"Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту кулленех кун йĕркинче тăмалла, патшалăх политикин приоритечĕ ", — тенĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев
Кемерово хулинче инкек пулнă хыҫҫăн, РФ Генеральнăй gрокурорĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, халăх йышлă пухăнакан кану вырăнĕсене, суту-илӳ центрĕсен ĕҫĕсене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăлараҫҫĕ. Раҫҫей МЧС службин ĕҫченĕсем ҫак ĕҫе тивĕҫлĕ хутшăнаҫҫĕ. Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе эрнесерен пулакан ĕҫлĕ канашлăва ирттернĕ, кунта шăпах та ҫак ҫӳлерех асăннă ыйту та ҫивĕч тăнă.
Пушартан сыхланассипе йĕркелесе ирттернĕ предприятисемпе организацисен ĕҫĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова тĕплĕн паллаштарнă. Кăҫал пĕрремĕш кварталта пурĕ 6 пин ытла объекта тухса тĕрĕсленине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Раҫҫей МЧС Чăваш Енри управленийĕн пуҫлăхĕ, генерал-майор Станислав Антонов хăйĕн сăмахĕнче палăртнă тапхăра пурĕ 126 объектăн ĕҫне тĕрĕсленине хыпарланă. Йĕрке пăснă 1528 тĕслĕхе шута илнĕ тенĕ вăл. Тĕрĕслевсем малалла та хĕрӳ пынине палăртнă сăмаха тăсса.
Чи нумай йĕрке пăсакансем: «МТВ Центр», унта йĕркесĕрлĕх куҫкĕретех, кăтарту 149 ҫитнĕ тенĕ. «Каскад» центрта йĕрке пăснă 73 тĕслĕхе шута илнĕ. «Мода ҫурчĕ» суту-илӳ центрĕнче те йĕркесĕрлĕх хальлĕхе пур-ха. Пушартан асăрханассипе палăртнă нормăна пăхăнманни курăнать тесе пĕлтернĕ тĕрĕслевҫĕсем. «Мега-Молл» центрта та ҫитменлĕхсене тупса палăртнă. Ку енĕпе те ҫак объектра ҫитмелĕхсене пĕтермелли сахал мар.
«Империал» Канашри центрта йĕркелĕх хуҫаланать. Кунта пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн ĕҫсене пурнăҫланă тесе ырă хыпара каланă паян Станислав Антонов.
Чăваш Республикин Прокурорĕн ҫумĕ Александр Григорьев хăйĕн сăмахĕнче вĕсен служби пурĕ 169 объекта тĕрĕсленĕ тесе сăмаха малалла тăснă. Пĕтĕмпе 11 учрежденире кăна тирпейлĕх хуҫаланать, ыттисенче йĕрке пăснă тĕслĕхсем куҫкĕретех тенĕ вăл. Ҫĕнĕ Шупашкарти «Кристалл» Ҫĕмĕрле хулинчи «Март» суту-илӳпе кану центрĕсем вăхăтсăр хута кайнă, ятарлă службăсем ĕҫлеме юрани пирки ҫирĕплетмен тенĕ вăл. «Эпир сирĕн сĕнӳсемпе пĕтĕмпех килĕшетпĕр», —тенĕ Михаил Игнатьев.
Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем пирки халăха пĕлтермелле, хăрушсăрлăх теми кулленех кун йĕркинче тăмалла», — тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев.
Район тата хула администрацийĕсенче ĕҫлекенсен кирлĕ пек яваплă службăсемпе суту-илӳпе кану объекчĕсене ҫивĕч тĕрĕслесе тухмалла, енчен те ĕҫлеме ирĕк пани ҫичен ҫирĕплетекен документсем пулмасан, ҫийĕнчех ҫитменлĕхсене пĕтерессипе тăрăшмаллине каланă. Ҫав вăхăтрах, тĕрĕслевсене пула, бизнесра ĕҫлекенсен хăйсен тĕп ĕҫĕ пирки манмалла мар, пăрахăҫлама юрамасть. Тĕрĕслевҫĕсен вĕсен ĕҫне чăрмантармалла мар. «Тепре чухне пулаҫҫĕ ҫавăн пек предпринимательсем, тупăш илессишĕн нимĕнле йĕркесене пăхăнмасăр, хăрушсăрлăхпа халăха тивĕҫтересси ҫинчен манса, кулленех ĕҫлеме пикенеҫҫĕ. Кун пек йĕркесĕрлĕх ниҫта та хуҫаланмалла мар. Унсăрăн инкек тени ҫывхарса килме пултарĕ», – тесе ҫирĕппĕн каланă тепĕр хут Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Паянхи пурнăҫ таппинче тата тепĕр пысăк объектсем пирки те сăмах хускатмалла, каҫхине ĕҫлекен кану центрĕсене тĕрĕслеме манмалла мар. Ҫĕрле яш-кĕрĕм тепре чухне ӳсĕр пулни сисĕнет, тимлĕхе вĕсем часах ҫухатма та пултараҫҫĕ, ҫавăнпа та асăрханулăх тенине пурин те куҫран вĕҫтерме юрамасть. Кирек-епле ыйтăва мĕнпур ҫынсен, халăх суйланă депутатсен ҫирĕп пăхса тăмалла.
«Тĕрлĕ структурăсенче ĕҫлекенсен, должноҫре тăракан ертӳҫĕсен хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламалла, пушартан сыхланмалли мерăсем пирки манма никамăн та ирĕк ҫук. Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – патшалăх политикин приоритечĕ», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Михаил Игнатьев.