Регионта шкул ачисем хушшинче волейбол выляссипе чемпионатăн Супперфиналĕ иртнĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил награды победителям восьмого сезона чемпионата Школьной волейбольной лигиАка уйăхĕн 6-мĕшĕнче регионта волейболла выляссипе шкул ачисем хушшинче Супперфинал иртнĕ.

Ăмăртусем 2017/2018-мĕш ҫулсенче республикăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 310 учрежденире пулнă.  

Ҫĕнтерӳ Кубокне тивĕҫессишĕн Тăвайсем, Шупашкар хули, Йĕпреҫ тата Шупашкар районĕн командисем тупăшнă.

Ҫивĕч кĕрешӳре мала тухаканĕ – Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 61-мĕш шкул пулнă.

Ăмăртусем вĕҫленнĕ хыҫҫăн, мала тухнисене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.   

Ыттисене пурне те кая хăварса, ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫнисене ҫак кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «Раҫҫейри Ача-пăча фончĕ» регионти уйрăмĕн ертӳҫи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Шупашкар хула пуҫлăхĕн ҫумĕ – хула депутачĕсен Пухăвĕн Председателĕ Николай Владимиров саламланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ спортсменсене саламланă май, волейбол чи анлă сарăлнă спорт тĕсĕсенчен пĕри тенĕ, халăх ăна питĕ кăмăллать тесе каланă. Ҫулсерен ҫак ăмăртусенче 16 пин ытла яш-кĕрĕм хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарать. Ашшĕ-амăшĕсене, ачасене, вĕрентекенсене пурне те хастар пулнишĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă республика Пуҫлăхĕ. Ҫамрăк яш-кĕрĕме ҫирĕп сывлăх, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма чĕнсе хăварнă.  

Мероприятийĕн тĕп спонсорĕ «Раҫҫейри Ача-пăча фончĕ» регионти уйрăмĕ шутланать, куншăн организацине мухтаса чун-чĕререн ырланă. Проекта пурнăҫа кĕртме кăҫал организаци 808 пин тенкĕлĕх гранта тивĕҫнĕ.

«Раҫҫейри Ача-пăча фончĕ» регионти уйрăмĕн ертӳҫи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов шкул ачисем хушшинчи ăмăртусем пĕр-пĕринпе туслă, командăра пулма вĕрентнине ҫирĕплетсе каланă, ачасене ăнăҫусем тума та сахал мар витĕм кӳнине палăртнă.  

Ăмăртăва хутшăнакансен ячĕпе Шупашкарти 61-мĕш №-лĕ шкулăн тренерĕ Елена Смирнова йĕркелӳҫĕсене  тав тунă.

Яланхиллех мала тухнисене дипломсем, парнесем парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



06 апреля 2018
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter