Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи Чăваш Республикинче право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание Координационного совещания при Главе Чувашской Республики по обеспечению правопорядкаАка уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ. Видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ ĕҫе республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.  

Ку хутĕнче комисси членĕсем ҫамрăксен хушшинче экстремизм алхасассинчен сыхă тăмалли пирки ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов  аслă шкулсенче вĕрентекенсемпе психологсемпе кулленех тĕрлĕ уҫă калаҫусем йĕркеленине хыпарланă. Час-часах ятарлă специалистсемпе те тĕлпулусем ирттернине пĕлтернĕ. Интернет сечĕсенче асăрхануллă пулмаллине, кирек-епле усал хыпарсенчен пурин те сыхă тăмаллине палăртнă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. «Ют ҫĕршывсенчен пирĕн тăрăха вĕренме килнĕ студентсемпе профилактика ĕҫне йĕркелени питĕ усăллă. Юлашки вăхăтра тĕрлĕ халăхсен хушшинчи туслăх пирки 20 тĕслĕ ытла мероприяти плана кĕртнĕ», — тенĕ Сергей Кудряшов.

Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Анатолий Тимофеев хăйĕн докладĕнче регионта наци ҫыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине хыпарланă, граждансем пĕрне-пĕри хисепленине асăннă. Тĕрлĕ тĕн халăхĕ те яланах чиркӳ йăли-йĕркисене ҫирĕп пăхăнса пурăннине палăртнă.

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствин  экстремизм ыйтăвĕсемпе тимлекен центр пуҫлăхĕ Владимир Шихранов хăйĕн сăмахĕнче  юлашки вăхăтра ҫак ҫӳлерех асăннă ыйтупа йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ ӳссе пынине каланă.  Чи анлă сарăлнă меслет – Интернетра ҫамрăксем усал ĕҫпе алхасни тенĕ.  Ку тĕлĕшпе республикăри прокуратура тата ытти право йĕркисемпе ĕҫлекен службăсем ҫирĕп яваплăха туйса  ыйтăва тĕрĕслесе пынине хыпарланă. Енчен те сайтсенче хыпарсене тупсан, туххăмрах чарса лартнине асăннă.  

Паян видеоканашлура Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕмĕрле хула администрацийĕсен ертӳҫисем профилактика ĕҫĕсем пирки тĕплĕн каласа панă, хăйсен территорийĕсенчи ĕҫ-пуҫпа паллаштарнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫамрăксем хушшинче ытларах ăнлантару ĕҫĕсене йĕркелеме, хăрушлăх пирки  кашни ҫамрăк патне хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерсе каласа пама пĕлмелле тесе чĕнсе каланă. Енчен те хăш-пĕр ҫамрăксем ҫак амак патне сулăннă пулсан, вĕсемпе туххăмрах кирлĕ пек мерăсем йышăнмалла тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Риск кăларса тăратма пултаракан  ачасене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле.  

Паянхи пурнăҫ таппинче ҫитĕнекен яш-кĕрĕме тĕрлĕ спорт, культура мероприятийĕсене явăҫтармалла. Обществăлла ĕҫсене хутшăнтарса халăхшăн усăллă ĕҫсем тума вĕрентмелле.  Ҫуллахи кану вăхăтĕнче сĕмсĕррĕн алхасса ҫӳрессинчен ашшĕ-амăшĕсен те кулленех хăйсен ачисене тĕрĕслесе тăмалла. Енчен те ашшĕ-амăшĕсем хăйсен пепкисене мĕн пĕчĕкрен ĕҫе юратма вĕрентсе пырсан, ҫав шăпăрлансем ӳссе ҫитĕнсе яш пулсан та усал ĕҫ патне туртăнмĕҫ тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче ҫак ҫӳлерехри ыйтупа мĕнпур влаҫри ҫынсем комплекслă ĕҫлесе тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма пĕлмелле тесе чĕнсе каланă.

Граждансене обществăлла вырăнсенче йĕрке пăсасран кулленех асăрхамалла. Тепре чухне ҫынсене мероприятисенче йĕрке тăвас ĕҫе хутшăнтарсан та вырăнлă тесе каланă паянхи канашлăва пухăннисем.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тĕрĕслевпе обществăлла хăрушсăрлăх Управленийĕн пуҫлăхĕ Сергей Галошев хăйĕн докладĕнче пурĕ пирĕн регионта халăх дружинисем – 479 тесе пĕлтернĕ.   Кăҫал пĕрремĕш кварталта вĕсем 955 мероприятинче хутшăннине каланă. Халăх дружинисем чăнласах та пысăк пулăшу панине асăнса хăварнă ертӳҫĕ.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев халăх дружинисем валли ҫулталăк хушшинче ятарлă ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлеме сĕннĕ, микрорайонсенче уйрăмах ҫак ыйту ҫав тери пĕлтерĕшлĕ тесе асăрхаттарнă.  «Обществăлла вырăнсенче йĕрке тăвасси – приоритетлă тĕллев», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе вăл.

Кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 

Фоторепортаж



26 апреля 2018
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter