Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче обществăлла транспорт ыйтăвĕсене пăхса тухнă

 Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем обществăлла транспорт ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Аса илтерсе хăваратпăр, республика Правительствин иртнĕ  ларăвĕнче палăртнă ыйтупа ĕҫ хутне ҫĕнĕрен пăхса тухма сĕнсе хăварнă пулнă. Халĕ тĕпрен улшăнусем кĕртсе ҫĕнетнĕ хыҫҫăн документпа Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тĕпĕр хут паллаштарса хăварнă.  Ĕҫ хучĕпе килĕшӳллĕн, 22 маршрута пăрахăҫлама йышăнасси паллă.  Тариф хакĕсем малтанласа палăртни пекех юласси куҫкĕретех.   

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче ытларах Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар хушшинчи маршрутсем пирки каласа панă, маршрутсене тĕрĕслев ĕҫĕсем витĕр кăларнине асăннă министр.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, обществăлла транспорт палăртнă ҫулсемпе ҫӳресси ҫавăн пекех пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Уйрăмах, «Шупашкар-Ҫĕнĕ Шупашкар» маршутпа 4 автобуса ҫӳретме пăрахăҫласси паллă. Вĕсем: 226, 232, 263, 266 №-лĕ маршутсем.  Халăха илсе ҫӳретекенсем ҫав тери транспортпа ҫынсем сахал ҫӳренине хыпарланă.  Калăпăр, 266-мĕш №-лĕ маршрут 220-мĕш автобуса улăштарать. Иккĕшĕ те пĕр вăхăта ҫула тухни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ. Пур-пĕрех, пĕр сăмахпа калас пулсан, ҫав тери пысăк ҫĕнĕлĕхсем халăхсене кĕтмеҫҫĕ. Тепĕр тесен, вĕсем ăна туйса та илеймĕҫ.  Никамăн та пăшăрханмалла мар тесе чĕнсе каланă  Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче.  

Калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн  ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли ыйту пирки чарăнса тăнă. Хальхи вăхăтра тĕлли-паллисĕр автобуссем пĕр пĕринпе ăмăртмалла ҫӳреҫҫĕ. Авари тăвас хăрушлăх та питĕ пысăк тесе асăрхаттарнă вăл. Чарăну вырăнĕсенче ҫынсем унталла-кунталла нимĕн пăхмасăр чупни сисĕнет. Пĕчĕк автобуссенчен пăрăнса, ытларах пысăк, экологи енчен таса транспортсене ҫӳретме ирĕк памалла тенĕ вице-премьер хăйĕн сăмахĕнче. Ĕҫ хутĕнче ҫак самантсем пирки те тĕплĕнрех чарăнса тăмалла тесе асăрхаттарнă ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ҫак сĕнӳпе питĕ килĕшнĕ, хула влаҫне ыйтусемпе тимлĕрех пулма ыйтнă.

Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков ҫак йывăрлăхсене татса парас пулсан, тӳрех мĕнпур ĕҫе тĕпрен пурнăҫлама хĕн тенĕ, тапхăр-тапхăррăн пĕтĕмпех ҫĕнетесси пирки шантарса каланă.

Ĕҫ-пуҫа вăраха тăсма юрамасть тесе асăрхаттарнă хула ертӳлĕхне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

«Эпир лайăх пĕлетпĕр, хăшĕсем маршрута илнĕ, халăха турттарас тесе нимĕнле йĕркене пăхăнмасăрах граждансенчен укҫа пухаҫҫĕ. Терминалпа та усă курманни куҫкĕретех. Саккун тени вара пуриншĕн те ҫирĕп пулмалла», – уҫăмлăн каланă регион Пуҫлăхĕ. Пирĕн ытларах яваплăха туйса ĕҫлекн предпринимательсемпе ҫыхăну тытмалла.  Енчен те ĕҫ хутне йышăнас пулсан, обществăлла транспорт пайĕнче пĕтĕмпех йĕрке хуҫаланмалла.

Сахал мар халăх пăшăрханса пĕлтерет, чарăну вырăнĕсенче транспортсем тапранса кайнă хыҫҫăн, сывлама йывăр, тĕтĕм мăкăрланать тесе. Кун пирки маршрут хуҫисен лайăх шухăшласа пăхмалла. Юрăхсăр транспортпа ҫынсене илсе ҫӳретме юрамасть.

 Ку хутĕнче асăннă ĕҫ хутне тĕпрен йышăнма май килмен, ҫитменлĕхсене пĕтерсе, улшăнусене ҫичĕ кун хушшинче кĕртсе хăварма хушнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. 



26 апреля 2018
14:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter