Кашни эрнере пулакан планеркăра Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс, ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Оперăпа балет театрĕнче пулнă пăтăрмах пирки уҫăмлатнă

Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕн ҫумĕ Леонид Вакс пĕлтерет:

«Ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче каҫхине 10 сехет те 15 минутра Оперăпа балет театрĕ ҫывăхĕнче 15-17 ҫулхи шăпăрлансем хушшинче хирĕҫӳ ҫуралнă.  Тăватă ача пĕрне-пĕри ăнланмасăр тавлашма пуҫланă.  Ҫакна Игнатьев Иван Михайлович асăрханă та, тӳрех чарма пикеннĕ, Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствине хыпарланă.  Сире ҫирĕплетсех калатăп, Иван Игнатьев  харкашăва пачах та хутшăнман, вăл тытăҫакансене чарасшăн пулнă. Палăртса хăвармалла, хирĕҫекен ачасем пĕр вĕренӳ заведенийĕнче ăс пухаҫҫĕ, тахҫантанпах пĕрне-пĕри лайăх пĕлеҫҫĕ.  Пĕтĕмлетӳ ыран тĕплĕнрех пулĕ», — тенĕ министр ҫумĕ. «Анчах хăш-пĕр массăллă информаци хатĕрĕ çав тытăçăва республика Пуçлăхĕн ывăлĕ Иван Игнатьев хутшăннă тесе пĕлтерсе халăха пăтраштарма та ĕлкĕрчĕ. Кун пек пачах та юрамасть», — тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. МИХсем «айăплисене» палăртма ĕлкĕрнине вара министр заместителĕ дознани органĕсене витĕм кӳме тăни тесе хаклать. Уголовлă ĕç пулмĕ, мĕншĕн тесен сăмах çул çитмен çамрăксем пирки пырать — вĕсем уголовлă яваплăх субъекчĕсем пулма пултараймаççĕ.

Чăваш Енри ҫынсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Надежда Прокопьева пăтăрмах пирки ҫапла каланă: «Ятарлă служба ĕҫченĕсем пĕтĕмлетӳ тумасăр, никамăн та кирлĕ-кирлĕ мар хыпар халăх хушшинче сарма ирĕк ҫук», — тенĕ. «Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ывăлĕ Иван обществăра йĕрке пултăр тесе тăрăшнă. Вăл харкашакансене сирсе янă, ырă ĕҫ тунă.  Енчен те пулăшу паман пулнă пулсан тата та усалрах ĕҫ-пуҫ пулса тухма та пултарнă пулĕччĕ. Юрать-ха ҫакăн пек ырă ачасем пур, хăйсене хĕрхенмесĕр усал ĕҫ тăвакансене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ», — тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.   



14 мая 2018
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter