Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне хутшăннă.  

Лару ĕҫне пуҫланă май, регион Пуҫлăхĕ пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе, тӑван халӑха ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа чун-чӗререн саламланă. Ҫак паллă пулăма халалласа пирĕн республикăра сахал мар тĕрлĕ мероприятисем плана кĕртсе хăварнине асăннă.   Сăмаха май, региона РФ ытти субъекчĕсенчен те хăнасем килме кăмăл тунине хыпарланă.

«Эпир кашни ҫулах ҫак уява паллă тăватпăр. Иван Яковлевич Яковлев халалласа хăварни пирĕншĕн чуна ҫав тери ҫывăх. Вăл каланă сăмахсене тепĕр хут аса илсе хăварас тетĕп. Раҫҫейе ĕненĕр, ăна хисеплĕр, юратăр – ун чухне сирĕншĕн вăл аннĕр пулса тăрĕ тени  нихăҫан та асран тухмĕ.  Шанатăп, чун-чĕре ыйтнипе ҫак асамлă сăмахсем пирĕн патриотизм туйăмне хăватлантарма витĕм кӳрессе», – тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.   

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене тишкернĕ май, нормативлă право акчĕсен проекчĕсене пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин алкоголь таврашне сутассипе федераци саккунне ҫĕнĕлĕхсем кĕртнине палăртнă, ăна кура регионсем шайĕнче те улшăнусем пулнине асăннă. Маларахри тапхăрсенче тĕрĕслеве субъектсенчи патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем йĕркеленĕ пулсан, халĕ вара пачах урăхла тенĕ вице-премьер.

Пĕлтĕр, Чăваш Республикин Экономика министерстви административлă майпа должноҫре тăракан 14 ҫынна тата юридически организацисене 19-шне саккунсене пăхăнманшăн явап тыттарнине пĕлтернĕ. Организацисем эрех сутни пирки деклараци тăратманнишĕн пурĕ 722 пин тенкĕлĕх штраф тӳленĕ.   Кăҫал та тĕрĕслев ĕҫĕ хĕрӳ пырать, йĕрке пăснă 39 организацине тупса палăртнă.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева докладра ЕГР ЗАГС ыйтăвĕсем пирки каласа ăнлантарнă, саккун проектне тăратнă. «Чăваш Республикинче 5 млн граждансен акчĕсене электронлă пай ҫине куҫарма плана кĕртнĕ. Графикне пĕлтĕрех ҫирĕплетсе хăварнă. Плана 2019-мĕш ҫул тĕлне туллин пурнăҫа кĕртсе пĕтерме тĕллев лартнă», – тесе хыпарланă министр.

Халăх сывлăхне упрассипе ҫыхăннă саккунсен уйрăм пайĕсем пирки те чарăнса тăнă ларăва пухăннисем.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов ҫĕнĕлĕхсене пĕтĕмпех регион шайĕнче РФ саккунсен йĕркисене тĕпе хурса улăштарса пынине каланă. Министерствăн полномочисем ӳсеҫҫĕ, ҫавна пула та медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ те ҫӳллĕрен те ҫӳллĕ пулмаллине асăрхаттарнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.



25 апреля 2018
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter