Чăваш Ен «Атомфлот» ФГУП ĕҫлĕ ҫыхăнусене анлăлатать

Чувашия расширяет сотрудничество с ФГУП «Атомфлот»Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атомфлот» ФГУП хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен генеральнăй директорĕн ҫумĕпе Эдуард Васильевпа тата «Атомфлот»  ФГУП электромеханика пайĕн пуҫлăхĕпе Михаил Смирновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва ҫакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă.  

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Чăваш Енри промышленноҫ предприятийĕсемпе «Атомфлот» ФГУП хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки канашланă.

Эдуард Васильев хăйĕн сăмахĕнче, «Атомфлот» ФГУП час-часах Чăваш Республикинчи электротехника предприятийĕсемпе тачă ҫыхса ĕҫленине палăртнă. Ӳлĕмрен те ĕҫлĕ ҫыхăнусене тытса пырса тата та анлăрах сарма хатĕррине пĕлтернĕ.  «Маларахри тапхăрсенче Шупашкарти электроаппарат завочĕпе кăна ҫыхăну тытнă пулсан, хальхи вăхăтра «Релематика» ТМЯО килĕшсе пĕр-пĕриншĕн усăллă ĕҫсем тăватпăр. Пуласлăхра  «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕпе те килĕшӳсем тума пуҫланă. Ытти промышленноҫ предприятийĕсем те пире кăсăклă, вĕсене те ҫитсе курма, таварсемпе кăсăкланма тĕллев лартнă. Таварсен пахалăхĕ тĕлĕнмелле пысăк, хаксем те тивĕҫтереҫҫĕ», тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна.  

Михаил Смирнов регионти предприятисенче тăрăшакансене питĕ кăмăллă та тарават тесе хакланă. Пĕлӳ шайĕ специалистсен пысăк, ăна кура технологисемпе усă курма пĕлеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те регионти предприятисем «Атомфлот» ФГУП тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине палăртнă.

«Эпир патшалăх тĕллевĕсене пурнăҫлатпăр. Пирĕн ума ҫĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă ыйтусене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр. Пĕр-пĕринпе туслăн килĕшсе ĕҫленине кура, Раҫҫей тата та вăйлăрах ҫирĕпленсе пырĕ», – палăртнă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Сăмаха май, паян ертӳҫĕсем патротизмла воспитани ҫамрăксене парассипе ҫыхннă ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă.  

Эдуард Васильев хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енрен сумлă делегаци, Михаил Игнатьевпа пĕрле Мурманск облаҫĕнче ĕҫлĕ визитпа пулсан ҫав тери аван пулнă пулĕччĕ тенĕ.

«Чăваш Ен ывăлĕсем хăйсен ентешĕсене пĕтĕм чун-чĕререн кĕтеҫҫĕ. Яшсем ертӳҫĕсем тимлĕх уйăрнине пысăка хурса хаклаҫҫĕ», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

Фоторепортаж



25 апреля 2018
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter