РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче Владимир Путин конкуренцине аталантарас ыйтăва тăратнă, паян ăна планеркăра анлăн тишкернĕ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 ҫулта ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттернĕ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче палăртнă тĕллевсене пурнăҫласси.
Аса илтеретпĕр, РФ Патшалăх канашĕн ларăвĕнче ҫĕршыв экономики валли конкуренци йĕркелес ыйту ҫивĕч тăнă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫĕршывăн Конституцийĕнче конкуренци ăнлава лайăх палăртса хăварнине асăннă. «Таса, ĕнентерӳллĕ конкуренци яланах экономика аталанăвĕн тĕп никĕсĕ пулса тăрать. Ҫĕршыва ҫĕнĕлле аталанса пыма пулăшакан вăй-хăват. Кирек-епле сферăра та малалла ăнтăлма витĕм кӳрекен ҫул-йĕр пулса тăрать», — тенĕ вăл.
Федераци шайĕнче монополие хирĕҫ кĕрешессипе сахал мар пысăк ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ. Юлашки ҫулсенче тăватă саккунсен пакетне йышăннă. Ҫитес вăхăтра пиллĕкмĕшĕ те пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫĕршыв Ертӳҫи регионсемпе вырăнти влаҫсен ĕҫĕсене ҫивĕч хаклав панине асăннă. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне вăй илме чĕрмав кӳрекен ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.
Чăваш Ен Пуҫлăхĕ уйрăмах вырăнти влаҫсен МУПсемпе, ГУПсемпе ытлашши тачă ҫыхăнса ĕҫлеме юраманнине, конкуренци пур ҫĕрте те йĕркелесе тăратмаллине асăннă. Кулленхи ĕҫре хăнăхнă предприятисемпе организацисемпе кăна ĕҫлени ҫителĕксĕр тесе ҫирĕп каланă. Пурин валли те пĕр пек условисем йĕркелесе тăратмалла, пулса тухать тепре чухне, палăртнă пысăк предприятисем объектсенче тăтăшах ĕҫлеҫҫĕ, вак тата вăтам предпринимательĕх пайĕнче тăрăшакансем айăккинче тăрса юлаҫҫĕ. «Чăваш Республикинче ҫак асăннă ыйтусемпе ҫивĕч ĕҫлени никамшăн та вăрттăнлăх мар. Патшалăх тата муниципалитет заказĕсене пурнăҫлама конкурс витĕр пурин те тухмалла», — тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Раҫҫей Президенчĕ патшалăх тата муниципалитетсен пурлăхĕ пирки хыпарсем пĕрлĕхлĕ реестрта пулмаллине каланă тесе асăнса хăварнă тепĕр хут паян канашлура регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.
Пирĕн регионта ҫак ĕҫе тахҫанах ĕнтĕ йĕркелесе пынă. Усă курăнмасăр выртакан пурлăхсене тупса палăртассипе республикăра хĕрӳ ĕҫ пырать. «Халăх инвентаризацийĕ» лайăх ĕҫлет субъектра. «Пирĕн ку ыйтусемпе паха ĕҫ опычĕ пур, ыттисемшĕн регион ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Тепре чухне, паллах, йĕрке пăсакансем те пур, вĕсене те тупса палăртса явап тыттарма тăрăшатпăр», — тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.
Ҫитес РФ Патшалăх канашĕн пĕр-пĕр ларăвĕнче патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманни ҫинчен ыйтăва пăхса тухма хатĕрленнине пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ, ҫавăнпа та кирлĕ пек сĕнӳсем тăратма хушнă ятарлă службăсене.
Михаил Игнатьев ыйтусене стратегиллĕ аталанупа инвестици илĕртӳлĕхĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен канаш ларăвне тăратма хушнă. Бизнес тытăмра ĕҫлекенсен те ҫак ĕҫе хутшăнмаллине, хăйсен пухăннă ыйтăвĕсем ҫинчен пĕлтермеллине каланă.
Регионта ФАС Управленипе тачă ҫыхăнса ĕҫлессси кун йĕркинчех тăрать. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене пĕрле пăхса тухмалла.
Бюджет тухăҫлăхне ӳстерме витĕм кӳрекенни – электронлă йĕркепе таварсене туянни. Ку енĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх Мускав хули пулса тăрать. Конкуренци ҫивĕч пулнине кура, унта тавар хакĕсем пĕр-икĕ хут та чакаҫҫĕ.
«Мускав влаҫĕ регионсене ҫак площадкăна кĕртсе яма хатĕр. Пирĕн вĕсен ĕҫ опытне тĕплĕн пăхса тухса тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварма пĕлмелле», —тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Пуҫлăхĕ.