Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев апат-ҫимĕҫ промышленноҫ пайĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел совещание с руководителями пищевой и перерабатывающей промышленностиҪу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев апат-ҫимĕҫ промышленноҫ пайĕнче тăрăшакан ертӳҫĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Пухăннисем кăҫалхи ҫулшăн пĕрремĕш кварталти ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă.  

Ларăва уҫнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă ҫĕнĕ Указĕ пирки каласа кăтартнă, сăмах май, проышленноҫ пайĕнче тимлекенсем умĕнче те ҫивĕч тĕллевсем лартнине асăннă.

«Чи кирли ĕҫ тухăҫлăхне ӳстересси, граждансен тупăш пайне хăпартасси. Таварсене экспорта куҫарас ыйту кун йĕркинче. Промышленноҫ пайĕнче кăна мар, аграри тытăмĕнче те ырми-канми ĕҫлемелле. Потенциал регионăн чăнласах та пысăк», – ҫирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Президенчĕ лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме производствăсене модернизацилеме чĕнсе хăварнă. Предприятисенче, организацисенче пысăк технологи вăй илмелле тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, ҫак ĕҫсене пурнăҫлама патшалăх та пысăк тĕрев парать тенĕ.

Сывă пурнăҫ йĕрки тĕп вырăнта пулмалла. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, сывă апатлану ыйтăвĕсем те ҫивĕч тăраҫҫĕ.  «Граждансем паян паха таварсем илессишĕн тăрăшаҫҫĕ, экологи енчен таса пулни тĕп вырăнта тăрать», –  тенĕ Михаил Игнатьев.    

Таварсен калăпăшне ӳстерсе пырас, производствăсене модернизацилес, патшалăх пулăшăвĕсене парас ыйтусемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕ доклад туса панă.

Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă Указра аграри тытăмне пысăк тимлĕх уйăрнă, цифрăллă экономика самай пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Ҫулсерен таварсене экспорта куҫарассипе кăтартăва 5 процентран кая мар хăпартса пымаллине те асăрхаттарнă. Ĕҫсене пурнăҫлас тесессĕн, пурин те яваплăха туймалла. Паянхи пурнăҫри ҫитменлĕхсене палăртса, ҫĕнĕ план пăхса хăварса йышăнмалла тенĕ вице-премьер.  

Тĕп кăтартусем пирки те чарăнса тăнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов. 2017-мĕш ҫулта АПК пайĕнче 75,3 млрд. тенкĕлĕх тавар калăпланă. Халăхăн ĕҫ укҫин шайĕ хăпарнă. Вăтамран ҫынсем уйăхсерен 22,9 пин тенкĕ илнĕ. Пирĕн кăтартусене чакарма юрамасть тенĕ вице-премьер. 2017-мĕш ҫулта апат-ҫимĕҫ таварĕсем тирпейлесе кăларакан производствăсене 1 млрд инвестици хывнă, халăх валли ҫĕнĕ 350 вырăн хатĕрленĕ.  Кăҫал промышленноҫ тытăмне 2,9 млрд инвестици хывма пăхса хăварнă. Енчен те ĕҫ пурнăҫлансан, ҫынсене валли ҫĕнĕ 150 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленет.  

2018-мĕш ҫулта пĕрремĕш кварталта АПК пайĕнче тимлекенсем экспорта 4,7 млн доллар США чухлĕ  таварсем куҫарнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен чылай пысăк 21,5 процент ӳснĕ. «Паян таварсем ҫителĕклĕ таран калăпланса тухаҫҫĕ. Патшалăх та пысăк тĕрев парать. Мĕнпур ырă енсемпе пĕлсе усă курма тăрăшмалла», –  каланă хăйĕн докладĕнче Сергей Артамонов.

 

Малалли пулать….

Фоторепортаж



11 мая 2018
16:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter