Республикăри эпизооти лару-тăрăвне планеркăра анлăн ҫутатса панă

 Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

 Республикăри эпизооти лару-тăрăвне Патшалăх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов планеркăра анлăн ҫутатса панă. Ку енĕпе юлашки вăхăтра регионта пăтăрмах шайне ҫĕкленнĕ пулăмсене пачах та шута илмен.  Пур-пĕрех ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, кулленех ҫивĕч тĕрĕслевре тытмалла тенĕ ертӳҫĕ. Чĕр чунсем чирлесрен, таварсен пахалăх шайĕ чакассинчен ыйтăва  тишкерсех тăмалла. Выльăх апатне хатĕрленĕ чухне те асăрхануллă пулмалла. Паллă, ятарлă специалистсем профилактика ĕҫне йĕркелесе пыни куҫкĕретех.

2017 ҫулта плана кĕртсе хăварнă ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркеленĕ, кăтарту 121 процента ҫити хăпарнă. Пĕлтĕр пурĕ 76888,7 пин ытла тĕрĕслевпе тĕпчев ĕҫĕсене ирттернĕ. Уртаракан чиртен асăрханса 350 пин ытла прививка тунă. Сыснасен Африка мурĕ сарăласран асăрханса тĕпчев ĕҫне сахал мар пурнăҫланă. Ҫĕпĕр язвине хирĕҫ кĕрешсе пĕтĕмпе 500 пин выльăха прививка тунă.   Республикăри районсенчен пухăнакан аш-какайсене пĕтĕмпех тĕрĕслев витĕр кăларнă. Ҫак ĕҫе уйрăмах Шупашкарпа Шупашкар районĕсенчи пасарсенче пурнăҫланă.

Чăваш Ен ПУҫлăхĕ Михаил Игнатьев профилактика ĕҫĕсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.  Ҫуркуннехи тапхăрпа халăха чăх-чĕп пасарĕсенче сутма пуҫлаҫҫĕ, апла пулсан асăрхануллă пулмалла пурин те. Мăнкун ҫывхарса килет, халăх ҫăмарта туянать. Ветеринари службин ĕҫченĕсен ҫак тапхăрта пушшех те сыхă пулмалла тесе тепĕр хут ҫирĕппĕн каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов чĕр чунсен енĕпе лару-тăру республикăра епле пулни пирки каласа кăтартнă. Пурĕ Чăваш Республикинче чĕр чунсене ĕрчетмелли вырăн 1596,4 пин га шута илнĕ. Вĕсенчен 29,2 проценчĕпе сунарҫăсем чĕр чунсене тытма усă кураҫҫĕ.  Палăртнă тăрăх, пĕлтĕр пăши ытларах шута илнĕ пурĕ вĕсем – 1238 тесе палăртнă. Ҫав шутрах хир сыснисем чакнă.

Пĕлтĕр сунарҫăсем пурĕ 247 йĕрке пăснă тесе шута илнĕ.  2016 ҫулхипе танлаштарсан, кăтарту япăхах мар, 38,1 процент чухлĕ чакнă. 2018 ҫулта нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Ҫутҫанталăк министерстви ятарлă приказ кăларнă, енчен те чĕр чунсене сунарҫăсем йĕркене пăсса тытаҫҫĕ пулсан, вĕсене штраф параҫҫĕ, сумми вара самай пысăкланнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫуркуннехи тапхăрпа пуҫланакан сунарҫăсен мероприятийĕсем пирки чарăнса тăнă. Апла пулсан, пĕтĕмпех пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланмаллине асăрхаттарнă. Хăрушсăрлăх теми те кун йĕркинчех тăмалла тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.



03 апреля 2018
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter