Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Стратеги аталанăвĕ тата приоритетлă проектсемпе ĕҫлекен канашсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем агропромышленноҫ комплексĕнчи приоритетлă проектсен паспорчĕсем ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă. Экологи, сывлăх сыхлавĕпе туризм ыйтăвĕсем те кун йĕркинчех тăнă. «Шанатăп, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварни – палăртнă тытăмсене ҫĕнĕ вăй-хăватпа аталанма витĕм кӳрессе», – тенĕ премьер-министр ларăва уҫнă май. «АПК аталантарас» Чăваш Республикинчи стратегиллĕ проектăн паспортне ҫирĕплетнĕ канашлăва пухăннисем. Проекта 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа 2021-мĕш ҫул раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пурнăҫа кĕртме плана кĕртсе хăварнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов ҫак проект ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшне ӳстерме пулăшасса шанса каланă. Импорта улăштарас ыйтăва та татса пама витĕм кӳресси куҫкĕретех пулĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Чи пахи – таварсен пахалăх шайĕ ӳсни. «Палăртнă ĕҫе пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсен, агропромышленноҫ пайĕнче тăрăшакансен шалу укҫи те хăпарĕ», – тенĕ вице-премьер. Палăртнă тăрăх, проектăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 16,6 млн танлашать. Ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерес, халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту та ҫивĕч тăрать. Предприятисен шутне ӳстересси, таварсен калăпăшне нумайлатасси ыйтусем те кун йĕркинчех. «Цифра экономики» Чăваш Республикинчи стратегиллĕ аталанăвăн ултă тĕп пайне уйăрса пăхса тухнă. Проектсен паспорчĕсене яваплă ведомствăсен ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермеллине асăрхаттарнă пуҫлăхсем. Йăлари хытă каяшсене пуҫтарса тирпейлемелли ятарлă объектсен проекчĕсем пирки те сăмахланă. Тĕплĕнрех ыйтупа Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов калаҫнă. Палăрса хунă ĕҫсене 2019-2021-мĕш ҫулсенче плана кĕртсе хăвармалли пирки пĕлтернĕ.
Калăпăр, 2019-мĕш ҫулта Элĕк салинче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли вырăна хута яма палăртнă. Кун пек ĕҫсем Елчĕкре, Ҫĕмĕрле районĕсенче, Канаш хулинче те пуласси паллă. 2020-мĕш ҫулта Вăрнар тăрăхĕнче объекта пурнăҫа кĕртме палăртнă. Ытти пăхса хăварнă ĕҫсем те планра пур-ха.
2018-мĕш ҫулта объектсене пурнăҫа кĕртме бюджетра 537 млн уйăрнă, хыпара министр пĕлтернĕ.
Ларăва пухăннисем арҫынсен сывлăхĕпе ҫыхăннă ыйтусене те тапратнă. «Арçынсен репродуктивлă сывлăхне упрасси» палăртнă проектăн паспортне йышăнса хăварнă.
Туризм ыйтăвĕ те пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Приоритетлă проектăн паспортне тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă.
«Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» проект анлă сарăлнă. Ҫак ĕҫе федераци шайне кăларса, Ростуризма кĕртсе хăварма хатĕрленнĕ. Енчен те федерацин тĕллевлĕ программине кĕрсен, ĕҫ 2019-2025-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кĕресси те куҫкĕретех пулĕ. Инвестициллĕ проект икĕ кластертан тăрать, вĕсенчен пĕри юхан шыв тăрăх ҫӳремелли туризм тепри вара сывлăха ҫирĕплетме май паракан ятарлă маршрут пуласси те паллă. Маларахри тапхăрта палăртса хунă тăрăх унăн калăпăшĕ 2 млрд та ытларах пуласси паллă. Бюджетран мар кĕрекен укҫа виҫи те паллă. Унăн хальлĕхе калăпăшĕ 4,8 млрд танлашать.
«Ĕҫлемелли сахал мар, заявкăна пĕтĕмпех хатĕрлесе тăратнă. Ростуризм пăхса тухса ҫирĕплетесси кăна юлнă. Шанатпăр, Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви ҫак ĕҫе витĕм кӳрессе. Ултă ҫул хушшинче ҫав тери кăсăклă проекта ĕҫе кĕртсе хăварма тĕллев лартăпăр», – тенĕ хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.