Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пушар хуралӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани
Пушар хуралӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!
Професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!
Эсир суйласа илнӗ ӗҫе пурнӑҫлама пысӑк паттӑрлӑхпа хӑюлӑх, вут-ҫулӑмӑн алхасуллӑ вӑйӗпе пӗрремӗш йыхравпах тытӑҫӑва кӗме хатӗр пулни кирлӗ. Ҫӑлавҫӑсен пысӑк ӑсталӑхӗ, дисциплинӑна пӑхӑнни тата кал-кал ӗҫӗ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма, пурлӑх сыхлавлӑхне тивӗҫтерме май парать.
Республикӑри пушар сӳнтерекенсем хӑйсен ӑсталӑхне тӑтӑшах ӳстерсе пыни, халӑх хушшинче вут-кӑвартан сыхланас енӗпе профилактика ӗҫне хастарлӑн пурнӑҫлани питӗ пӗлтерӗшлӗ. Тытӑмлӑн ӗҫленӗрен юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре пушарсен тата вӗсене пула инкек тӳснисен шучӗ палӑрмаллах чакрӗ.
Чӑваш Енри вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсен пысӑк опычӗ тата вӗсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлни, служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пӗр-пӗрне яланах пулӑшса пыни майсӑр лару-тӑруран сыхлакан шанчӑклӑ хӳтлӗх пуласса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Ҫак паттӑрла профессие суйласа илнӗ мӗнпур ҫынна ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, ушкӑн хӑватне туйса тӑма, малашнехи ҫитӗнӳсем, вӗсен ҫемйисене вара – ырлӑх тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев