Регионта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Глава Чувашии провел заседание Комиссии по предупреждению и ликвидации чрезвычайных ситуаций и обеспечению пожарной безопасности в республикеАка уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республикинче официаллă майпа пушартан сыхланмалли тапхăр тесе йышăнса хăварнă. Ҫак палăртнă ыйтăва пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвĕнче  ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче тĕплĕн пăхса тухнă. Комисси ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

Чăваш Республикин ҫут ҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов ҫитес тапхăра хатĕрленсе йĕркеленĕ ĕҫ планĕпе паллаштарнă, мĕнпур палăртса хунă мероприятисене ирттерме регионта 26,1 млн бюджета пăхса хăварнине асăннă.  Вăрмансем ҫунса кĕлленесрен ятарлă техникăсем туяннине, профилактика ĕҫĕсене пурнăҫлама та сахал мар мероприяти плана пăхса хăварнине хыпарланă. Росприроднадзор Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳҫи Виктор Косачев хăйсен службин ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă,  федераци пĕлтерĕшлĕ объектсене тухса тĕрĕслени ҫинчен тарăн чарăнса тăнă.  Пурĕ планпа килĕшӳллĕн 4 тĕрĕслев ĕҫĕ пулнă. Вăрмансене упрассипе ҫыхăннă саккунсене пăсакансен шучĕ пачах та пулманнине асăннă.   Тĕплĕнрех мĕнпур ыйтусем тавра «ГПЗ «Присурский» ФГУП директорĕ Евгений Осмелкин тата  «НП «Чăваш вăрманĕ»  ФГБУ директорĕ Юрий Татарских чарăнса тăнă.  Чукун ҫул ҫывăхĕнче вырнаҫнă вăрмансене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă асăннă ертӳҫĕсем.  

«Раҫҫейри ытти регионсенче вăрмансенче пушарсем пулнине эпир пĕр хуччен ҫеҫ мар курнă.  Халăх ҫуртсемсĕр тăрса юлать.   Пушар алхаснă хыҫҫăн ҫĕнĕрен тӳрех йĕрке тума ҫăмăлах мар.  Эпир хамăр регионта службăсене ятарлă техникăсемпе тивĕҫтерме тăрăшнă.  Пĕр-пĕринпе килĕшсе, ĕҫсене тухăҫлă йĕркелесе пымалла», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

Комисси членĕсем  ытти актуаллă ыйтусене те пăхса тухнă.  Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Уйрăмах шывпа ҫыхăннă объектсенче те питĕ асăрхануллă пулмалла.

Чăваш Республикинчи ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче, 2017-мĕш ҫулта пирĕн регионта ҫуллахи тапхăрта халăх шыва кĕнĕ чухне инкексене лекнĕ тĕслĕхсем пулкаланă тенĕ.  Пурĕ 34 тĕслĕхе шута илнĕ. (Ҫак кăтарту 2016-мĕш ҫулта 61 танлашнă). 25 ҫын пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Чи хăрушă япала, пĕр ача сарăмсăр путса вилнĕ.  Инкеке лекнисене ҫăлса хăварма та май пулнă, кун пек тĕслĕхсем - 17.   Енчен те кăтартăва пăхас пулсан, пĕлтĕр япăхах мар. Апла пулсан халăх хăрушсăрлăх правилисене пăхăнни куҫкĕретех.

Кăҫал ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне шывра 4 инкек пулнине шута илнĕ. Тăватă ҫын путнă, вĕсенчен пĕри ача.

Вениамин Петров сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, вĕсен служби ҫитес  ҫуллахи тапхăра пĕтĕмпех хатĕррине каланă, специалистсене те  вĕрентсе ҫитернине асăннă. Сăмаха май, ҫу уйăхĕнче регионти муниципалитет пĕрлешĕвĕсемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттерме плана кĕртнине палăртнă.

Тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – ачасен канăвĕ пирки. Ҫуллахи тапхăрта вĕсене асăрхамалла, сывлăха ҫирĕплетекен лагерьсенче вĕсемпе уҫă калаҫусем йĕркелемеллине чĕнсе каланă.

Республикăра пурĕ ачасен канăвĕ валли сывлăха ҫирĕплетме 452 организаци шута илнĕ.  Вĕсене пушар хуралĕнче тăрăшакансем пĕтĕмпех учета илнĕ.  Ачасене вырнаҫтарма пуҫличчен, тĕрĕслевсене йĕркелесси ҫинчен хыпарланă. Уйрăмах учрежденисем вăрман ҫывăхĕнче вырнаҫнă пулсан, вĕсене те ҫирĕп асăрхаса тăмаллине асăннă.  

Комисси членĕсем канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, халăх йышлă пухăнакан центр ĕҫĕсене пушар хуралĕн службисем тĕрĕслени пирки чарăнса тăнă. Уйрăм тĕслĕхсене илсе кăтартнă.  Прокуратура пайĕнче тăрăшакансем пушар хуралĕн службин специалисчĕсемпе пĕрле 178 объекта тухса тĕрĕсленĕ, пурĕ 1851 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă.

«Паллă, нумай центрсем проекта пăхăнмасăрах тĕрлĕ уйрăмсем уҫса пĕтернĕ», хыпарланă Раҫҫей МЧС Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ  Николай Петров. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту пирки те чарăнса тăнă. Ачасен кану уйрăмĕ иккĕмĕш хутран ҫӳллĕрех пулни.  Ку та йĕрке пăсни шутланать тесе палăртнă специалистсем. Ытти объектсенче те йĕркесĕрлĕхсем хальлĕхе пулнине каласа хăварнă ертӳҫĕсем.

«Хальхи вăхăтра халăх йышлă пухăнакан центрсене  пушартан асăрханассипе йышăннă нормăсене пăхăнман тесе ятарлă списока кĕртсе хăварас ĕҫ пырать. Раҫҫей МЧС Чăваш Республикинчи Тĕп управлени ҫак ĕҫе хатĕрлеме тытăннă та.  Ҫу уйăхĕнчи уявсем иртсе кайсан, кирлĕ пек хыпар сайтра вырнаҫтарăнĕ», тенĕ Николай Петров.

Чăваш Республикин Прокурорĕн ҫумĕ  Игорь Сахаров хăйĕн докладĕнче тĕрĕслевсем вăхăтĕнче 161 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă тесе ҫирĕплетнĕ. Ҫĕнĕ Шупашкарти «Кристалл» тата Ҫĕмĕрлери «Март» суту-илӳпе кану центрĕсенче йĕркесĕрлĕх хуҫаланать тенĕ вăл.

«Тĕрĕслевсем малалла та пулĕҫ. Пирĕн тĕп тĕллев – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Йĕрке пăсакансене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттармалла.  Никамăн та пушартан асăрханмалли правилăсене пăсма ирĕк ҫук», тесе ҫирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Кемеровăра пулса иртнĕ инкек нумайлăхах халăх асăнчен тухмĕ. Кашнин тимлĕхе ҫухатма юрамасть, питĕ асĕрхануллă пулмалла, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланималла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   

 Фоторепортаж



26 апреля 2018
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter