Чăваш Республикинчи оперативлă штабăн тата террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ

  Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикинчи оперативлă штабăн тата террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Раҫҫей ФСБ Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Софронов йĕркелесе ертсе пынă.

Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ҫамрăксем хушшинче йĕрке пăсассинчен асăрханса профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе пырасси. Кунсăр пуҫне ют ҫĕршывсенчен пирĕн региона пурăнма килнисене те ҫирĕп тĕрĕслевре тытасси.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче, хальхи вăхăтра пирĕн республикăра аслă пĕлӳ паракан 15 учреждени пулнине пĕлтернĕ, вĕсенче 35,4 пин студент ăс пухнине асăннă .  Ют ҫĕршывсенчен те аслă шкулсене сахал мар ҫамрăк вĕренме килнĕ, кăтарту – 2105 танлашать.  Вĕренӳ тапхăрĕнче преподавательсемпе, ҫамрăк яш-кĕрĕмпе террора хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă курссем йĕркеленине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   

Ют ҫĕршывран куҫса килнисене тăтăшах тĕрĕсленине, вĕсемпе те сахал мар тĕрлĕ калаҫусем йĕркеленине хыпарланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  

Тепĕр пысăк ĕҫ пирки те чарăнса тăнă. Хальхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксене спорт, культура мероприятийĕсене явăҫтарни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, ҫавна пула вĕсем вăхăта усăсăр тăкакламаҫҫĕ, хăйсен кăмăлне каякан пулăмсене хутшăнса, пуриншĕн те усăллă ĕҫсем тăваҫҫĕ. Мĕнпур ҫамрăксенчен 48 проценчĕ обществăлла ĕҫсене кăмăл туни куҫкĕретех.

Студентсем хушшинче Интернет ыйтăвне те кулленех хускатмалла. Тепре чухне ҫамрăксем унта та усал ĕҫсем тума хăтланса пăхни сисĕнет.  «Вĕрентекенсене сайтсене тĕрĕслесе тăма сĕннĕ. Информаци хăрушсăрлăхĕ теми те кун йĕркинчех тăрать», – тесе асăннă Сергей Кудряшов.

Ҫамрăксем йĕрке пăсаран ашшĕ-амăшĕсен те ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть. Кун пирки тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, малалла Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакан пай пуҫлăхĕ Юрий Митрофанов тарăн доклад тунă.  Вĕсен служби те ҫамрăксемпе кулленех профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттернине пĕлтернĕ. Ют ҫĕршывран куҫса килекенсемпе сахал мар вĕрентӳ ĕҫĕсене пурнăҫланине, йĕрке пăсасран тĕрлĕ усă калаҫусем ирттернине палăртнă.  

Канашлăва пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Ытларах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче, массăллă мероприятисенче: культура, спорт пулăмĕсенче уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каланă ертӳҫĕсем. 

Фоторепортаж



24 апреля 2018
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter