Ҫанталăк лăпкă тăни питĕ пĕлтерĕшлĕ аграри пайĕнче тăрăшакансемшĕн

Темпы весеннего сева превысили прошлогодние показатели Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем ҫуркуннехи уй-хир ĕҫĕсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн докладĕнче ҫу уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне регионта ҫурхи тапхăрпа вăрлăха 90 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварнине хыпарланă, ҫакă планпа пăхса хунинчен 42,3 процент пулать тенĕ.

Чи лайăх ĕҫлесе пыраканнисене те уйрăмăн палăртса хăварнă. Вĕсем: Патăрьелсем, Канашсем, Каҫал енсем, Пăрачкавсем, Шăмăршăсем, Ҫĕмĕрлесем, Елчĕксем.  Ҫак муниципалитетсенче ĕҫсене 50 процентран та иртсе пурнăҫлани куҫкĕретех тенĕ вице-премьер.  Хальлĕхе Елчĕксем, Патăрьелсем, Пăрачкавсем акса хăвармалли ҫĕр лаптăкĕсене пысăклатнă. Вĕсен калăпăшĕ ыттисенчен чылай нумай. «Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пулса пыраҫҫĕ, хумханмалли нимĕн те ҫук. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕҫлеҫҫĕ хуҫалăхсенче», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ Сергей Артамонов.

Кĕрхи культурăсем пирки калас пулсан та, лару-тăру япăхах мар.  Ӳсен-тăрансене вăхăтра апатлантарнине кура, вăй илсе кайни савăнтарать тенĕ ертӳҫĕсем.  Ҫанталăк лăпкă тăни те питĕ пĕлтерĕшлĕ аграри пайĕнче тăрăшакансемшĕн.

Кăҫал хуҫалăхсем ытларах рапс, горчица, хĕвел ҫаврăнăшне акни сисĕнет.  Вĕсен лаптăкĕ пĕлтĕрхинчен нумайрах 2,9 пин гектартан та иртсе кайнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫăмăллăх кредичĕсем пирки чарăнса тăнă, вĕсене хуҫалăхсем патне вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшмалла тесе асăрхаттарнă. «Енчен те банк сферинче ĕҫлекенсем документсене вăхăтра хатĕрлесе пырсан, вĕсене малашне те аграри тытăмĕнче вăй хуракансем шанасси паллă. Кун пирки никамăн та иккĕленме кирлĕ мар», – уҫăмлăн каланă регион Пуҫлăхĕ.

Раҫҫей ял хуҫалăх банкĕнче кам та кам пулăшу илме ĕҫ хучĕсене хатĕрлесе тăратнă, вĕсен пĕтĕмпех йĕркеллĕ, укҫан пулăшусене те куҫарса панă тесе хыпарланă Сергей Артамонов.  



14 мая 2018
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter