Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!  

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Чӗлхе халӑхӑмӑрӑн хаклӑран та хаклӑ пуянлӑхӗ, наци пӗрлӗхӗн сим­волӗ шутланать.         

Кӑҫал эпир чӑваш ҫырулӑхӗн аталанӑвне калама ҫук пысӑк тӳпе хывса хӑварнӑ паллӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ­ранпа 170 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр.    

«Халӑх ӑс тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑ­ван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук», – тесе палӑртнӑ аслӑ ҫутта кӑлара­ка­нӑмӑр.      

Чӑваш Енре чӗлхемӗр ӑруран-ӑрӑва йӗркеллӗн куҫса пырассине ти­вӗҫтерме, граждансен ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ панӑ чухне чӗлхене ирӗклӗн су­йласа илмелли правине пурнӑҫлама, ҫамрӑксене ырӑ кӳршӗлӗхе тата пи­рӗн нумай нациллӗ республикӑра пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн чӗлхипе культурине хисеплеме вӗрентсе пӑхса ҫитӗнтерме пӗтӗм май пур.

Тӑван чӗлхене тирпейлӗн упрасси – тӗп тӗллевсенчен пӗри, ӑна пур­нӑҫлас ӗҫе пирӗнтен кашнийӗнех хастарлӑн хутшӑнмалла.     

Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑхпа телей, ҫемье ырлӑхне, тӑнӑҫлӑхпа мӗн­пур лайӑххине, савӑнӑҫ тата ӑнӑҫусем сунатӑп! 

 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                 Михаил Игнатьев



25 апреля 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter