĕҫлекен муниципалитетсем: Патăрьелсем, Каҫал енсем, Шупашкар районĕ. Кăҫал та ҫак ĕҫ малалла пырать. Обществăлла инфратытăма ҫĕнетме, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫлама Чăваш Республикин пĕрлештернĕ хыснинче 111 млн уйăрса хăварнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 2018-мĕш ҫулта 210 проект ĕҫе кĕрет.

Предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсен тăван тавралăха юратнăшăн тав тăватпăр, граждансем пуҫаруллă ĕҫĕсем чăнласах та паха тенĕ  республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуҫалăх тытăмĕнче те сахал мар ырă ĕҫсем пур.  Импорта улăштарассипе чылай вăй хунă ҫĕр ĕҫченĕсем, инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшнă. Калăпăр, Патăрьел тăрăхĕнче выльăхсене усрамалли ферма ҫĕкленсе ларнă. Унта мăйракаллă шултра выльăх 400 яхăн вырнаҫтарма пулать.    

Вăрнарта тепĕр пысăк проект хута кайнă, ферма пĕтĕмпех хальхи пурнăҫ таппипе тӳр килет. Унта 500 ытла мăйракаллă шултра выльăх усрама меллĕ. Ытти ĕҫсем те сахал мар республикăра пурнăҫланнă пурне те асăнса пĕтерме те хĕн.

Усă курăнмасăр выртакан ҫĕр пайĕсене реестра илессипе регион ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăчĕ, Атăлҫи федераци округĕнче малта. Усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе Чăваш Енре лайăх ĕҫлеҫҫĕ. Шута илнĕ мĕнпур лаптăкран 58 процентне тирпейленĕ, вырăнти бюджета та сахал мар тупăш пуҫтарăнать, кăтарту 76 млн ҫитнĕ.   Пирĕн регионта «Халăх инвентаризацийĕ» текен акци лайăх ĕҫлет.  

2017-мĕш ҫулта усă курăнман, юрăхсăра тухнă 985 объекта шута илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенчен вырăнти бюджета тупăш сахал мар пуҫтарăнать, кăтарту 118 млн ҫитнĕ. Куҫман пурлăха харпăрхăй ҫине куҫарас ыйту кун йĕркинче, ку енĕпе граждансене ҫивĕчрех ĕҫлеме сĕнмелле.

2016-мĕш ҫулта пушă усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем пирки хыпарсене 2016-мĕш ҫулта  Пĕрлехи реестра кĕртсе хăварма пуҫланă. Объектсене хута ярас текенсем ҫак хыпарсемпе кулленех паллашма пултараҫҫĕ. Регионта нумай ачаллă ҫемйесене ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтересси те йĕркеллĕ пулса пырать.   Пĕлтĕр 11 пин ҫемье ыйтупа тухнă, вĕсенчен 6530-шне туллин тивĕҫтернĕ, кăтарту 60 процентпа танлашать.

Республикăра строительство комплексĕ мĕнле аталаннинчен, экономика вăйĕ те мĕнле пуласси сахал мар килет. 2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе те палăртса хунинчен 84,2 процент чухлĕ ҫеҫ плана тултарнă. Ку енĕпе кăтартусем япăхтарах пулнă пулин те, пур-пĕрех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса панă.

2017-мĕш ҫулта граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен хăтлă хваттерсене куҫарассипе палăртнă программăна вĕҫленĕ пирĕн регионта. Пурĕ 12,86 пин ҫын чаплă хваттерсене куҫнă. Аварийлĕ ҫуртсенчен хăтăлассипе малалла та ĕҫ-пуҫ пырать. Раҫҫей Правительстви федераци саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртме палăртать, ун чухне регионсене валли те уйрăм улшăнусем пулĕҫ. Социаллă статус текен ыйту малти вырăна тухасси паллă тенĕ Ертӳҫĕ.

Раҫҫей Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2024-мĕш ҫул тĕлне пурăнмалли ҫурт-йĕр строительствин пайне пĕр икĕ хут ӳстерме тивет. Ҫак ыйтăва пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикинчи строительство пайĕнчи ĕҫченсен условисем пĕтĕмпех пур. 2010-мĕш ҫултан пуҫласа ҫуртсем хăпартма региона ял хуҫалăх валли уйăрнă ҫĕрсене чылай уйăрнă, кăтарту 2 пин га танлашать. Патшалăх строительство, ҫул-йĕр пайне чылай укҫа куҫарса парать.   Пирĕн тĕп тĕллев – нумайрах паха ҫуртсем хăпартса лартасси, анлă ҫулсем сарасси тенĕ регион Ертӳҫи.

Граждансен ҫурт-йĕр условисене лайăхлатма Правительство пысăк тĕрев парать, анчах та ҫынсем тĕлли-паллисĕр усă курни сисĕнет. 2015-2017-мĕш ҫулсенче 94 ҫамрăк ҫемье федерацин тĕллевлĕ программипе пурĕ ҫурт лартма 63 млн 738 пин тенкĕ илнĕ. Вĕсенчен 39-шĕ ҫурт тунă тесе хăйсем пирки пĕлтермен, харпăрхăй пурлăхĕ тесе шута та илмен.  Ҫав вăхăтрах тĕрĕслевсем вăхăтĕнче 18-шĕ ҫуртсенче пурăннă. Кун пек йĕркесĕрлĕх хуҫаланмалла мар тесе асăрхаттарнă регион Ертӳҫи. 21 ҫамрăк ҫемье  субсидине илнĕ-ха, анчах та ҫурт хăпартса лартман. Ҫакăн пек кăтартусем, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫителĕксĕр ыйту ҫине тимлĕх уйăрнине ҫирĕплетеҫҫĕ.

2017-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 4 млрд 860,3 млн танлашнă. Пурĕ 338 ҫухрăм ҫул сарса тирпейленĕ.  

2018-мĕш ҫулта Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 5 млрд 42,6 млн ҫитнĕ. Кăҫал 350 ҫухрăм ытла тăсăлса выртакан ҫулсене тĕпрен сарма плана кĕртсе хăварнă.

Обществăлла транспорт ыйтăвĕ кун йĕркинче. Халăха хăрушлăхсăр транспорта тивĕҫтерессипе те ҫине тăрсах ĕҫленĕ регионта, техника ҫĕнелни те ҫакнах ҫирĕплетет.

Экологи ыйтăвĕсене татса парассипе Чăваш Республики ырă тĕслĕх вырăнĕнче. РФ ытти регионĕсем ҫакнах пĕр хуччен ҫеҫ мар палăртнă. Пирĕн проектсене ытти субъектсем хăйсем патĕнче ĕҫе кĕртме тăрăшаҫҫĕ, Атăлҫи федераци округĕнче регион тасалăх енĕпе малти вырăнта.   Хытă каяшсене пухса тирпейлекен объект чăн-чăн ырă тĕслĕх, Раҫҫей шайĕнче пирĕн республикăна палăртнă.

2018-мĕш ҫулта Канашра ҫӳп-ҫап тирпейлесе пухмалли станци хута яма плана кĕртнĕ. Пуласлăхра Ҫĕнĕ Шупашкарта та объект хута яма палăртса хунă, ҫак ĕҫе 2019-мĕш ҫулта пурнăҫласшăн.

 Халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту кирлĕ пек пурнăҫланать регионта.  Патшалăх программине пурĕ 81 пин граждана явăҫтарнă. Ҫак кăтарту планпа пăхса хăварнинчен 2,7 процент пысăкрах. Раҫҫей Федерацийĕнче регион ҫак ӳсĕмпе 2-мĕш вырăнта, 2016-мĕш ҫулта 5-мĕш вырăна ҫеҫ тухнă пулнă.

Сусăр ҫынсене тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Вĕсене те ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтернĕ. 2017-мĕш ҫулта пурĕ 1037 ҫын хăйне кăмăла каякан ĕҫе вырнаҫнă.

Эпир час-часах халăх валли регионта ĕҫ вырăнĕ ҫителĕксĕр тенине илтетпĕр. Граждансем пысăк укҫа шыраса ытти регионсене каяҫҫĕ, унта «сăрă» схемăпа ĕҫлесе пурăнаҫҫĕ. Пуласлăх пирки шутламанни сисĕнет, каярах чавса ҫывăх та ҫыртма ҫук. Вĕсем пенсине те тухсан чи пĕчĕк виҫепе укҫа илсе пырасси паллă. Патшалăхăн ытти пулăшăвĕсене те  илесси иккеленӳллĕ.  2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне официаллă майпа ĕҫсĕр тесе 4376 ҫын регистрациленнĕ.  

2017-мĕш ҫулта граждансене тивĕҫтермелли патшалăхăн мĕнпур пулăшăвĕ упранса юлнă. Пĕлтĕр социаллă политикăна Чăваш Республики пĕрлештернĕ хыснинчен 11,7 млрд уйăрнă.

Фоторепортаж



24 апреля 2018
13:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter