Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе саламлани
Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!
Православи тӗнне ӗненекен мӗнпур ҫынна Мӑнкун ячӗпе ӑшшӑн тата чун-чӗререн саламлатӑп!
Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – христиан тӗнчи паллӑ тӑвакан чи сумлӑ уявсенчен пӗри. Вӑл пурнӑҫ ҫӗнелсе вӑй илнине сӑнарлать, пирӗн ҫемьесене ӗненӳ ҫуттине парнелет, чӗресене вӗҫсӗр-хӗрсӗр юратупа тата шанӑҫпа тултарать, ырӑ ӗҫсем тума тата пархатарлӑ тӗллевсемпе ҫунатланма хавхалантарать.
Мӑнкун уявӗ турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хаклакан кашни ҫыншӑнах пӗлтерӗшлӗ. Мӑнкун ҫынсене пӗр чӑмӑра пӗрлешме, вӗсен чунлӑхне аталантарма, ырӑлӑхпа ҫынлӑх идеалӗсем патнелле туртӑнма пулӑшать.
Христиан тӗнӗн ырӑ йӑлине пӑхӑнса эпир ҫак кун мӗнпур ӗҫпе кулленхи хӗвӗшӳ ҫинчен манма, хамӑрӑн туйӑмсемпе шухӑш-ӗмӗте тасатма тӑрӑшатпӑр тата ҫывӑх ҫынсемпе, тӑвансемпе пӗрле пурнӑҫ ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑнатпӑр.
Сире пӗтӗм чӗререн тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, чун хавалӗпе ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа ҫитӗнӳсем тата Турӑ пулӑшӑвне туйма сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев