Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкунра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă
Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче çĕрле республикăри мĕнпур чиркӳсенче Аслă Турăмăра тав туса кĕлĕ иртнĕ. Православи тĕнне ĕненекен пиншер ҫын Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе кĕлĕ вуласа ырă ĕҫ тунă. Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутăпа тултарать. Вăл савăнăçпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑҫан улшӑнми хаклӑхсем тавра пӗрлештерет, тăнăçлӑхпа ҫураҫулăха ҫирӗплетме пулăшать.
Ҫурҫĕрти кĕлле ҫакăн пекех унпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Леонид Черкесов, Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев пуҫтарăннă. Ҫак Ҫветтуй уяв кунӗпе пурне те пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутă савăнăçне, ырлăх, ҫураҫулăх, малашлӑха шанчăклӑн пăхма, ҫирӗп сывлăх тата Турă пулăшăвне туйма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пехилленĕ.
Мăнкун уявне Чăваш Наци телекуравĕ тӳрĕ эфирта халăха кăтартса пынă.