«Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» инвестициллĕ проекта Мускава экспертсене тăратнă

 Ҫу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. «Чăваш Ен – Атăлăн чĕри» проекта анлăн тишкернĕ канашлăва пухăннисем.  

Аса илтеретпĕр, ҫу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Суту-илӳпе промышленноҫ палатинче ĕҫ ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ. Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсем тăратакан инвестициллĕ проектсене экспертиза кăларасси пирки тĕплĕн пăхса тухнă.  Ун чухне Раҫҫейри 50 регион хăйсен пуҫаруллă проекчĕсемпе паллаштарнă.

Чăваш Республикин проекчĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, инвестор, предприниматель Владимир Радин каласа кăтартнă.

Иван Моторин хăйĕн докладĕнче проектри туризм ыйтăвĕ пирки чарăнса тăнă, Шупашкар хулине 500 ҫул Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 ҫитнине халалласа палăртнă объектсем ҫинчен каласа панă.  Малашнехи ĕҫсене пурнăҫа кĕртме республика ертӳлĕхне,  палăртнă министерствăсене ҫивĕчрех ĕҫлеме хушнă.

«Нимĕнле кăлтăксем те пулмалла мар. Мĕнпур ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн пурнăҫланмалла.  Предпринимательсен хăйсен ĕҫĕсене вăхăтра тумалла. Эпир хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе тăратнă, инфратытăм ҫирĕп, условисем меллĕ», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 



14 мая 2018
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter