Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕпе саламлани

Хаклă ентешсем!

Сире Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕпе саламлатăп!

Патшалăх символĕсем Чăваш Ен халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕпе мăнаҫланакансене, республикăна чăнласах та юратакансене, унăн историне хисеплекенсене, тăван кĕтесĕн шăпишĕн хăйĕн яваплăхне туякансене пурне те пĕрлештерсе тăраҫҫĕ.

Наци символики чăваш культурине тата йăли-йĕркине хисеплеме хăнăхтарать, граждансене ĕҫре, ăслăлăхра, культурăра, спортра тата пурнăҫăн ытти сферинче ҫитĕнӳсем тума хавхалантарать.

Паян нацисен килĕшĕвĕ тата общество пĕрлĕхĕ, ăс-тăнпа кăмăл-сипетĕн ĕмĕртен пыракан йăлисемпе ҫирĕпленнĕскерсем, регионăн шанчăклă тата тăнăҫлă аталанăвĕн, пирĕн граждансен пахалăхлă пурнăҫăн пĕлтерĕшлĕ условийĕсем пулса тăраҫҫĕ.

Сире пĕтĕм чун-чĕререн килĕшӳлĕх, мĕнпур лайăххине, телей, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ҫĕнĕ ăнăҫусем тата вăй-хăват сунатăп!

Тăван ĕҫĕре юратни тата республикăпа мăнаҫланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр! 

 

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                     Михаил Игнатьев



28 апреля 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter