Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Попечительсен канашĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн Исполкомĕн пĕрлехи ларăвне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в совместном заседании Попечительского совета и Исполкома Всероссийской федерации самбоАка уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, вăлах Попечительсен канашĕпе Пĕтĕм Раҫҫейри  самбо федерацийĕн членĕ,  федераци Президенчĕ Сергей Елисеев йыхравĕпе, икĕ канашлăвăн пĕрлехи ларăвне хутшăннă.

Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствинче йĕркеленĕ ларăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн Попечительсен канашĕн йышне ҫĕнетесси. Кунсăр пуҫне ĕҫе пухăннисем самбо енĕпе спорта аталантарассипе ĕҫлекен ĕҫ ушкăнĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерессине те кун йĕркинчех тытнă.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин яланах нацин йăлари спорчĕн тĕсĕсен хăйне евĕр пысăк ҫитĕнĕвĕсем пуррине палăртать, ҫавăнпа та вĕсене халăх хушшинче ытларах сарма ыйтать. «Вĕсене аталантарса пыма условисем йĕркелени, массăллă спорта вăйлатни –  ҫынсене валли питĕ чаплă та ҫутă пуласлăх парнеленипе танах. Кунта Раҫҫей гражданĕсем пирки кăна сăмах пымасть. Ыттисемшĕн те пирĕн самбо ырă тĕслĕх вырăнĕнче.  Тĕнчипех самбо спортне миллионшар ҫын хапăл тусах курать. Ҫак спортра официаллă хутшăну – вырăс чĕлхи пулса тăрать», – тесе каланă Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин 2016 ҫулта авăн уйăхĕнче Физкультурăпа спорта аталантарассипе ĕҫлекен канаш ларăвĕнче.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче: «Спорт мĕнпур ҫынна дисциплина енчен ҫирĕп кăмăллă пулма вĕрентет, ҫĕнтерӳ патне ăнтăлма пулăшать,  пурсăмăра та пире вăйлă пулма вăй-хăват парать, кăмăл-туйăма лайăхлатать», – тенĕ.    

Регионта спорт енĕпе аталанма ачасемпе аслисем валли те пĕр пек хăтлă условисем пур.  Кирек-кам та хапăл тусах хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пултарать.  Ҫав тери меллĕ условисем республикăра.

Чи пысăк ҫитĕнӳ – пирĕн спортсменсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче мала тухни. Ҫакă, шăпах та республикăра условисем лайăх пулнине ҫирĕплетет те ĕнтĕ.  

Калăпăр, Чăваш Енре хăйсен ăсталăхне туптакан 55 спортсмен 2017-мĕш ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ ятне илнĕ. Кунсăр пуҫне ыттисем те сахал мар сумлă ятсем тивĕҫнĕ.

Пĕлтĕр Чăваш Республикинчен 12 спортсмен Раҫҫей командине кĕнĕ.

Пирĕн регионти спортсменсем тĕрлĕ халăхсен хушшинчи спорт мероприятийĕсенче 150 ытла медале тивĕҫлĕ пулнă.

Ăнсăртран мар пулĕ, Чăваш Республикинче самбо база йышĕнче тăрать. Хăйĕн ҫур ĕмĕрĕ хушшинче, самбо шкулĕ ҫĕршер спортсмен хатĕрлесе кăларнă.   Вĕсем: Сергеев Виталий, Филиппов Сергей, Трофимов Александр, Кузьмин Анатолий, Егоров Геннадий, Иванов Сергей, Ильин Геннадий, Пахомов Александр, Сергеев Виталий, Иванов Максим, Бондарев Александр, Федоров Александр, Щербаков Артем тата ыттисем те.

«Самбо ахаль спорт кăна мар, ҫитĕнекен яшсене патриотла воспитани парса пулăшать», – тенĕ Михаил Игнатьев.

Республикăра паянхи куна самбо енĕпе ăсталăха туптама 10 спорт шкулĕ уҫнă. Вĕсенче кулленех 1702 спортсмен хăйсен тавркурăмлăхне ӳстерет. Сахал мар пирĕн ентешсем тĕнче шайĕнче пысăк хисепе тивĕҫнĕ, малти вырăнсене тухнă.

Спорт енĕпе ăсталăха туптама ҫамрăксемпе  33 тренер тăрăшать. Вĕсенчен иккĕшĕ – Алексей Рыбаков тата Евгений Селиванов Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ тренерĕ ята тивĕҫнĕ. Сергей Пегасов  тата Геннадий Ильин – Чăваш Республикин тава тивĕҫлĕ тренерĕ ята илнĕ.

Хальхи вăхăтра самбо енĕпе 10-мĕш №-лĕ Спорт шкулĕнче самбо тата дзюдо уйрăмĕнче 450 ытла спортсмен вăй хурать. Ҫитĕнекен ăрăва спорта явăҫтарассишĕн сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе пыраҫҫĕ.

«Чăваш Ен – спортпа туслă регион. Эпир курса ĕнентĕмĕр, Чăваш Республикин тĕп хулинче яш-кĕрĕм конькипе ярăннине, спорт мероприятийĕсене те вĕсем тăтăшах хутшăнаҫҫĕ. Мĕнпур халăх ҫав тери савăк кăмăллă. Республикăра, ҫав шутрах Атăлҫи федераци округĕнче те самбо енĕпе ăсталăха ӳстерсе пыма питĕ лайăх. Ҫав тери аван, Чăваш Республикинче спорта аталантарас ыйту приоритетлă пулни.  Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырассипе те сахал мар тăрăшни куҫкĕретех», –  тенĕ Раҫҫей Федерацийĕн хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕн ҫумĕ Рашид Нургалиев 2017 ҫулта кăрлач уйăхĕнче Чăваш Республикинче пулнă май.  

Палăртса хăваратпăр, 2018 ҫулта нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-президенчĕпе тата Чăваш Енри самбо федерацийĕн ертӳҫипе Евгений Селивановпа тĕлпулу ирттернĕ.

Ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче Шупашкарта кăҫал авăн уйăхĕнче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче Владимир Погодина, Александр Трофимова, Геннадий Трошева халалласа «Татăлнă вĕҫев» ятлă турнир ирттересси пирки калаҫса килĕшнĕ.

Фоторепортаж



05 апреля 2018
14:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter