Раҫҫей Федерацийĕн ҫар комиссариачĕсене туса хунăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа торжествăлла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ

В Чувашии отметили 100-летие со дня образования военных комиссариатовРаҫҫей Федерацийĕн ҫар комиссариачĕсене туса хунăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа, ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче,  савăнăҫлă лару-тăрура торжествăлла мероприяти йĕркелесе ирттернĕ. Паллă пулăм ячĕпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламланă, Раҫҫей Федерацийĕн ҫар комиссариачĕсене йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитни хăйне евĕр пысăк  истори тесе каланă. «Паян ҫак залра пирĕнпе пĕрле кадетсем, ҫамрăк армеецсем лараҫҫĕ, Вĕсем Тăван ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн тата унăн ырă шăпишĕн кулленех тăрăшаҫҫĕ», тесе палăртнă регион Ертӳҫи. Ҫар комиссариачĕсем ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассишĕн сахал мар витĕм кӳнине асăннă, уйрăмах ҫак ĕҫре ветерансем пысăк тӳпе хываҫҫĕ тенĕ вăл.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республики кашни ҫул Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллă вăйсен ретне тăма 100 процента ҫити план тултарса яшсене салтака ăсатать.

«Ҫар комиссариачĕсенче ĕҫлекенсем хăйсене шанса панă тивĕҫе туллин пурнăҫлаҫҫĕ. Ӳлĕмрен те Тăван ҫĕршыва хӳтĕлеме яшсене хатĕрлесе салтак ретне тăратма пулăшасса ĕненетпĕр», палăртнă Михаил Игнатьев, пурне те мирлĕ пурнăҫ, ырлăх-сывлăх, ăнăҫусем суннă.

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин мероприятине пухăннисене саламланă май, ҫак служба мĕн йĕркеленсе кайнăранпах Тăван ҫĕршывшăн яваплă та тивĕҫлĕ ĕҫ пурнăҫласа пынине палăртнă.

Ҫак кун вăл Раҫҫей Федерацийĕн оборона Министрĕн, арми генералĕн Сергей Шойгун саламне вуласа панă. Чăнласах та, Хĕҫ-пăшаллă вăйсен ĕҫ-хĕлĕнче ҫар комиссариачĕсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине тепĕр хут асăнса хăварнă.   Йывăр вăрҫă вăхăтĕнче вĕсем тĕп фактор пулнине, ҫĕнтерӳ тума та витĕм кӳнине палăртса ҫырнă салам йĕркисенче.  

Службăна 100 ҫул тултарнă ятпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Сĕнтĕрвăррин епископĕ, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий саламланă, уява пухăннисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   

Пысăк хисепе тивĕҫнисене, служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне хастарлăхпа тата тӳрĕ кăмăлпа палăрнисене патшалăх наградисемпе чысланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Торжествăлла пулăм уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ. 

Фоторепортаж



05 апреля 2018
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter