Шупашкарта ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ калаҫура арҫынсен сывлăхĕ пирки тарăн сӳтсе янă
Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫавра сĕтел мелĕпе йĕркеленĕ калаҫăва хутшăннă. Канашлăва пухăннисем арҫынсен сывлăхĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă. Мероприяти Республикăн клиника центрĕнче иртнĕ.
Уҫă калаҫăва ҫак кун Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Вячеслав Рафинов, Раҫҫей Сывлăх сыхлавĕн министерствин ҫумĕнчи «НМИЦ радиологии» ФГБУ филиалĕн заведующийĕ Игорь Шадеркин, республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче ĕҫлекен уйрăм специалистсем, ертӳҫĕсем, обществăлла организацисен представителĕсем хутшăннă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев калаҫăва пуҫланă май, демографи ыйтăвĕ паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Пирĕн республикăра та ҫĕршыври пекех хĕрарăмсемпе арҫынсем хушшинче пурăнас ĕмĕр тăршшĕ питĕ уйрăлса тăнине палăртнă. Сăмаха май, хĕрарăмсем арҫынсенчен чылай нумайтарах пурăннине каланă. Кăтарту вăтамран 12 ҫул хушши тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Арҫынсен ар пайĕ ытларах 40 ҫултан пуҫласа 60 ҫула ҫитиччен аптрама пуҫлани сисĕнет. Ҫакна тĕпе хурса, Чăваш Республикинче арҫынсен сывлăхне упрама, вĕсене вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ятарлă программа хатĕрленĕ. Хальлĕхе вăл 2018-2020-мĕш ҫулсем валли. Палăртнă программăна Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн сĕнĕвне шута илсе, Сывлăх сыхлавĕн министерстви тĕрлĕ экспертсен, ăсчахсен, специалистсен шухăшĕпе тĕпчев ĕҫĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Кун пек программа Раҫҫейри 19 регионта пур. Кунсăр пуҫне ют ҫĕршывсенче те хапăл тусах йышăнаҫҫĕ ҫак ĕҫе.
Игорь Шадеркин хăйĕн сăмахĕнче, чăнласах та ҫак ĕҫе пурнăҫа кĕртме Чăваш Енре питĕ меллĕ тесе палăртса хăварнă. «Регионта арҫынсен сывлăхĕ ҫирĕп пултăр тесе сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереҫҫĕ. Калăпăр, урологи енĕпе палăртнă ятарлă программа ҫав тери чаплă, РФ ытти субъекчĕсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăма пултарать", - тесе ҫирĕплетнĕ сумлă ертӳҫĕ.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн докладĕнче арҫынсен чирĕсем шала каяссинчен асăрханса, вĕсене вăхăтра диспансеризаци кăларма чĕнсе каланă. Вăхăт вăраха тăсăлса кайсан, чир-чĕре темĕнле пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курсан та, сирсе яма хĕн тенĕ. Апла пулсан, кашнин хăйĕн сывлăхĕ ҫирĕп пултăр тесен, медицина пайĕнче тăрăшакансем каланă сĕнӳсене шута илсе, вĕсемпе пурнăҫра тĕрĕс усă курмалла.
Ҫĕнĕ проект тапхăр-тапхăррăн ĕҫлесе пыма хистет. Пуҫласа чир-чĕре палăртсан, туххăмрах ăна сиплесси, каярах вăл шала ан кайтăр тесе тĕрлĕ профилактика ĕҫне пурнăҫласси. Тухтăр сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси те тĕп вырăнта пулмалла. Ун чухне тин кашни ҫыннăн ĕмĕрĕ вăрăмланса пырасси куҫкĕретех пулĕ. Тепĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – арҫынсем тухтăрсем патне сипленме ҫӳреме юратманни. Хĕрарăмсем ҫак ĕҫе вăраха тăсмасăрах кулленех пурнăҫлаҫҫĕ пулсан, арҫынсем пачах урăхла. Енчен те чирсене малтанхи тапхăрта палăртса сиплесен, нимĕн иккĕленмесĕрех сывалма пулать тесе тахҫанах ҫирĕплетнĕ аслă тухтăрсем.
Сывлăха упрасси нумай чухне кашни ҫынран хăйĕнчен килет. Арҫынсен профилактика ĕҫĕ пирки нихăҫан та манмалла мар. Ҫак ĕҫ пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен те кирлĕ пек хыпарсене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшмалла, уҫҫăнах хыпарламалла тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Арҫынсен сывлăхĕ пирки тĕплĕнрех Хулари 1-мĕш №-лĕ клиника больницин тĕп врачĕ Антонина Иванова тата Республикăри онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕ Лидия Воропаева каласа кăтартнă. Ҫакăн пекех республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Алевтина Федорова, Ашшĕсен канашĕн председателĕн ҫумĕ Олег Волков ҫӳлерех асăннă ыйтусене ҫутатса панă.
Ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасемпе пĕрле тĕрлĕ медицина хатĕрĕсемпе паллашнă, вĕсен пахалăх шайне курса хакланă. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе хытă аптраса ӳкнисене ҫул ҫинче вăхăта вăраха тăсмасăрах медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерме пулать. Нумаях пулмасть туяннă ҫĕнĕ «С» класлă реанимобиль хамăр регионта кăна мар, Мускава та, Санкт-Петербурга та час-часах тухса ҫӳренĕ, федераци центрĕсене чирлисене илсе ҫитерме пулăшнă.