2018-мĕш ҫулта I-мĕш кварталта Чăваш Республикин республика бюджечĕн тупăш пайĕ 11,9 процента ҫити хăпарнă

  Ҫу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Канашлăва пухăннисем республикăн 2018-мĕш ҫулхи I-мĕш кварталти бюджет пурнăҫланни пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина 2018-мĕш ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, республика хыснин тупăш пайĕ 10566 млн ҫитнине хыпарланă, вăл шутран харпăр хăй тупăшĕ  регионăн 6217,1 млн танлашать тенĕ. 2017-мĕш ҫулхпе танлаштарсан, кăтарту хăпарнă 3,1 процент пысăк пулни курăнать.   

Бюджета налуксенчен 5973,6 млн кĕнĕ, 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 102,2 процент.

Каялла тавăрса памалли мар укҫа федераци центрĕнчен 4348,9 млн бюджета кĕнĕ, 2017-мĕш ҫулхинчен пысăкрах, кăҫалхи кăтарту 127,4 процента ҫити ӳснĕ.

Республика бюджечĕн тăкак пайĕ ҫак ҫӳлерех палăртнă тапхăрта 7769 млн танлашать.  Кăҫал пĕрремĕш кварталта республика бюджечĕн профицичĕ 2797 млн пулнă.

Чăваш Республикин патшалăх умĕнчи парăм пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан чылай чакнă, кăтарту 6225 млн ҫитнĕ.

Светлана Енилина патшалăх контракчĕсемпе ĕҫлекенсенчен  бюджета налуксем епле пуҫтарăнса пыни пирки хыпарланă. Пур ҫавăн пек предприятисем патшалăх тĕревне илеҫҫĕ, анчах та налуксене вăхăтра тӳлесе пымаҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса.

2015-2017-мĕш ҫулсенче вĕсен йышĕ сахал мар пуҫтарăннă тесе хыпарланă. Предприятисем республика тулашĕнче регистрациленнĕ. Заказсене илеҫҫĕ, анчах вăхăтра налук тӳлемеҫҫĕ. Налук пайĕнче тăрăшакансем, организацисем регион тулашĕнче регистрациленнĕшĕн, вĕсен ĕҫ-хĕлне тĕрĕслесе пыраймаҫҫĕ. Пур-пĕрех тĕрĕслевсем пулассине каланă вăл.  

Пур ҫавăн пек предприятисем, хăйсен патĕнче тăрăшакансене ҫав тери пĕчĕк шалу укҫипе тивĕҫтерни.  «Элитстрой» ТМЯО йĕрке пăсни сисĕнет, ĕҫ укҫине пĕчĕк виҫепе тивĕҫтернĕ.

«Сăрă» схемăпа ĕҫлеме хăтланакансене малашне те ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле.  Кун пирки муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи ҫулшăн ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухассипе палăртнă анлă канашлусенче, халăхпа пĕрле пăхса тухнине тепĕр хут асăнса хăварнă Михаил Игнатьев.  

Ҫынсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн сĕнĕвне яланах ырлаҫҫĕ, предприятисем «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫипе тивĕҫтернĕшĕн пăшăрханаҫҫĕ.

Ыйтăва уҫăмлатассишĕн республика ертӳлĕхĕн кăна мар, район тата хула администрацийĕсенче вăй хуракансен те кулленех тăрăшмалла. Налуксем тӳленипе тӳлеменнине вăхăтра тĕрĕслемелле тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Конкурс ĕҫне питĕ лайăх пĕлсе тăратăр. Камсем патшалăх тĕревĕпе усă курни пирки те хыпарсем уҫăмлă. Апла пулсан, таса чунпа ĕҫлемен предприятисене саккунпа килĕшӳллĕн  явап тыттармалла», — тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.



10 мая 2018
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter