Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа республикăра ҫар службине яшсене ăсатма ҫуркуннехи тапхăрăн йыхравĕ пуҫланнă. Ҫак ĕҫ 2018 ҫулта утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен пырать.  Чăваш Республикин Тĕп ҫар округĕ граждансене салтака яма планпа килĕшӳллĕн 1349 ҫынна пăхса хăварнă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа – Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕ доклад тунă, яшсене ҫар ретне тăратасси ыйтупа пирĕн регионта епле ĕҫлени пирки каласа кăтартнă.  Министр хăйĕн сăмахĕнче, кăҫал пуш уйăхĕнче Ижевск хулинче граждансене ҫар службине хатĕрлессипе ятарлă вĕрентӳ пайĕ иртнине пĕлтернĕ.  Ун чухне шăпах та, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене те палăртса хăварнине каланă.  Тĕп округра ҫӳлерех асăннă ыйтупа пирĕн республика ыттисене кая хăварса виҫҫĕмĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ министр. 2017 ҫулта курăмлă ĕҫлени куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Тепĕр ырă самант пирки те чарăнса тăнă, салтак ретне тăма хатĕрленнисем, сывă пулни те лайăх тĕслĕх.  «Мĕнпур яшсенчен 75,8 проценчĕ ҫар ретне тăма юрăхлă пулнине ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем», – тесе каланă министр.

Ҫулсерен салтака каяс марришĕн тарса ҫӳрекенсен йышĕ те чакса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.

«Кирлĕ пек мĕнпур ятарлă службăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Енчен те, кăҫал ҫурхи тапхăрпа салтака 1,5 пин ҫамрăка ăсатас пулсассăн, пурĕ 5,5 пине яхăн яша тĕрĕслев витĕр кăларма тивет», – тенĕ Наталья Тимофеева.

 Ку тĕллеве пурнăҫлама хатĕр тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăҫал ҫар комиссариатне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа пысăк мероприяти ирттернĕшĕн, йĕркелӳҫĕсене мухтаса тав сăмахĕсем каланă, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче Ҫĕнтерӳ тунăранпа  73 ҫул ҫитнине палăртса мероприяти те пысăк шайра йĕркеленессине шанса каланă.

Паянхи куншăн актуаллă тема – ҫурхи шыв-шур вăхăчĕ.

Чăваш Республикин ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче регионта лару-тăру йĕркеллĕ тесе пĕлтернĕ. Кунне темиҫе хутчен те специалистсем шыв юхăмĕн виҫине мониторинг туса тăнине асăннă.

«Мордови енчен шыв капланса килни кăштах туйăнать. Улатăр шывĕ тулать. Юлашки виҫĕ кун хушшинче шыв 4,08 метр чухлĕ хăпарнă», –  тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ĕнерхи кун Сур шывĕ тăрăх пăр куҫма пуҫланă.

Михаил Игнатьев халăха хыпарсене вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă, ăнлантару ĕҫне те йĕркелесе пыма чĕнсе каланă. «Пулăҫсем тепре чухне йывăрлăх кăларса тăратаҫҫĕ. Кашни валли ҫăлавҫă ятарлă ҫирĕплетсе хуман, ҫынсен хăйсен те асăрхануллă пулмалла, пăр ҫине халĕ кĕме пачах та юрамасть. Кун пирки асра тытмалла», – тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче автомашина ҫулĕсем пирки каласа кăтартнă.  Чăваш Республикинче 12,3 пин ҫухрăм автомашина ҫулĕсем тăсăлса выртаҫҫĕ.  Вĕсем урлă 415 кĕпер выртать. Шыв юхăмĕ хытă илме пултаракан вырăнсенче резерв ҫул та хатĕрленине пĕлтернĕ министр.

Ҫулсене тирпейлесе сарас ыйту та кун йĕркинчех. Строительство организацисем ĕҫе кӳлĕннĕ.

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнчен пуҫласа ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕччен автомашина ҫулĕсем ҫинче йывăр техникăн вăхăтлăх пачах та иртсе ҫӳреме юрамасть. Йĕрке пăсакансене явап тыттарнине палăртнă вăл.

«Ку эрнере ҫанталăк ăшă тăрать. Пурин те тимлĕхе ҫухатма юрамасть, шыв-шур илессинчен асăрхануллă пулмалла», – тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ автомашина ҫулĕсен хĕррисене тирпей-илем кĕртсех тăмаллине, ҫӳп-ҫапран вăхăтра тасатмаллине асăрхаттарнă.     

Паян канашлăва пухăннисем Мăнкун уявĕ пирки те чарăнса тăнă, пурĕ мероприятисенче 30 пине яхăн ҫын хутшăннине палăртнă. Пурĕ республикăра 197 чиркӳре каҫхи кĕлĕ пулнă.  Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерстви палăртнă тăрăх, регионта уяв лăпкă иртсе пырать, йĕрке пăсакансем ҫук тенĕ.

Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов чарăнса тăнă. Кĕрхи культурăна вăй илме ятарлă им-ҫампа апатлантарма Улатăрсем, Пăрачкавсем тухнă тесе пĕлтернĕ вăл.  Пĕтĕмĕшле регионта лару-тăру япăхах мар, кĕркунне акса хăварнă тыр-пул лайăх хĕл каҫнине палăртнă. Ҫурхи культурăна кăҫал ака уйăхĕн 20-26-мĕш кунĕсенче тухма плана кĕртнĕ.  Вăл вăхăта юр ирĕлсе пĕтме пултарасса шанса каланă вице-премьер. Вăрнар районĕнче Кăмашра аш-какай комбинатĕнче ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пушар тухнă. Электричество юсавлă пулманни сисĕннĕ тенĕ.  «Вут-ҫулăмра 131 сысна ҫунса кĕлленнĕ, 1993 сысна ҫури вилнĕ», - пĕлтернĕ Сергей Артамонов.

Ҫуллахи тапхăрта пушартан пурин те сыхă пулмалла. Йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. Вăрмансем ҫунассинчен те асăрханмалла, ятарлă министерствăн ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.  Ҫывхарса килекен ҫу уйăхĕнчи уявсенче хăрушсăрлăх теми тĕп вырăнта пулмалла.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Чăваш Енĕн Культура кунĕсем Санкт-Петербургра иртнине пĕлтернĕ. Вăл мероприятинче килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнине каланă ырă хыпара министр.

2017 ҫулта Сочире ҫамрăксен Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ иртнĕ, яш-кĕрĕме унта хутшăнма хатĕрленĕшĕн, Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин йĕркелӳҫĕсене тав ҫырăвĕпе чысланă, паян ҫак пысăк наградăсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хаваслă лару-тăрура панă.   



09 апреля 2018
16:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter