Чăваш чĕлхи кунĕ тата тăван халăха ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа торжествăла пулăм Чăваш енре чаплă иртнĕ

В Чувашии отметили 170-летие со дня рождения выдающегося деятеля культуры и просветителя чувашского народа Ивана Яковлевича Яковлева

Паян Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ тата тăван халăха ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул ҫитнĕ ятпа торжествăлла пулăм иртнĕ. Уява чылай хăна пуҫтарăннă.

Мероприятинче ҫакăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов,  Чăваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейĕн Председателĕ Лев Кураков пулнă.

Пухăннисене чи малтан республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чун-чĕререн ăшшăн Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламланă. «Тăван чĕлхе – кашни халăхăн тĕлĕнмелле пысăк пархатарĕ пулса тăрать. Нацине пĕр чăмăра пухаканни», – тесе каланă. Иван Яковлевăн ĕҫ-хĕлĕ, чăваш халăхне ҫутта кăларас пархатарĕ халăхшăн чи пысăк пĕлтерĕшĕ пулса тăчĕ. Ҫĕршывра халăхсем хушшинчи килĕшĕве сыхласа хăварасси, ҫамрăк ăрăва пĕр-пĕрин чĕлхине, культурипе йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентесси тĕп тĕллев. Литература чĕлхине аталантарма, йăла-йĕркипе культурăна тытса пырас ĕҫ те халăхăн тивĕҫĕ пулса тăчĕ. «Тăван чĕлхе пире пĕрлештерсе тăрать. Чăваш чĕлхине упрас, халӑх хушшинче сарас тесе эпир сирĕнпе пĕрле ырми-канми ĕҫлетпĕр.  Пирĕн тĕп тĕллев – регионта тата ҫĕршывра халăхсем хушшинчи килĕшĕве сыхласа хăварасси, ҫамрăк ăрăва пĕр-пĕрин чĕлхине, культурипе йăли-йĕркисене хисеплеме вĕрентесси. Нимĕнле чĕлхе уйрăмлăхĕ те пире Чăваш Енре туслăн пурăнма тата пултаруллă ĕҫлеме чăрмантармасть. Пире ҫуралнă ҫĕре, Тăван ҫĕршыва, Раҫҫей Федерацине чунтан юратни пĕрлештерсе тăрать» – тенĕ Михаил Игнатьев, пурне те  ҫирĕп сывлăх, телей суннă.

Сăмаха май, пирĕн регионта тăван чĕлхене аталантарса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе палăртнă. Граждансене хăйсен тăван чĕлхине суйласа илме ирĕк пур. «Тăван халăх чĕлхине упрасси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри. Ҫак ĕҫе пурин те тӳпе хывма тăрăшмалла», – тенĕ вăл.

 Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче Иван Яковлевăн Халалĕ пурсăмăра та малалла ăнтăлма пулăшнине, пархатарлă ĕҫсем тума витĕм кӳнине палăртнă. Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшма вĕрентсе пынине асăннă.

«Тӑван чӗлхене пӗлмесӗр пӗлӳ илме ҫук",  тенӗ Иван Яковлевăн сăмахĕсене асра тытса, чӗлхене упрас тесе республикӑра нумай мероприяти ирттеретпӗр тесе ҫирĕплетнĕ ертӳҫĕсем.

Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейĕн Председателĕ Лев Кураков Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева регионта чăваш чĕлхине вăй илсе пыма условисем ҫителĕклĕ таран хатĕрлесе панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Пирĕн тăрăхра тĕрлĕ халăх ҫыннисем туслă пурăннине, пĕр-пĕринпе килĕшсе, юратса пурăннине ҫирĕплетнĕ.

Чăвашсен тĕп уявĕ ҫакă тенĕ вăл.  Ҫак кунсенче республикăра сахал мар курăмлă мероприятисем иртнине асăннă. Патриарха асăнса унăн ĕҫĕсене тĕпе хурса ачасене вĕрентсе пынине палăртнă.

Чи пахи ҫак уява РФ 20 регионĕнчен чаплă та сумлă хăнасем килсе ҫитни. Вĕсен шучĕ 200  иртсе кайнă.  Чăваш наци тĕррин музейĕнче курав хатĕрленĕ.  

Наци вулавăшĕнче чăваш чĕлхине ăша хывса пыма ятарлă калаҫусем йĕркеленĕ. Тĕрлĕ ăсчахсем хăйсен ĕҫĕсемпе паллаштарнă. Ҫавра сĕтел мелĕпе ентешсемпе тата хăнасемпе сахал мар ăшă калаҫусем ирттернĕ. Я.Я.Яковлев пирки ырăпа асăнса унăн тĕп ĕҫĕсем пирки пĕрне-пĕри пĕлтерме тăрăшнă. 

Фоторепортаж



25 апреля 2018
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter