Чăваш Ен Республика кунне уявлама хатĕрленет

 

Состоялось заседание организационного комитета по подготовке и проведению в 2018 году Дня Республики Ҫу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин 2018-мĕш ҫулта Республика кунне хатĕрленессипе йĕркеленĕ  комитетăн ларăвĕ иртнĕ.

 Палăртма кăмăллă, кăҫал Чăваш Енре сахал мар мероприяти плана кĕртсе хăварнă, вĕсенчен нумайăшĕ ҫĕнĕ форматпа пуласси те паллă.   

Экономика енĕпе ҫыхăннă блок пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин тарăн доклад тунă.  Вăл ытларах Республика кунне халалласа сахал мар ҫĕнĕ объектсем уҫăлассине хыпарланă, регион кăҫал ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрассине пĕлтернĕ. Республика кунĕ тĕлне В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра, Муркаш районĕнчи «Çеçпĕл» пĕрлĕхре, Шупашкарти «Чăвашторгтехника» пĕрлешӳре çĕнĕ производствăсем уçма палăртнă. Çавăн пекех вице-премьенр «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав, фейерверксен фестивалĕ çав кунсенчи тĕп пулăмсен шутĕнче пулассине каланă.

Патшалăхăн тĕп уявĕнче кăҫал «Волга-Янцзы» регионсен хушшинчи канашăн виҫҫĕмĕш ларăвĕ пулассине те палăртса хăварнă.  Ҫакă Шупашкарта пулакан экономика форумĕпе тӳр килĕ. Палăртса хунă тăрăх, ĕҫе кăҫал ҫурла уйăхĕнче йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.

«Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» регионсен хушшинчи курав формачĕ те улшăнасси паллă. XXV-мĕш курав Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре иртет. Халăх валли ятарлă уйрăмсем пулĕҫ. Вĕсем: «Промышленноҫ», «Сывлăх сыхлавĕ», «Строительство» тата «Наука» ятлă куравсем.  

Ҫĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раҫҫейри предпринимателĕсен кунне халалласа торжествăлла пулăм иртĕ.

Ҫĕртме уйăхĕн 14-15-мĕш кунĕсенче «Росатом» Патшалăх корпорацийĕ Шупашкарта  конференцисем ирттерме палăртнă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăса ĕҫлесси, таварсен калăпăшне тата пахалăхне ӳстересси.

Чăваш Республикинче алюмини таврашне тирпейлесе кăларассипе ҫыхăннă ыйтусемпе конференци ҫĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче ирттересси те паллă.  

Ҫĕртме уйăхĕн 23-24-мĕш кунĕсенче фейерверксен фестивалĕ пулĕ, унта малтанласа палăртса хунă тăрăх 5 ушкăн пуласси те паллă.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев Республика кунĕ ячĕпе палăртнă мероприятисем ҫинчен чарăнса тăнă.   Министр пĕлтернĕ тăрăх — çулсерен иртекен «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале кăçал Сĕнтĕрвăрри районĕнче уçма палăртнă. Пĕтĕмлетӳллĕ мероприяти тĕп хулара заливра иртĕ. «Руç ăстисем» конкурса хутшăнакансем те малтан хăйсен пултарулăхĕпе республика районĕсенче пурăнакансене паллаштарĕç. Çирĕпленнĕ йăлапа çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ пулĕ, тепĕр кунне Хĕрлĕ тӳремре Чăваш Енри Ачасен пĕрлештернĕ хорĕ юрлĕ, унта 1000 ача хăйсен пултаруллăхне кăтартса парасси те паллă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Владимир Филиппов хăйĕн докладĕнче кăҫал уява Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне халалласа йĕркеленине асăннă. Сăмаха май, Чăваш Республикинче Иван Яковлев ҫуралнăранпа 170 ҫул та ҫитнине тепĕр хут каланă.  

Республика кунĕ тĕлне хулари Мускав ҫыран хĕррине тирпейлессипе 2-3-мĕш тапхăрĕпе пулса пыракан ĕҫсене вĕҫлеме тĕллев лартнине хыпарланă вăл сăмаха малалла тăснă май, Хĕрлĕ полощадьре футбол Чемпионатне курма ятарлă тĕп вырăн пуласса пĕлтернĕ. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» программăпа килĕшӳллĕн, хулари тĕп урамсене юсама пăхса хăварнине те каланă вăл.  Чăваш Республикин тĕп хулинче баннерсене илемлетме, вĕсене ҫĕнетме тĕллев лартнă. Пĕр сăмахпа калас пулсан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланасси куҫкĕретех. Кирек-епле мероприятисенче те икĕ чĕлхепе уяв кĕввисем янăрасси паллă.

Тавралăха тирпей-илем кĕртесси пур-пĕрех тĕп вырăнта тăрать. Ҫĕртме уйăхĕн пуҫламăшĕнчех республикăри районсемпе хуласенче уяв мероприятийĕсем тытăнмалла. Пурĕ планпа килĕшӳллĕн 120 мероприяти пулĕ, вĕсенче 250 пин ҫын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарĕ.

Сăмах май, Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсем кăçал çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта тата Красноармейски районĕнче иртĕç. Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указа та алă пусса ҫирĕплетнĕ. Палăртма кăмăллă: муниципалитет территорисене тирпей-илем кĕртме тата мероприятисем ирттерме 10 миллион тенке яхăн илĕ. Красноармейски районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Александр Кузнецов мероприятисем пирки тарăнрах каласа кăтартнă, сахал мар ҫĕнĕ объектсем хута каяссине хыпарланă. Уйрăм мероприятисем ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  - Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев чарăнса тăнă, палăртнă уяв ҫӳллĕ шайра иртмеллине асăрхаттарнă.

 Йĕркелӳ комитечĕн пайташĕсем хăйсен сĕнĕвĕсене тăратнă, кĕске вăхăт хушшинче строительство ĕҫĕсене вĕҫлесе пымаллине, таврара тирпейлĕх хуҫаланмалла тенĕ, уйрăмах автомашина ҫулĕсем хĕрринче ҫӳп-ҫапсем выртма юраманнине тепĕр хут палăртнă.  Иван Моторин уявра кашнин хăйĕн кăмăлне тултармаллине, вĕсене валли кирлĕ пек мĕнпур условисем йĕркелесе тăратмаллине чĕнсе каланă.

Фоторепортаж



11 мая 2018
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter